ШĔМ, Росгварди тата Чăваш Республикин Прокуратурин ĕçченĕсем 10 кунлăх экспедицире пулнă

ШĔМ, Росгварди тата Чăваш Республикин Прокуратурин ĕçченĕсем 10 кунлăх экспедицире пулнă.

Çак мероприятие ÇÇХПИ-ПАИ йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнине тата Сăрпа Хусан чиккисене чавакансен ĕç паттăрлăхне халалланă. Чăваш Ен экспедицийĕ çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче çула тухнăччĕ, 28-мĕшĕнче вара Раççейĕн чи çӳллĕ вырăнне — Эльбрус тăррине — хăпарса çитнĕ. Çанталăк ăнăçлах пулманни кăштах чăрмавсем кӳнĕ, çавна май кураслăх та чакнă. Анчах альпинистсене ку хăратман. Ту тăрне хăпарса вĕсем хӳтĕлев чиккисене чавакансене халалланă паллă вырнаçтарнă, ÇÇХПИ-ПАИ ячĕпе видеосалам та çыртарнă. Çавăн пекех ШĔМ, Росгварди тата Прокуратура ялавĕсене те вĕлкĕштернĕ.



Хыпар
01 июля 2021
16:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter