Чӑваш Ен "Инфратытӑма аталантаракан лидерсем" Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫ министерствин ҫӗнӗ программине чи малтан хутшăнаканĕ пулчĕ

Чӑваш Ен "Инфратытӑма аталантаракан лидерсем" Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫ министерствин ҫӗнӗ программине чи малтан хутшăнаканĕ пулчĕ

Екатеринбургра иртнĕ ИННОПРОМ-2021 куравра ҫĕнĕ программăпа паллаштарнă. Федераци ведомстви палăртнă тăрăх, Чăваш Ен ҫак ĕҫе чи малтан хутшăнакан 20 регион шутĕнче пулнине шута илнĕ. Регион хутшăнăвĕ пирки республика Пуҫлăхĕ ҫапларах каланă: «Ҫак программа пире ҫĕнĕлле ĕҫлесе пыма вĕрентет. Патшалăх политикине тĕллевлĕн тата тухăҫлăн пурнăҫа кĕртме пулăшать.  Уйрăмах промышленноҫ пайĕнче ĕҫлеме ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем хывма витĕм кӳрет. Технопарксем, индустри паркĕсене уҫса пыни – производство предприятийĕсене аталанса пыма май парĕ.  Тепĕр тесен, регион экономикине те ҫĕнĕ вăй-хăват кӳрĕ.  Ӳлĕмрен те эпир индустри  паркĕсене, агротехнопарксене йĕркелесе пырăпăр.  Чи кирли вара, чăнласах та ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологисен тытăмĕпе усă курса, паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан производствăсем ĕҫлеттерсе ярасси», тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  

Сăмах май, индустри паркĕпе промышленноҫ технопаркĕсен ĕҫне  тĕплĕн тишкермеллине асăннă, пурнăҫа кĕрекен программа вĕсен тытăмне ҫĕнĕлле йĕркелеме май парасса палăртнă.  

«Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствине тав тăватпăр.  Вĕсем мĕнпур ĕҫе пĕрлехи методикăпа йĕркелесе пыма условисем йĕркелесе тăратаҫҫĕ.  Тепĕр тесен, хăйне евĕр программа пуҫарни те паха.  Вăл ĕҫе регионсем ертӳҫĕсене кăна мар, специалистсене, муниципалитетсенче тăрăшакансене явăҫтарма пултарайраҫҫĕ.  Ĕҫ йĕркине пăхса тухса, йышăну тума та меллĕ. Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесен, тухăҫлăх та ӳсет. Программăна хутшăнни пурсăмăра та пирĕн ума тăратнă ҫивĕч ыйтусене татса пама кирлĕ пек йышăнусем тăвассинче ҫирĕп йĕркепе ĕҫлесе пыма вĕрентет», - тенĕ регион Ертӳҫи.   

Ҫĕнĕ технопарксем уҫма палăртнă муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсенчен специалистсене ытларах явăҫтарассине те асăннă Олег Николаев. Апла пулсан, программăна  Чăваш Енрен хутшăнас текенсен йышĕ ӳссе пырасси куҫ кĕретех пулĕ.

Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин «Инфратытӑма аталантаракан лидерсем» методика программи 2021 ҫулта утă уйăхĕнче пурнăҫа кĕме тытăнĕ. Программăн тĕп тĕллевĕсем: регионсенче профессионаллă ертӳҫĕсен ушкăнне йĕркелеме витĕм кӳресси, промышленноҫпа индустри паркĕсене аталантарма паха специалистсем хатĕрлесси тата ытти те.



07 июля 2021
08:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter