Чăваш Енре чăваш чĕлхи музейĕ пулĕ

Чăваш Енре чăваш чĕлхи музейĕ пулĕ

 Кун пирки Атӑлҫи федераци округӗн шайӗнче культура эткерлӗхӗн специалисчӗсен семинар-канашлӑвӗнче паллă пулнă. Унта 12 регионти специалистсем пухăннă. Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă. Паллă пулăма пуҫтарăннисем культура  эткерĕн объекчĕсене упраса хăварассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра канашланă.    

Музей Етӗрне хулинче пулма пултарать. Унта чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи Николай Ашмарин ҫуралнӑ.  Чăваш чĕлхине тĕпчесе хисепе тивĕҫнĕ Николай Ашмарин ҫуралса ӳснĕ ҫуртĕнче объекта хута ярасшăн.   Ҫурта тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма кăҫал республика хыснинчен укҫа-тенкĕ те уйăрма пăхса хăварнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче республикăри историллĕ пулăмлă икĕ объект пирки чарăнса тăнă. Улатăрпа Етĕрне тăрăхĕнчи культура вучахĕсем пирки каласа панă. «Етĕрнере вăрҫă тапхăрне сăнарлакан объектсем пур.  Ашмаринăн ĕҫ-хĕлне ҫутатса паракан вырăн пулни те пĕлтерĕшлĕ. Вăл чăваш челхин 17 томлă словарьне хатĕрленĕ паллă ăсчах. Тепĕр тесен, тĕнпе ҫыхăннă объектсем те сахал мар асăннă муниципалитетра», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.  

Чăваш Енре пурĕ культурăн паллă объекчĕсене 683 тесе шута илнĕ, вĕсенчен 221-шĕ федераци пĕлтерĕшлĕ.  Чăвашсен йăли-йĕркине упрама тăрăшмалла, ăна ламран лама куҫарса пыма пĕлмелле. «Обществăна йĕркелесе тĕрĕс аталантарса пырас ĕҫре культурăн пĕлтерĕшĕ пысăк.  Эпир экономика пирки сахал мар калаҫатпăр. Цифра технологийĕ те пурнăҫа  туххăмрах кĕме ĕлкĕрчĕ.  Пур-пĕрех пурсăмăр та лайăх ăнланатпăр, культура пурнăҫăн тĕп пайĕ пулса тăнине. Эпир пĕрле килĕшсе, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе усă курса пурнăҫа ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ объектсем кĕртсе пыма та хатĕр», - тесе каланă вăл.

Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова 2020 ҫулта тĕрлĕ финанс ҫăлкуҫĕсенчен культурăн историллĕ объекчĕсене упраса хăварма, вĕсене тирпейлесе пыма пĕтĕмпе 179,6 млн тенкĕ тăкакланине палăртнă.

Чăваш автономи облаҫне туса хунăранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа 2018-2020-мĕш ҫулсенче пĕтĕмпе культура пайĕнчи 21 объекта ҫĕнетсе илемлетнĕ.  Улатăрта, Сĕнтĕрвăрринче, Етĕрнере тата ытти муниципалитетсенчи объектсем тĕпрен ҫĕнелсе пынине хыпарланă министр сăмаха малалла тăснă май.

«Ыйтăва кулленех ҫирĕп тĕрĕслевре тытнă. 2021 ҫулта сахал мар культура ҫурчĕсене хута янă. Историллĕ объектсене ҫĕнетме 44 млн тенкĕ тăкакланă.  Проект ĕҫ хучĕсене пурнăҫлама 31 млн ытла тенкĕ уйăрнă», - тесе каланă культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗн министрĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн культура объекчĕсен Пĕрлехи патшалăх реестрĕнче пурĕ Чăваш Республикинчи культура эткерлӗхӗн 675 объект шутланса тăрать. Кăтарту питĕ аван.    

Регионта тата та объектсем пур-ха, тепĕр саккăрăшне вăл реестăра кĕртессишĕн специалистсем ĕҫ докуменчĕсене хатĕрлессипе тăрăшаҫҫĕ.  Канаш районĕнчи Мăккăрти чукун ҫул кĕперĕ те вăл шутра пур.  Вăл объектпа паллашма час-часах туристсем ҫула тухаҫҫĕ.     

Маларахри кунра федераци эксперчĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче историллĕ культурăн пысăк объекчĕсене упраса хăварассипе ҫыхăннă ыйтусемпе канашлу ирттернĕ. Палăртнă ĕҫе чиркӳре тăрăшакан специалистсем те хутшăнма кăмăл тунă.    



01 июля 2021
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter