Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Потребительсен кооперацийӗн ӗҫченӗсен кунĕ ячĕпе саламлани
Потребительсен кооперацийӗн хисеплĕ ӗҫченӗсем тата
ветеранĕсем!
Сире професси уявӗпе саламлатӑп!
Потребительсен кооперацийӗн тытӑмӗ Чӑваш Республикин апат-ҫимӗҫпе тирпейлекен промышленноҫӗн, ял территорийӗсен аталанӑвӗнче, халӑха ӗҫ вырӑнӗсемпе, куллен кирлӗ таварсемпе, таса та пахалӑхлӑ продукципе кал-кал тивӗҫтерсе тӑрас ӗҫре пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Эсир килти хушма хуҫалӑхсене те витӗмлӗ пулӑшу кӳретӗр.
Сирӗн ӗҫӗрпе эпир мухтанатпӑр, ӑна федераци шайӗнче те тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ. Республикӑри потребительсен обществисен союзӗ Раҫҫей Центросоюзӗн тытӑмне кӗрекен регионти потребсоюзсем хушшинче ҫирӗм ҫул ытла ӗнтӗ малта пыракансенчен пӗри пулса тӑрать.
Нумай ҫулхи чи лайӑх йӑла-йӗркепе ӗҫ мелӗсене типтерлӗн сыхласа упраса эсир вӑхӑтпа тан утатӑр – малта пыракан технологисене, ҫав шутрах цифра технологийӗсене, хальхи управлени меслечӗсене хастарлӑн ӗҫе кӗртетӗр.
Пурнӑҫне коопераципе ҫыхӑнтарнӑ тата хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ мӗнпур ҫынна тав тӑватӑп!
Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев