Чӑваш Енри нумай ачаллӑ сахал тупăшлă ҫемьесем патшалӑх пулӑшӑвӗн хушма пулăшăвĕсене илӗҫ

 Пĕтĕм тĕнчери Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев нумай ачаллă сахал тупăшлă ҫемьесене хăш-пĕр хушма  ҫăмăллăхсемпе тивĕҫтерме май паракан Указа алă пусса ҫирĕплетнĕ.   

Ĕҫ хучĕ сакăр е тата та ытларах ачаллă ҫемьесене ҫурт-йĕр условийĕсене  лайăхлатма витĕм кӳрĕ,  документра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫул ҫитмен сакӑр е унран та ытларах ача ӳстерекен ҫемьесене 150 лаша вӑйӗнчен пӗчӗкрех двигательлӗ автомбильшӗн транспорт налукӗ тӳлеттермӗҫ. Республикӑра паракан амӑш капиталне ҫитес ҫултан нумай ачаллӑ ҫемьесем автотранспорт туянма усӑ курайӗҫ.   Нумай ачаллă сахал тупăшлă ҫемьесенче ӳсекенсем ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕнчен пуҫласа шкулсенче тӳлевсĕр апатланма та пултарайраҫҫĕ.  

«Чăваш Ен Правительстви йышăннă ĕҫ хучĕ республикăра пурăнакансен пурнăҫ условийĕн шайне ӳстерме пулăшасса шантарать.  Ҫемье хаклӑхӗсене тӗреклетни, амӑшлӑхпа ачалӑха пулӑшни питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине шута илсе Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республикин правительствисем патшалӑх пулӑшӑвӗн мелӗсене ҫулсерен анлӑлатса пыраҫҫӗ. Эпир питĕ лайăх ăнланатпăр, ытларах чухне сахал тупăшлă нумай ачаллă ҫемьесем йывăрлăхсем тӳсеҫҫĕ. Шăпах та, йышлă ҫемьесенче ӳсекенсем кун пирки час-часах ыйту тăратаҫҫĕ», - тесе каланă Олег Николаев.  «Указпа килĕшӳллĕн, ҫĕнĕллĕхсем пуласса куратпăр ĕнтĕ.  Маларах та пулнă ҫăмăллăхсем ҫине хушма тĕрев пулĕ», - тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пыма республика бюджетĕнче ҫителĕклĕ таран укҫа-тенкĕ  пăхса хăварнă, кăҫал ăна валли 120 миллион ытла тенкĕ уйăрнă.  

«2021 ҫулта транспортшăн тӳлемелли налук ҫăмăллăхĕпе 3 300 ытла ҫемье усă курĕҫ.  Ҫурт-йĕр условийĕсене те лайăхлатни куҫ кĕретех, уйрăмах сакăр е тата та ытларах ачаллă ҫемьесем патшалăх пулăшăвне илсе тăраҫҫĕ», - тесе сăмаха ҫавăрнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Республикӑра  нумай ачаллă сахал тупăшлă ҫемьесем ҫавнашкал пулӑшӑвӑн тӗрлӗ мелӗпе усӑ курса пыраҫҫĕ.

Кунсăр пуҫне 2022 ҫултан пуҫласа 450 ытла ҫемье, енчен те вĕсенче виҫҫĕмĕш ача ҫуралнă пулсан, республикăран куҫарса паракан амăшĕн капиталне ҫăмăл автомашина туянма тăкакланма пултараҫҫĕ. Анчах та манмалла мар, енчен те вăл ҫемьесем ҫурт-йĕр енчен лайăх условисенче пурăнаҫҫĕ пулсан.  

Тепĕр хут палăртса хăваратпăр, Указпа килĕшӳллĕн, республикăра 11 пин ытла ача (йышлă сахал тупăшлă ҫемьере ҫитĕнекенсем)  шкулсенче 5-мĕш класран пуҫласа 11 клас таранчченех вĕри апата тӳлевсĕр ҫиме пултараҫҫĕ.

«Ҫемье институтне тытса пырасси – пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри.  Ҫемье пурнӑҫӗ пире ансат, анчах та питӗ пӗлтерӗшлӗ ӑнлавсене – пӗр-пӗрне юратса хисеплемеллине, аслисемшӗн тӑрӑшмаллине, кӗҫӗннисене пулӑшмаллине – ӑса хывма вӗрентет. Ҫирӗп ҫемье – сывлӑхлӑ обществӑпа вӑйлӑ патшалӑх никӗсӗ.  Нумай ĕмĕрсем хушши сыхланса пыракан йăла-йĕркесене, культурăна, чĕлхене яланах ăса хывса пурăнмалла. Ҫавăнпа та ҫак института, ҫемьесене тĕрев парассине яланах тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе пыма тăрăшмалла. Ҫитĕнекен ăрăва та кулленех ăс парса вĕренсе пымалла», - тесе каланă сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

     



09 июля 2021
08:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter