2021 ҫулхи кăрлач–утă уйӑхӗсенче Чӑваш Енре социаллӑ пурнӑҫпа экономикăн тĕп кӑтартӑвӗсен кал-кал аталанӑвне палӑртнă

2021 ҫулхи кăрлач–утă уйӑхӗсенче Чӑваш Енре социаллӑ пурнӑҫпа экономикăн  тĕп кӑтартӑвӗсен кал-кал аталанӑвне палӑртнă

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ.  Канашлăва пухăннисем республикăн кăрлач-утă уйăхĕсенчи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ,  кăҫалхи ҫулшăн социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрне тарăн пăхса тухнă.  Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сӳтсе явнă темăсем ку хутĕнче ытти чухнехинчен чылай йышлăрах.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов  кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа тарăн паллаштарнă, иртнĕ ҫулпа танлаштарса хăш-пĕр ҫитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă, пуласлăх валли палăртса хунă тĕллевсем ҫинчен каласа хăварнă, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăрлач-утă уйăхĕсенчи кăтартăвĕсем пирки пĕлтернĕ. 

«Ҫӳлерех палăртнă тапхăра илес пулсан, промышленноҫпа ял хуҫалăх производствин таварĕсен калăпăшĕ ӳсни куҫ кĕретех.  Халăхăн ĕҫ укҫи шайĕ те хăпарнă.  Ҫурт-йĕр хăпартассипе регионта кăштах начартарах ĕҫлени курăнать, ҫакнах  кăтартусем те  ҫирĕплетеҫҫĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче вице-премьер.

Чăваш Республикин республика бюджетне асăннă тапхăрта епле пурнăҫласа пыни пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков тĕплĕн каласа кăтартнă.  Тăкаксем те, тупăш та иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Кăмăлли – хамăрăн тупăш ӳсĕмлĕ пулни.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ 37,7 млрд тенкĕпе танлашнă (планпа пăхса хăварнинчен 49,9 процент пулать). Республика бюджечĕн тăкаксен пайĕ 34,9 млрд тенкĕ, планпа пăхнинчен 42,5 процент.

«Бюджета пурнăҫлассипе тата тăкакланассипе те кăҫалхи пĕрремĕш ҫур ҫулхи кăтартусем пĕлтĕрхи ҫак тапхăрпа илес пулсан, самай пысăк пулни сисĕнет», – тесе пĕлтернĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ.   

Чăваш Республикин республика бюджечĕн укҫи-тенкипе усă курнин кăтартăвне тишкерес пулсан, планпа пăхса хăварнинчен 42,7 процентпа танлашать.  Олег Николаев кун пек кăтарту, кăштах лайăхрах тата та ĕҫлеме хистет тенĕ.  Паллă, ытти чухнехинчен ӳсĕм пур пулин те, пур-пĕрех кăтартусене ӳстерессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемеллине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май, республика бюджечĕн укҫи-тенкипе вăхăтра тата тĕллевлĕн усă курса пыма пĕлмелле тесе хушса хунă.

«Пĕтĕмлетӳсем тума хушатăп. Ҫитес ҫул валли пурсăмăрăн та хатĕрленмелле.  Калаҫса килĕшнĕ ĕҫсем те сахал мар, умри тĕллевсене палăртса хунă, вĕсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшмалла.  Апла пулсан, мĕнпур ĕҫсене туллин тата тарăн тишкермелле, контрактсене тепĕр хут анлăн пăхса тухмалла, проектсене вăхăтра пурнăҫа кĕртсе пыма пĕлмелле, графикран юлса ĕҫлеме юрамасть.  Енчен те йывăрлăхсем пур пулсан, вĕсене ҫийĕнчех татса пымалла.  Хăш-пĕр тытăмра ĕҫ-пуҫ сӳрĕкрех пулса пырать пулсассăн, укҫа-тенкĕне ытти объектсене туххăмрах пурнăҫа кĕртме тăкаклама тăрăшмалла.  Чарăнса лармалла мар, палăртнă тĕллевсем патне ҫитме пĕлмелле, кун пирки никамăн та манма юрамасть», – тепĕр хут палăртса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев калаҫăва малалла тăснă май.    

Канашлăва пухăннисем яланхи пекех, халăха вакцинацилессипе ҫыхăннă ыйтусем пирки те сӳтсе явнă.  Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине асăннă ыйтупа ҫивĕчрех ĕҫлеме, палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пыма мĕнпур условисене йĕркелесе тăратмаллине тепĕр хут чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  

«Асăннă ведомствăн республикăри мĕнпур сиплев учрежденийĕсем патне кирлĕ пек сĕнӳсене хатĕрлесе тăратма хушатăп.  Ҫынсене вăхăтра хыпарсене пĕлтерсе тăмалла, вакцинацилеме ҫителĕклĕ таран условисем пулмалла.  Кирек-епле ыйтăва та туххăмрах татса пама  тăрăшмалла, кирлĕ пулсан районсене те ҫитсе килмелле.  Ҫак ĕҫсене паян, ыран пурнăҫламалла. Ыйтăва тимлĕхсĕр хăварма юрамасть, методика сĕнĕвĕсемпе те тивĕҫтермелле», – каланă вăл сăмаха ҫавăрса. «Пурсăмăршăн та, ҫынсене вакцинацилесси ыйту пăшăрхантарать. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.  Ҫынсен сывлăхне упраса хăварасси, хăтлă условисем йĕркелесси – тĕп приоритетсем шутланаҫҫĕ», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ сăмаха ҫавăрса.  

Олег Николаев  вырăнти депутатсене ҫынсемпе тăтăшах калаҫма, вĕсене вакцинаци пирки тĕплĕнрех ăнлантарса пама чĕнсе каланă. Халăхăн сывлăхне упраса хăварассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлеме кирлине тепĕр хут палăртнă вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Планеркăна пухăннисем Федерацин Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕҫ-хĕлĕ пирки те чарăнса тăнă, хăш-пĕр ыйтусем пирки тарăнрах калаҫнă.  Хĕрарăмсене, енчен те вĕсем пепкесем кĕтеҫҫĕ пулсан, уйăхсерен тӳлекен пособи пирки те ыйтăва тарăн тишкернĕ.   Ачасене сакăр ҫултан пуҫласа вунă ҫичĕ ҫула ҫитнисем валли те уйăхсерен тӳлекен пособисем пур, вăл ыйту пирки те канашланă ларăва пухăннă ертӳҫĕсем.



13 июля 2021
08:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter