Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем!

Сире Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫемье халалӗсем чӑвашсем хушшинче яланах ҫирӗп пурнӑҫланса пынӑ. Ҫакӑн ҫинчен Иван Яковлев аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр хӑйӗн халалӗнче уҫӑмлӑн ҫырса кӑтартнӑ. Вӑл ҫемьене халӑхӑмӑрпа патшалӑх тӗрекӗ вырӑнне хурса аслӑран та аслӑ мулпа танлаштарнӑ тата ӑна типтерлӗн упрама хушса хӑварнӑ.

Ҫемье пурнӑҫӗ пире ансат, анчах та питӗ пӗлтерӗшлӗ ӑнлавсене – пӗр-пӗрне юратса хисеплемеллине, аслисемшӗн тӑрӑшмаллине, кӗҫӗннисене пулӑшмаллине – ӑса хывма вӗрентет. Ҫемье – кашни ҫын пурнӑҫӗнчи ҫирӗпрен те ҫирӗп тӗрек. Пурнӑҫра мӗнле-тӗр пӑтӑрмах сиксе тухсан ҫывӑх ҫынсемпе тӑван-хурӑнташ хамӑра ӑнланасса тата пулӑшасса пиртен кашниех ҫирӗппӗн шанса тӑрать.

Ҫак уявра эпир саккунлӑ мӑшӑрланса чылай ҫул хушши килӗштерсе пурӑнакан мӑшӑрсене чыслатпӑр. Вӗсенчен вӗренмелли чӑннипех те сахал мар тата ҫав сумлӑ ватӑсен пархатарлӑ тӗслӗхӗ ыттисене ҫемье телейне шыраса тупма пулӑшасса шанас килет.

Ҫирӗп ҫемье – сывлӑхлӑ обществӑпа вӑйлӑ патшалӑх никӗсӗ. Ҫемье хаклӑхӗсене тӗреклетни, амӑшлӑхпа ачалӑха пулӑшни питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине шута илсе Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин правительствисем патшалӑх пулӑшӑвӗн мелӗсене ҫулсерен анлӑлатса пыраҫҫӗ. Кӑҫал республикӑра ачаллӑ 60 пин ытла ҫемье ҫавнашкал пулӑшӑвӑн тӗрлӗ мелӗпе усӑ курать те ӗнтӗ.

Сире ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫупа тӑнӑҫлӑх, ырлӑхпа юрату тата ҫураҫулӑх сунатӑп! Ҫемье вучахӗн ӑшшине тата ҫывӑх ҫыннӑрсене лайӑх сыхласа упрӑр!

  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                               Олег Николаев



08 июля 2021
07:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter