"Чӑваш Енре хăйне евĕр ҫĕрсе тирпейленекен пластиксем туса кăларассипе ҫыхăннă проекта ытти регионсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ" , – тенĕ Олег Николаев

Чӑваш Енре "БИО ПЛАНЕТА"  ТМЯО ӗҫтешлӗх шайӗнче Раҫҫейре пӗрремӗш биопластиксем туса кӑларас енӗпе  производство уҫассипе инвестици проектне пурнӑҫламалли майсене пӑхса тухнӑ. Производствӑна Ҫĕнĕ Шупашкарти хăйне евĕр экономика зонинче,  хими кластерӗ аталаннӑ  вырăнта вырнаҫтарма пултарĕҫ.

"Пысӑк бизнеспа эпир пӗрлехи ӗҫсен планне йӗркелесси ҫинчен калаҫса татӑлтӑмӑр. Ҫавна пула эпир "БИО ПЛАНЕТА " предприятипе проекта пурнӑҫлама пуҫлатпӑр", –  тесе хыпарланă республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Регион Ертӳҫи регионсемпе пӗрле ӗҫлеме май пурри ҫинчен пӗлтернӗ, ҫак проект шайӗнче производство ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене аталантармалли малашлӑх уҫнине каланă.

 "Кирек епле пысӑк проекта та пӗр регион ачах пурнăҫа кĕртеймĕ. Куратпӑр, ку проекта сахалтан та 5-6 регион хутшӑнма пултараҫҫӗ, – тенӗ вӑл. «Регионсен хушшинчи кластер   шăпах та, ҫапла калать те ĕнтĕ пирĕн ҫӗршыв Президенчӗ. Мĕнпур производствăна пĕр чăмăра пухса йĕркелемелле, пысӑк проектсем тӗнче шайӗнче аталанса конкуренци тума пултарччӑр тесе  тăрăшмалла», – тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

"Бизнесшӑн, патшалӑхшӑн, халӑхшӑн – пирӗн ҫӗршывра кӑна мар, пӗтӗм тӗнчипе – вектор ӑнланулӑх ытларах та ытларах палӑрать.  Ҫынсенчен ытларахăшĕ "симӗс" енне куҫать, бизнес эко-пуҫарӑвӗшӗн преференци илет, углеродлӑ/карбон йӗрне чакарать, производствӑра экологи тӗлӗшӗнчен тирпейлекен материалсемпе усӑ курма тăрăшать. Урӑхла каласан, кунта эпир рынокра хутшӑнакансене пурне те пӗрлештерес туртӑм ӳссе пынине куратпӑр. Ҫакӑн пек пысӑк та кирлӗ проекта пурнӑҫлама темиҫе регион майӗсемпе пӗрлешни те ҫӗршыв шалти авторитетне ӳстерме витĕм кӳрĕ, экспорта тухма та,  ӳлĕмрен те лайӑх малашлӑх туса хума та пулӑшӗ", - тесе хушса каланă "БИО ПЛАНЕТА" компанийӗн тӗп директорӗ   Ярослав Кузнецов.

 



09 июля 2021
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter