Ҫӗрпӳ Тихвин ярмӑркки йӑлана кӗнӗ форматпа кӑҫал иртеймӗ
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ канашлура Роспотребнадзор йышăнăвне тĕпе хурса, кăҫалхи ҫул Ҫĕрпӳ тăрăхĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх иртекен Тихвин ярмăрккине хăйне евĕр йĕркелеме йышăну тунă. Онлайн форми шăпах та вырăнлă пуласса каланă ертӳҫĕсем ку хутĕнче.
«Паллă, ҫĕршыври пекех пирĕн республикăра та кăшăл вирус амакĕпе чирлекенсен йышĕ ӳскелесе пыни куҫ кĕретех. Лару-тăрăва ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Пирĕн, халăхăн сывлăхне упраса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшмалла. Йĕрке пăсма ирĕк никамăн та ҫук», - тесе палăртса каланă тепĕр хут Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.
«Паянхи куна илес пулсан, усал чир-чĕртен сыхланас тĕлĕшпе вакцина тунисен йышĕ пысăках марри пулни те курăнать. Палăртнă кăтарту патне ҫывхарайман-ха халлĕхе пирĕн республикăра. «Юлашки кунсенче уйрăмах чирпе аптракансен йышĕ нумайланса пынине куратпăр. Апла пулсан, вакцинациленни шăпах та, питĕ пулăшĕ. Кун пирки никамăн та манма юрамасть пулĕ. Лару-тăру ҫивĕчленсе пынине кура, халăх йышлăн пухăнакан мероприятисене ирттерме те чарма сăлтавĕ пур. Кун пирки халăхăн пăшăрханма кирлĕ мар. Профилактика мерисене ҫирĕп пăхăнмалла, май килнĕ таран сахалтарах куҫăм майпа мероприятисене йĕркелеме тăрăшмалла», - тесе хушса каланă ертӳҫĕсем.
Аса илтеретпĕр, ҫултан-ҫул Тихвин ярмăркки анлă иртет, унта хутшăнма кăмăл тăвакансен йышĕ те ӳссех пырать. Апла пулсан, ҫакна тĕпе хурма, кăҫал мероприятине йĕркелесе ирттерме ҫапла йышăну туни питех те аван пулĕ. «Кунсăр пуҫне Тихвин ярмăрккипе килĕшӳллĕн ытти уйрăм мероприятисем пулма пултарĕҫ, анчах та вĕсене Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствипе Роспотребнадзор сĕнĕвĕсене тĕпе хумалла, ҫирĕп йĕркене пăхăнса профилактика ĕҫĕсене туса пымалла», - тенĕ канашлура. Çĕрпӳри Тихвин ярмăрккин пуянлăхĕ - культурăпа спортăн пуян программисем, кану мероприятийĕсем, тĕрлĕ енлĕ суту-илӳ. Мероприятийĕсене ирттернĕ чухне тимлĕхе ҫухатма юрамасть, пурин те йĕркене ҫирĕп пăхăнмалла.
Аса илтеретпĕр, 2020 ҫлта та Тихвин ярмăрккине ирттереймен яланхи пек йăлана кĕнĕ тăрăх. Нумай мероприятие пĕлтĕр онлай-форматпа пурнăҫласа пынă, пур-пĕрех халăх кăмăллă юлнă, ҫитменлĕхсем пулман тесе каланă.