Чӑваш чӗлхин музейӗ 2024 ҫул тӗлне уҫӑлма пултарать
Кун пирки хыпара Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Россия 24» телеканала интервью панă вăхăтра каланă.
«Эпир ҫитес вăхăтра ҫурта реконструкцилеме проектпа смета ĕҫ хутне хатĕрлеме тĕллев лартнă. Паянхи куна илес пулсан, унăн срокĕ пирки калама иртерех-ха. Паллă, вăл ҫитес ҫул пулсан - паллах аван. Ăнланатăп, кун пек тума май ҫук. Ҫитес ҫулах ыйтăва пурнăҫа кĕртме йывăртарах пулĕ. 2024-мĕш ҫулсем тĕлне вара проекта тĕпе хурса тен ĕҫ-пуҫ туллин пурнăҫа кĕрĕ. Ҫапларах кăна калама пултарайратпăр», - тенĕ регион Пуҫлăхĕ.
«Етĕрне хулинче чăваш чĕлхи музейĕ пулсан, вăл туристсемшĕн аван, Чăваш Енĕн картти ҫинче те тĕп вырăн йышăнассине шанатпăр. Федераци программине хутшăнса, хулари ҫурта тĕпрен реконструкцилеме тĕллев лартатпăр. Унти условисем вара пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăрĕҫ. Чăваш Енре пурăнакансене хăй патне йыхравласа илĕртекен объект пуласса шанатпăр. Пирĕн тăрăха курма килекенсемшĕн та кăсăклă вырăн пулассине ĕненетпĕр», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.
Аса илтерсе хăваратпăр, Николай Иванович Ашмарин паллă ăсчах-тюрколог ҫуралса ӳснĕ ҫурта 1870 ҫулта хăпартса лартнă. Вăл объект культурăпа истори тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ. Культура объекчĕсене упраса хăварассипе ĕҫлекен Патшалăх центрĕ ҫурта экспертиза туса ирттерме 2021ҫулта 1 миллион та 300 пин ытла тенкĕ куҫарса панă, наукăпа проект ĕҫне хатĕрлеме витĕм кӳнĕ.