Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Промышленноҫ Министрĕ Денис Мантуров июль уйӑхӗнче региона килессине хыпарланă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Промышленноҫ Министрĕ Денис Мантуров июль уйӑхӗнче региона килессине хыпарланă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче кашни эрнере иртекен канашлура утӑ уйӑхӗн  юлашки вунă кунĕнче  Чӑваш Ене Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗ Денис Мантуров килме пултарассине хыпарланă.

Регион Пуҫлӑхӗ  утă уйăхĕн 6-мӗшӗнче "Иннопром-2021" пӗтӗм тӗнчери промышленноҫ куравӗнче Екатеринбургра ятарлӑ инвестици контрактне (2.0) алă пусса ҫирĕплетнине асăннă.  Ял хуҫалăхĕнче усă курма пĕчĕк тата вăтам калăпăшлă тракторсем хута ярассипе производство уҫма тĕллев лартнине асăннă.

 "Шупашкарти "Трактор завочӗсем" Концерн площадкисенче пĕчĕк тата вӑтам хӑватлă тракторсен производствине  ҫĕклессипе ҫулталӑкри пӗрлехи ӗҫ кӑтартӑвне тишкертӗмӗр", – палӑртнӑ Олег Николаев.

Проекта пурнӑҫлани заводӑн производство хӑвачӗсене аталантарма ҫӗнӗ майсем уҫать.

"Ҫавна май ҫӗнӗ тӗллевсем нумай, ҫав шутра вӗренӳ сферинче те", – палӑртнă регион Пуҫлӑхӗ. Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствине 2.0 СПИК контрактне пурнӑҫлама кадрсем тивӗҫтермелли вӗренӳ программисене тишкерме чӗнсе каланă.

"И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе тата ку енӗпе кадрсем хатӗрлекен вӑтам-ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗсемпе пӗрле ӗҫ йӗркелеме ыйтатӑп. Чӑваш Республикин Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин, Чӑваш Республикин Промышленноҫпа энергетика министерствин тата Чӑваш Республикин Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин енӗпе тӑвакан ӗҫ-хӗлӗн мӗнпур программисене тата ҫул-йӗрне синхронизацилемелле», –  тенĕ вӑл. «Предприяти те йӗркеллӗ ӗҫлемелле, проект та кал-кал аталанса пытӑр, ҫынсем тӗрлӗ сферӑра хӑйсене пурнӑҫлама пултарччӑр, мӗншӗн тесен конструктор шухӑшӗсем те, инженерӗсем те, ытти ҫул-йӗрсем те кирлӗ", –  тенĕ сăмаха ҫавăрса.

"Унсӑр пуҫне ҫак проекта аталантарни вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсене вăй илсе пыма та ҫӗнӗ майсем уҫать", – хушса хунă Олег Николаев.

Ҫавӑн пекех "Иннопром-2021" промышленноҫ куравӗн площадкинче Раҫҫей Промышленноҫ министерствин "Инфратытӑма аталантармалли лидерсем" регионсенчи управлени командисем валли  хатĕрленĕ методика программине тарăн пăхса тухнă. Ҫак ĕҫе Чăваш Ен малтан хутшăннă.

Олег Николаев ҫак вӗрентӳ программи шайӗнче компетенцисене аталантармалли майсемпе май килнӗ таран тухӑҫлӑ усӑ курма чӗнсе каланă, итлекенсен йышне анлӑлатмалли пирки, чи малтан муниципалитетсен представителӗсен шучӗпе, технопарксемпе индустри паркӗсем вырнаҫакан муниципалитетсен шучӗпе пулмалла. "Ӗҫе йӗркелеме ыйтатӑп, ҫапла майпа ҫынсен чи пысӑк ушкӑнне ҫак ӗҫе явӑҫтармалла, тухӑҫлӑ пурте усӑ курччӑр", – тенĕ сăмаха ҫавăрса.  

 



12 июля 2021
14:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter