COVID-19 чиртен асăрханса аслă ӳсĕмрисене, 60 ҫултан аслăраххисене вакцинацилеме лайăхрах условисем йĕркелеме сĕннĕ Олег Николаев

COVID-19  чиртен асăрханса аслă ӳсĕмрисене, 60 ҫултан аслăраххисене вакцинацилеме  лайăхрах условисем йĕркелеме сĕннĕ Олег Николаев

Паян Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.  Ку хутĕнче Олег Николаевпа пĕрле ларăва пухăннисем  халăха прививка тăвасси пирки ыйтăва тарăн сӳтсе явнă. Пĕтĕмĕшле регионта ҫынсем кăшăл вирусран сыхланас тесе прививкăна хастар тутараҫҫĕ, вакцинациленекенсен шучĕ ӳсме тытăннă.  Ҫав вăхăтрах аслă ӳсĕмрисен хушшинче ку хисеп сахалланнă, 60 çултан иртнисене хастартарах прививка тумалла.  Палăртса хăваратпăр, 60 ҫултан иртнисене уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла, вĕсене  COVID-19 асăрханса прививка тунипе туманнине асăрхасах тăмалла, шăпах та ĕнтĕ, вĕсем приоритетлă ушкăнра шутланаҫҫĕ те.  

Олег Николаев муниципалитет пĕрлешĕвĕсен администраци пуҫлăхĕсен тата Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтĕлĕх министерствинче тăрăшакансен, районсемпе хуласенчи халăха социаллă пулăшу паракан центрсенче ĕҫлекенсен аслă ҫулсенчи ҫынсем патне пысăк тимлĕх уйăрмаллине, май килнĕ таран  прививкăсем тума хăтлă условисем йĕркелесе пама тăрăшмаллине чĕнсе каланă.  Ку асăннă ĕҫе волонтерсене те явăҫтармалла, вĕсем те ватăсене пулăшма пултарайраҫҫĕ.

«Вакцинаци туса ирттерессипе хастар ĕҫлени сисĕнет регионта. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси – тĕп ыйтусенчен пĕри.  Пур-пĕрех 60 ҫултан иртнĕ ҫынсене вакцинацилессипе кăтарту кăштах сахалланни курăнать.  Хăвăртлăха чакарма юрамасть.  Чи малтанхи тапхăрта ватăсене вакцинацилессипе ĕҫ-пуҫ аванах пулса пынă.  Паянхи куна илес пулсан, кăштах урăхларах, чакни сисĕнет», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерстви республикăра пурăнакан, 60 ҫултан иртнĕ 248 пин ҫынна вакцинацилеме плана кĕртнĕ.  Паянхи куна илес пулсан, 77 пине яхăн ҫын ҫеҫ вакцинациленнĕ, планпа пăхса хăварнинчен вăл 31,2 процент пулать.

Пĕтĕмĕшле калас пулсан, республикăра пурăнакансем усал чиртен   асăрханса вакцинациленеҫҫĕ.    Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче регистрациленсе медицина пулăшăвĕпе усă курас текенсен йышĕ те ӳссе пыни куҫ кĕретех теҫҫĕ специалистсем.  

«Иртнĕ икĕ эрне хушшинче Патшалăхăн пĕрлехи порталĕ урлă ҫырăнса 2 687 ҫын прививка тума кăмăл тунă. Ҫав тери пысăк ҫитĕнӳ. Кун пекки пулман-ха теме те юрать.  Енчен те маларахи тапхăрсенче пурĕ те 500 ҫын ҫеҫ ҫакăн пек условипе ҫырăнса прививка тунă пулсан, халĕ вара асăннă кăтарту 5 хут та хăпарнă», - тесе пĕлтернĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Кристина Майнина.  

Кăшăл вирусран сыхланас тесе, республикăра юлашки тапхăрта 187 пин ҫын вакцина тунă, вĕсенчен иккĕмĕш тапхăрпа 126 ҫын вакцина тутарнă та.  «Республикăна вакцина кулленех килсе тăрать. Пăшăрханма кирлĕ мар никамăн та, эмел ҫителĕклĕ.   Пăтăрмахсем пулман, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем те пачах та ҫук», - тесе хыпарланă Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов.     Сăмах май, регионта мобильлĕ пунктсен, мобильлĕ бригадăсен ĕçне вăйлатма, вĕсен шутне ӳстерме, ĕç вăхăтне пысăклатма тĕллев лартнине каланă министр.  Ватă ҫынсем патне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрасса тепĕр хут палăртса хăварнă вăл. Вĕсене вырăна тухса прививка тăвасси те планра пур тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

«Калас пулсан, ҫав тери йывăр мерăсем эпир регионта пăхса хăварман-ха хальлĕхе. Йĕркене пурин те пăхăнмалла, чарăва та шута илмелле. Кун пирки никамăн та манма юрамасть.  Тепĕр тесен, тата та ҫирĕпрех мерăсем те пулма пултарайнă. Экономикăна сиен кӳрессинчен асăрханнă.  Халĕ малашне пирĕн, вакцинăсем тунине шута илсе, тата та ытларах ҫирĕплĕхсем пăхса хăварма тивĕ», - пĕтĕмлетнĕ хăйĕн калаҫăвне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Халăхпа йышлăн пухăнса мероприятисем ирттерессине пăрахăҫлани те аван та пулĕ.  Ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă ятарлă ведомствăра тăрăшакансене, ҫавăн пекех оперативлă штабсенче ĕҫлекенсене.  Инфекци общество вырăнĕсенче ытларах ерет, анчах çынсем лавккасенче, транспортра тата ытти вырăнта хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмаççĕ. Чирлекенсен шучĕ ӳснипе республикăра массăллă мероприятисене ирттерме чарнă. «Кĕҫех Курбан-байрам уявĕ ҫывхарса килет, тимлĕхе ҫухатма юрамасть, питĕ асăрхануллă пулмалла, хăрушсăрлăх мерисене пурин те пăхăнмалла», - тесе чĕнсе каланă вăл.

       



09 июля 2021
13:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter