«Шывпа тивӗҫтермелли объектсене ҫӗнетме хушма укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ», - палăртнă Олег Николаев

«Шывпа тивӗҫтермелли объектсене ҫӗнетме хушма укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ», - палăртнă Олег Николаев

Эрнесерен пулакан планерка иртнӗ. Июньти ҫанталăк типĕ тăнине кура республикăри хăш-пĕр районсенче халăх шывсăр тăрса юлни сисĕннĕ. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ҫынсене ӗҫмелли таса шывпа тивĕҫтерес тесе специалистсем сахал мар ĕҫленине, ыйтăва май килнĕ таран туллин тивĕҫтерме тӑрӑшнине асӑннă.

«Кăҫал тума палăртнă ĕҫсем ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерессипе ҫыхăннă нумай ыйтăва уҫăмлатма витĕм кӳрĕҫ», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев

Республика бюджетне 2021 ҫул валли йышăннă чухне регионти районсемпе хуласене шывпа тивĕҫтерес ыйту приоритетлисенчен пĕри пулса тăнă тенӗ республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май. Шывпа тивӗҫтерессипе ҫыхăннă объектсене хута яма, хăш-пĕр   ĕҫсене тĕпрен ҫĕнетсе пыма республика хыснинче 937 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  Вĕсенчен ятран паракан инвестици программипе пурĕ 834 млн тенкĕ хывнă.  Танлаштарас пулсан, 2020 ҫулта шывпа тивӗҫтерессипе ҫыхăннă объектсене тирпейлесе ҫĕнетме пурĕ те 18, 2 млн тенкĕ  ҫеҫ пăхса хăварнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă. Кăҫал халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнине хыпарланă. Палӑртнӑ объектсене туса лартмаллине, вĕсем ҫынсемшĕн питӗ пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.

«Хушма укҫа-тенкĕ уйăрмалли ҫирĕп йĕрке йышăнăпăр. Мероприятисене туса ирттермелли ятарлă план пулĕ», – тесе каланă вăл.  «Укҫана вăхăтра куҫарса пама тăрăшмалла.  Палăртса хунă ĕҫсене кĕркуннеччен пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитермелле», тенĕ Ертӳҫĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов кăҫал пуҫаруллă проектсене пурнăҫлас тӗлӗшпе 71 проекта плана кĕртнине, шывпа тивӗҫтерессипе ҫыхăннă объектсене хута яма 88,9 млн тенкĕ уйăрассине палăртнă. 

Районсенче пурăнакансем ӗҫмелли шыв тӗлӗшпе йывăрлăхсем пуррине тăтăшах хыпарлаҫҫĕ. Вĕсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурса 52 хушма проекта пурнăҫлама плана кĕртнĕ, ҫакӑн валли 44,1 млн тенкĕ уйăрасси паллă. Палăртса хăваратпăр, республика бюджетĕнчен куҫакан укҫапа пĕлсе тата тухăҫлă усă курнине пула асăннă проектсенчен 16-шĕ пурнăҫланать.  Ытти 36 проектне ӗҫе кӗртме 27,4 млн тенкĕ хушма укҫа кирлĕ пулать. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн халăх пурнăҫĕн пахалӑхне лайăхлатас тĕлĕшпе йышӑннӑ указне тĕпе хурса 2020-мĕш ҫултан пуҫласа шыв башнисене тĕпрен ҫĕнетсе пырассипе  республикăра хастар ĕҫлеҫҫĕ.  Кăҫал ҫавнашкал 157 ыйтуран 99-шне ырласа пурнăҫлама йышăннă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков ҫапларах каланă: «Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртесси ҫирĕп йĕркепе пулса пырать.  Ку ĕҫе Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви тĕрĕслевре тытать.  Объектсене пурнăҫа кĕртме 27,4 млн тенкĕ хушма укҫа кирлĕ пулать. Тата ытти ĕҫсене пурнăҫлассине  те плана  кӗртнӗ, ҫав шутрах тĕп юсав ĕҫĕсене туса ирттерессине те».  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов металл хакланнине кура хăш-пĕр йывăрлăхсем сиксе тухнине палӑртнă.  «Хаксене шайлаштарма тăрăшмалла.  Ыйтăва кашни муниципалитетпа пĕрле уҫăмлатмалла, йывăрлăхсене татса пама пĕр-пĕринпе тухăҫлă хутшӑнса ӗҫлемелле. Проектсене пурнăҫа кĕртессишĕн ҫине тăрсах вăй хумалла», –  тесе каланă вăл. 

 

  



06 июля 2021
09:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter