Телеграм Чат-бот мессенджерта утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн "тӳрӗ лини" ыйтӑвӗсене йышӑнать

Телеграм  Чат-бот мессенджерта  утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн "тӳрӗ лини" ыйтӑвӗсене йышӑнать

 Утă уйăхĕн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн официаллӑ сетьсенчи граждансемпе черетлӗ «тӳрĕ лини» ирттерет, трансляци 10 сехре пуҫланать.Социаллă сетьре халăхпа калаҫать, вĕсен ыйтăвĕсем ҫине хурав парать.  Ҫынсенчен килекен ыйтусене йышăнма ятарласа Телеграм чат-бот (https://t.me/glava21line_bot йĕркелесе янă.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче асăннă ресурспа усă куракансен хăйсем пирки пĕлтермелле кĕскен, кайран вара ыйту пама та юрать.  Май пулсан, ыйту ҫине фото е тата видео ҫыхăнтарма юрать.  Хурав илес тесессĕн, хăвăрăн адреса пĕлтермелле. Социаллă сетьсенчи аккаунта (ссылка лартмалла) e-mail ҫырса хăвармалла.

Ҫавăн пекех тӳрĕ лини пирки пĕлтернĕ вăхăтран пуҫласа ВКонтакт тата Инстаграм страницăсенче те ҫителĕклĕ хыпарсем пур.  Паянхи куна илес пулсан, пурĕ 600 ыйту  илнĕ ҫынсенчен.

Тĕп темăсем – халăха вакцинацилесси, ҫĕнĕ шкулсене хута ярасси, ҫулсене сарасси, ача сачĕсене тăвасси, тавралăха тирпей-илем кĕртесси, муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче ҫынсене таса шывпа тивĕҫтересси ыйтусем те кун йĕркинчех тăраҫҫĕ вĕсен.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн «Тӳрĕ линийĕ» пĕр вăхăтрах ВКонтакт тата Инстаграм, ҫавăн пекех YouTube-канала эфирĕнче те пулать.  Чăваш наци телекуравĕн кăларăмĕнче тата унăн  ВКонтакт ушкăнĕнче ҫыхăну тытма та пулĕ.  Тĕплĕ калаҫăва https://t.me/oanikolaev итлеме тата вуласа пыма та меллĕ пуласса шанатпăр.



12 июля 2021
15:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter