Чӑваш Енре ял хуҫалӑх тракторӗсене тума ятарлӑ инвестици контрактне "Иннопром-2021"куравра алӑ пусса ҫирĕплетнĕ

Чӑваш Енре ял хуҫалӑх тракторӗсене тума ятарлӑ инвестици контрактне "Иннопром-2021"куравра алӑ пусса ҫирĕплетнĕ

Екатеринбургра  иртекен «Иннопром-2021» пӗтӗм тӗнчери промышленноҫ куравĕнче (СПИК 2.0) ятарлă инвестици контрактне алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Чăваш ЕНре пĕчĕк тата вăтам калăпăшлă ял хуҫалăх тракторӗсем туса кăларас енӗпе Италири машинăсем туса кăларакан SAME Deutz-Fahr концернпа ĕҫлӗ хутшӑнусем йӗркеленӗҫ. 

Контракта Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ министрĕ Денис Мантуров, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев, Шупашкар хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков, «Волжскри комбайн завочӗ»  ТМЯО директорсен канашĕн председателĕ Андрей Водопьянов алă пусса ҫирĕплетнĕ. 

«Раҫҫейре ҫакăн евĕр промышленоҫ предприятийĕ ĕҫлесе кайсан хальхи пурнăҫа тивӗҫтерекен пысăк технологиллĕ пӗчӗк тракторсен шучӗ йышланасси никама та иккĕлентермĕ. Контракт ҫĕршыв территорийĕнче двигатель, трансмисси тата мост туса кăларассине палӑртать», - тесе пӗлтернӗ Денис Мантуров. 

«Пĕчĕк тата вăтам тракторсем питĕ меллĕ техника шутланаҫҫĕ.  Пысăках мар хуҫалăхсенче шăпах ҫак тракторсемпе усă кураҫҫĕ те.  Енчен те пирĕн ҫĕршывра ҫӳлерех асăннă концерн производство ĕҫне хута ярсан, ют ҫĕршывсенчен техникăсем туянма пăрахĕҫ.  Ял хуҫалăх таварĕсем те йӳнерех пуласси куҫ кĕретех пулĕ», - тенĕ ведомство ертӳҫи. 

«СПИК 2.0 Чăваш Республикишĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.  Историллĕ пулăм анчах мар, паянхи рынока тивĕҫтерекен пысăк технологиллĕ вăтам калăпăшлă техникăна хута яни  питех те лайăх.  Вĕсене хуҫалăхсем хапăл туса йышăнасси те паллă», - тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Сăмах май, асăннă проекта республикăн социаллă пурнăҫпа экономикине аталантарас тӗлӗшпе йышăннă комплекслă программăна та кĕртсе хăварнă.  Вăл регионăн пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсенче те пур. Ҫав ĕҫсене пулăшу парас тĕлĕшпе ятарлă ҫăмăллăхсем те пăхса хăварнă, налук тӳлессипе сахал мар ҫĕнĕлĕхсем йышăннă. 

Проекта пурнăҫа кĕртни инвестици ӗҫ-хӗлне хастарлатма пулӑшассине те каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Ĕҫе пуҫарнă тапхăрта «Трактор завочĕсем» Концерна та явăҫтарма тĕллев лартнă. 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ палӑртнӑ тӑрӑх, инвестицисем явăҫтарса пысăк производствăна хута яни ҫĕнĕ 500 яхăн ĕҫ вырăнĕ йӗркелет.  2 млрд ытла калăпăшлă инвестици проекчӗ республикăн социаллă пурнăҫпа экономикине сахал мар витĕм кӳрессе те пӗлтернӗ регион Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.  Федераци хыснипе республика бюджетне налуксенчен чылай укҫа-тенкĕ кĕрĕ.

Шупашкар хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков проекта муниципалитет шайĕнче тишкернине, пурте ырланине хыпарланă.  «Пысăках мар калăпăшлă тракторсем туса кӑларакан промышленноҫ предприятийĕ пурсăмăршăн та пĕлтерĕшлĕ.  Хушма ĕҫ вырăнĕсем те йĕркеленеҫҫĕ.  Шупашкарти тракторсен завочĕн территорийĕнче ҫĕнĕ производство вăй илсе кайĕ.  Проекта пурнăҫа кĕртме хула ятарлă условисем туса парать.  Вырăнти депутатсем ҫĕршĕн тӳлемелли налук виҫине 0,1 процентпа шайлаштарасси пирки йышăну тунă. Ку ĕҫе пурте ырланă», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. 

«Концернăн Шупашкар хулинче хăйĕн територрийĕ пурри аван.  Специалистсем те пысăк профессионалсем.  Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвне тĕпе хурса 2031 ҫул тĕлне кăтартăва 93 процента ҫитерме тĕллев лартнă. 17 пин ытла трактор туса кăларма йышӑннӑ. Ҫакӑн валли 35 млрд тенкĕ ытла тăкакланĕ», -  тесе пĕлтернĕ «Волжскри комбайн завочӗ» ТМЯО директорсен канашĕн председателĕ Андрей Водопьянов.   «Паянхи куна илес пулсан тракторсен завочĕн мĕнпур условисем ҫителĕклĕ.  Специалистсем тарăн пĕлӳллĕ, сервис центрĕсем те пĕтĕмпех хальхи пурнăҫа тивӗҫтерекеннисем», - тесе каланă вăл. 



06 июля 2021
14:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter