Олег Николаев Ҫӗмӗрле ертӳлĕхне вырăнти халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме, кăшăл вирусран асăрханса прививка тăвас ĕҫе хастартарах йĕркелеме сĕннĕ

Олег Николаев Ҫӗмӗрле ертӳлĕхне вырăнти халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме, кăшăл вирусран асăрханса прививка тăвас ĕҫе хастартарах йĕркелеме сĕннĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев  Ҫĕмĕрлери  медицина центрĕнче пулнă, унта Ертӳҫĕ  халăхсем COVID-19 чиртен асăрханса епле прививка тунипе кăсăкланнă.  Ку хутĕнче шăпах та, ҫул-ҫӳревĕн тĕп тĕллевĕ пулса тăнă та имĕш ҫак ыйту.  Ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси тĕп ыйтусенчен пĕри – кун пирки тăтăшах республика Правительствин членĕсен  ларăвĕсенче сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, Ҫĕмĕрлере ҫынсем сӳрĕкрех вакцинаци туни сисĕнкелет. Ытти муниципалитетсемпе танлаштарсан, кăтарту самай пĕчĕк, пурĕ те 27,5 процент ҫеҫ шутланать.

Пур-пĕрех палăртса хăвармалла, регионта вакцинациленес текенсем сахал мар. Халăх профилактика мерисене ҫирĕп пăхăнать, кăшăл вирусран асăрханас тĕлĕшпе кулленех вакцина туса ирттерет. 

Кĕскен пĕлме: ҫынсем вакцина тума кăмăл тăвакансен шучĕ Ҫĕнĕ Шупашкарта, Улатăрта, Вăрмарта, Тăвайĕнче, Элĕкре, Улатăр районĕнче 30 процентран пĕчĕкрех.   Ҫав вăхăтрах Канаш хулинче, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче 40 процент ытларах халăх вакцинациленнĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Ҫĕмĕрлери ертӳлĕхе ҫӳлерех асăннă ыйтупа тĕплĕн ĕҫлеменнине палăртнă. «Муниципалитет ертӳлĕхĕн ыйтуран пăрăнма юрамасть. Муниципалитетра халăха вакцинацилеме мĕнпур услови ҫителĕклĕ. Кунне вăтамран  350 ҫынна вакцинацилеме пулать.  Мĕнпур районсемпе хуласенче халăх хăй ирĕкĕпе вакцинациленет, ҫав вăхăтрах Ҫĕмĕрле тăрăхĕнче лару-тăру ҫивĕч тăрса юлать», - тесе каланă Олег Николаев.    

«Вакцинациленес ыйту пирки тăтăшах халăх хушшинче пĕлтермелле. Ҫак ĕҫе вырăнти депутатсен те хастар хутшăнмалла.  Ҫул-йĕр, ҫурт-йĕр тăвасси ҫине кăна тимлĕх уйăрмалла мар, ҫынсене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси пирки те шухăшламалла.  Сирĕн пурин те ҫынсемпе пĕрле ĕҫлемелле, вĕсене усал инкекрен ҫăлса хăварма тăрăшмалла. Кăшăл вирусран ҫăлăнса юлас тесессĕн, вакцинациленмеллех пулĕ, унсăрăн май ҫук», тесе каланă вăл.   

Тĕп врачăн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Дмитрий Мурашкин хăйĕн сăмахĕнче, медицина центрĕнче ятарласа вакцина тумалли пĕр пӳлĕм хатĕрлесе тăратнине хыпарланă. Автотранспорт бази ҫумĕнче те прививка тума ятарлă условисем хатĕрленине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Мобильлĕ ушкăн та тăтăшах ҫынсем патне килсене тухса ҫӳренине хыпарланă ведомство ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.   

Вакцина тăвассипе ĕҫе кирлĕ пек шайра йĕркелени пĕлтерĕшлĕ.  «Тухăҫсăр ĕҫлеме юрамасть. Пулма пултарать тепре чухне ҫапаларах, мобильлĕ ушкăн пĕр-пĕр предприятине ҫитсе халăхсене прививка тума условисем йĕркелесе тăратĕ-ха, анчах та организацире вăй хуракансем сахаллăн прививка туни вара ĕҫе чăрмав та кӳме пултарĕ. Ҫынсене хăрушсăрлăх мерисем пирки тĕплĕн ăнлантарса пама пĕлмелле, чăрмавсем пулмалла мар», тенĕ республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.   

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче Ҫĕмĕрле хулине хушма мобильлĕ ушкăн йĕркелесе тăратма витĕм кӳрессе шантарнă.  «Резерв ҫителĕклĕ. Енчен те вакцинациленес текенсем нумай пулсан, эпир туххăмрах Вăрнарпа Йĕпреҫ тăрăхĕнчен ятарлă медицина ушкăнне сирĕн пата яма пултарайратпăр.  Анчах та, эпир куратпăр, сирĕн кунта вакцинациленес текен шухăшлисем сахалтарах», - тенĕ министр сăмаха ҫавăрса.    Сăмах май, регионта вакцина ҫителĕклĕ тесе хыпарланă вăл. «Вакцинăна республикăна вăхăтра илсе ҫитерсе тăраҫҫĕ.  Дефицит ҫук. Кашни районпа хулана эмелпе тивĕҫтернĕ», - тенĕ  Владимир Степанов.   Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Ҫĕмĕрле тăрăхне  «Гам-КОВИД-Вак», «КовиВак» вакцинасем илсе килме палăртнă.  Кун пирки те каласа хăварнă министр.

Медицина центрне кадрсемпе тивĕҫтерессипе те  муниципалитетра хастар ĕҫлеменнине асăннă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.  Ыйтăва тимлĕх уйăрма каланă вăл. «Специалистсем ҫитменни сисĕнет. Ҫĕршыври пекех пирĕн республикăра та специалистсене явăҫтарма тĕрлĕ условисем пур. Ҫăмăллăх мерисем те сахал мар.  Медицина учрежденийĕсемпе муниципалитетсен пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыма пĕлмелле», тесе каланă Ертӳҫĕ.   



12 июля 2021
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter