Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ нумай ачаллӑ сахал тупăшлă ҫемьесенче ҫитĕнекен ачасене шкулсенче апатлантарма пулăшу парассине каланă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ нумай ачаллӑ сахал тупăшлă ҫемьесенче ҫитĕнекен ачасене шкулсенче апатлантарма пулăшу парассине каланă

 Паян кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ, ăна яланхиллех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă. Шкулти ачасен апатланăвĕ - кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри. Кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕнчен  пуҫласа нумай ачаллă ҫемьесенче ҫитĕнекен шăпăрлансем тӳлевсĕр шкулта апатланма пултараҫҫĕ, вĕсен тăкакне республика хыснинчен саплаштарасси паллă. 

«Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа кăҫалхи ҫул нумай ачаллă  сахал тупăшлă ҫемьесенче ҫитĕнекен ачасем пĕрлехи стандартпа пĕр пек менюпа шкулсенче тӳлевсĕр апат ҫиме пултараҫҫĕ.    Ăна валли республика хыснинче укҫа-тенкĕ уйăрăпăр.  Ҫитес ҫултан муниципалитетсем вара хушса тӳлĕҫ.  Кун пирки ҫĕнĕ йĕркене Чăваш Республикин Финанс министерстви тĕплĕнрех хыпарсене республикăри мĕнпур муниципалитетсене илсе ҫитерĕ.  Паллă, укҫан ытларах пайĕ республика бюджетĕнчен тăкакланĕ.  Пирĕн тĕп тĕллев – нумай ачаллă  сахал тупăшлă ҫемьесене тĕрев парасси»,  – тесе каланă Олег Николаев.  

Пĕтĕм Раççейри Çемье, юрату тата шанăç кунне халалласа ҫемьесене валли ҫĕнĕ ҫăмăллăх пуласси паллă, ăна пурнăҫа кĕртме ҫĕнĕ Указ хатĕрлессипе тăрăшаҫҫĕ ертӳҫĕсем. Кун пирки хыпара регион Ертӳҫи паянхи канашлура пĕлтернĕ.

«Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен Указа туса хатĕрлемелле. Ачасене апатсăр хăварма ирĕк ҫук. Ҫирĕп йĕрке йышăнмалла, ăна пурнăҫа кĕртессипе пурин те яваплăха туйса ĕҫлемелле», – палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Республикăри шкулсенче ачасене епле апатлантарни пирки мониторинг туса ирттернĕ. Вăл ĕҫе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева пуҫарнипе йĕркеленĕ.  

Паянхи куна илес пулсан, нумай ачаллă  сахал тупăшлă ҫемьесенче пурĕ 11 800 ача ҫитĕнет.  Вĕсене тӳлевсĕр шкулсенче апатлантарма муниципалитетсен бюджетĕнчен тăкакланă. 

«Вăтамран пĕр ачана апатлантарма кунне 81,55 тенкĕ уйăрнă. 2021 ҫул валли –75 млн кирлĕ пулĕ, 2022-мĕш ҫул валли – вăтамран 169 млн тăкакланма плана кĕртеҫҫĕ.  Паянхи куна илес пулсан, вăл укҫа-тенкĕ муниципалитетсенчен куҫать.  Кашни районпа хулан бюджечĕ тĕрлĕрен, апла пулсан, укҫа-тенкĕ те пĕр-пек мар», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче вице-премьер.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин  йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш ЕНре шкулсенче пуҫламăш классенче вĕренекен ачасем тӳлевсĕр апат ҫиеҫҫĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хушăвне тĕпе хурса, регионти шкулсенче апатлану уйрăмĕсен пӳлĕмĕсенче ятарлă хатĕрсене ҫĕнетсе улăштарса пынă.  Ҫĕнĕлĕхсене пурнăҫа кĕртме, ятарлă хатĕрсене туянма 350 млн тенкĕ ытла тăкакланă.  

Паянхи канашлура ачасен ҫуллахи канăвĕ пирки те сăмах пуҫарнă, пĕрремĕш сменăри лагерьсенче шăпăрлансем мĕнле каннине, мĕнпур ĕҫсене пĕтĕмлетӳ тунă.  Ҫĕртме уйăхĕнче пурĕ 20 пине яхăн ача лагерьте каннă.  Кăнтăрлахи тапхăрпа канакансем те сахал пулман, вĕсен йышĕ – 17 пине яхăн пулнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Алла Салаева хăйĕн сăмахĕнче республикăри хуласен тулашĕнче лагерьсенче ĕҫлекен персонала кашни эрнерех кăшăл вирусран асăрханса, тухтăрсем ҫирĕп тĕрĕслесе тăнине каланă.  Ашшĕ-амăшĕсене тăтăшах ачасемпе тĕл пулма юраманнине те асăрхаттарсах тăнине асăннă министр. Усал чир-чĕртен кулленех профилактика мерисене туса йĕркеленине те палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

«Умра тата та икĕ смена ҫурă пур. Ачасемпе тимлĕхе ҫухатма юрамасть.  Тепĕр тесен, регионта чир-чĕр алхасса пыни курăнкалать. Хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – пирĕн тĕп тивĕҫ. Ачасен канăвне йĕркеленĕ чухне профилактика мерисене пăхăнмалла, йĕрке пăсма юрамасть, питĕ асăрхануллă пулмалла», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

    



05 июля 2021
14:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter