Олег Николаев Чӑваш Енре пурӑнакансемпе социаллӑ сетьсенче тӳрӗ лини ирттерет
Утă уйăхĕн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн официаллӑ сетьсенчи граждансемпе черетлӗ «тӳрĕ лини» ирттерет, трансляци 10 сехре пуҫланать. Ĕç-пуçа МИХсем урлă уçăмлатсах тăраççĕ пулин те пайăр ыйтусем çав-çавах тупăнаççĕ-ха. Тӳрĕ линие шăпах çакăн йышшисен хуравне пĕрле шырама йĕркелеççĕ те. "ВКонтакт" тата "Инстаграм" социаллă сетьсенче ыйтусене утă уйăхĕн 2-мĕшĕнчен йышăнма тытăннă. Тӳрĕ эфир вĕҫленичченех ыйтусене йышăнма пултараҫҫĕ. Паянхи куна республикăра пурăнакансенчен пĕтĕмпе 300 яхăн ыйту килсе ҫитнĕ.
Халăх ытларах социаллă сферăпа ҫыхăннă ыйтусене ҫĕклет. Транспорт, инфратытăм, ҫурт-йĕр ыйтăвĕсем те вĕсен кун йĕркинчех тăрать имĕш. Уйрăмах ҫĕнĕ микрорайонсенчи лару-тăру вĕсене хумхантарни сисĕнет. Ыйтусенчен ытларахăшĕ социаллă тӳлевсем пирки те. Нумай ачаллă сахал тупăшлă ҫемьесене тĕрев парассипе ҫыхăннă темăсем те пур.
Тавралăха тирпей-илем кĕртесси ыйту ҫивĕч тăрать. Ҫулсене юсасси, сывлăх сыхлавĕпе строительство ыйтăвĕсем те пур-ха. Ялсенче халăха таса шывпа тивĕҫтересси пирки те ыйтăва пĕрре мар хускатнă.
Ыйтусем хушшинче сĕнӳсем те чылай, кашни хăйне евĕр.
Ыйтусене пурне те йӗркелесе тӑрӗҫ тата шута илӗҫ. "Ӑнланатӑп, эфир вӑхӑтӗнче пур ыйту ҫине те хуравлама май ҫук, ҫавӑнпа та хăшĕ-пĕрисем ҫине специалистсем каярах тивĕҫлĕ хурав парĕҫ", – палӑртнӑ Олег Николаев.
Ку ӗнтӗ Олег Николаевпа Чӑваш Енре пурӑнакансен виҫҫӗмӗш "тӳрӗ линийĕ" пулать. Республика Пуҫлӑхӗ 2020 ҫулта социаллӑ сетьсенче ҫырӑнакансен ыйтӑвӗсем ҫине пӗрремӗш хут хуравланă. Регион Ертӳҫи кӑҫал та ҫуркунне «тӳрĕ лини» ирттернĕ.
Палӑртса хӑваратпӑр: Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тӳрӗ лини пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх регионти влаҫсене ҫулталӑкра пӗрре ҫынсемпе тӳрĕ эфира тухса калаҫма сӗннĕ.