Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче пиллӗкмӗш созыври Общество палатин пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ

Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче пиллӗкмӗш созыври Общество палатин пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ

Утă уйăхĕн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче пиллӗкмӗш созыври Общество палатин пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ.

Ларăва Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов хутшӑннă. Вӑл Общество палатин ҫӗнӗ йышне саламланă, вӗсен пысăк професси ӑсталӑхӗпе авторитечĕ регионти граждансен обществин институчӗсене малалла аталантарма пулӑшасса палăртнă.

"Общество палати хӑйне Чӑваш Енре пурӑнакансен интересӗсене хӳтӗлеме тивӗҫлӗ пулнине кӑтартрӗ тата регион пӗтӗм обществӑлла йӗркеленӗвӗсемшӗн тĕп институчӗ пулса тӑчӗ. Сирӗн шухӑшăрпа сĕнĕвĕрсем республикӑра пурӑнакансемшӗн пӗлтерӗшлӗ", - палӑртнă Вячеслав Борисов.

Палатӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн тӗп ыйтӑвӗсене татса парассипе  компетентлӑ  шухăша пĕр чăмăра пухасси тата пӗлтерӗшӗ ыйтусене влаҫ органӗсем патне илсе ҫитересси. Кун пирки шăпах та, каланă хăйĕн сăмахĕнче   Вячеслав Борисов.

 Общество палатин пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-хӗлӗ обществӑлла тӗрӗслев, патшалӑх йышӑнӑвӗсене йышӑннӑ чухне общество шухӑш-кӑмӑлне шута илесси пулса тӑрать. "Общество палатинче  тăрăшакансен Чӑваш Енре пурӑнакансен интересне хӳтӗлеме хатӗр пулни паха. Ҫак принципсем ҫине тĕпе хурса ĕҫе йĕркелесе пымалла», - тесе хушса каланă  Вячеслав Борисов. Ҫавӑн пекех вӑл суйлавсен общество сӑнавӗн штабӗн пӗлтерӗшне палӑртнă. "Ҫак формат федерацин "Обществӑлла сăнавҫă" проекчӗн никӗсне хывнӑ, вӑл пирӗн республикӑра та пурнӑҫланать. Кӑҫал та общество сӑнавӗн штабне йӗркеленӗ. Ҫаксем пурте Раҫҫей Федерацийĕн Патшалӑх Думин тата Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавне  пысăк шайра ирттерме май параҫҫӗ", - тесе каланă вăл.

Чӑваш Республикин влаҫ органӗсемпе Общество палати пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ĕҫлени пирки тĕплĕ хыпарпа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумĕ Алексей Гурьев паллаштарнă.

Паянхи мероприятинче Чӑваш Республикин Общество палатин председательне суйланă. Пурте пӗр саслӑн Ванифатий Шайкина суйланă. Ҫавӑн пекех ларура Общество палатин канашне йӗркеленӗ тата виҫӗ ҫӗнӗ комисси ҫирӗплетнӗ, организаципе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухнӑ, ҫитес виҫӗ ҫул валли приоритетлӑ  плансене пăхса хăварнă.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Ен Общество палатин пиллӗкмӗш йышне 2021 ҫулхи ҫĕртме уйăхĕн 17-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Палата йышӗ 60 % ытла ҫӗнелнӗ, унта 33 ҫын кӗнӗ. Общество палатин хальхи йышӗнче 3 ҫул ӗҫлемелле.

 



07 июля 2021
18:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter