Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев социаллӑ сетьсенчи граждансемпе "тӳрӗ лини" ирттернӗ
Утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев онлай-режимра хӑйӗн официаллӑ сетьсенчи граждансемпе черетлӗ «тӳрĕ лини» ирттернĕ. Социаллă сетьре халăхпа калаҫнă, вĕсен ыйтăвĕсем ҫине хурав панă. Ҫынсенчен килекен ыйтусене йышăнма ятарласа Телеграм чат-бот (https://t.me/glava21line_bot йĕркелесе янă.
Уҫă калаҫу вăхăтĕнче асăннă ресурссемпе усă куракансем хăйсем пирки пĕлтернĕ, ыйту панă регион Пуҫлăхне.
Унăн уҫă калаҫăвне социаллă сетьсенче пĕтĕмпе 15 пин ытла ҫын тишкерсе пынă.
"ВКонтакт" тата "Инстаграм" социаллă сетьсенче ыйтусене утă уйăхĕн 2-мĕшĕнчен йышăнма тытăннă. Тӳрĕ эфир вĕҫленичченех ыйтусене йышăннă. Республикăра пурăнакансенчен пĕтĕмпе 759 ыйту килсе ҫитнĕ (2021 ҫулта пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче пурĕ те 469 ыйту ҫеҫ пулнă). Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ эфир вăхăчĕпе усă курса 60 ытла ыйту ҫине хурав пама пултарнă.
Граждансене пулăшу парас темăна хускатнă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫапларах каланă: «Ҫынна пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк укҫа виҫин шайне чакарма пăрахнă. Енчен те кăтартăва улăштарас пулсан, вăл ӳссе пыма ҫеҫ пултарĕ», - тенĕ.
Регионти амăшĕн капиталĕ пирки ыйту тăратнă май, Олег Николаев юлашки ҫулта туса ирттернĕ уйрăм ĕҫсем пирки каласа хăварнă. Пĕр хутчен амăшĕн капиталĕн пулăшăвĕнчи укҫапа, 20 проценчĕпе кулленхи тăкаксене саплаштарма ирĕк пур.
Тепĕр ҫĕнĕлĕх пулма пултарасса та хыпарланă. Енчен те нумай ачаллă ҫемьесене ҫĕр лаптăкĕпе тивĕҫтереймесен, ун вырăнне укҫан тавăрса пама ирĕк пулма пултарассине те каланă.
Ăшăпа тивĕҫтерсси тытăма тĕпрен ҫĕнетсе улăштарасси ыйтусем тавра калаҫнă чухне, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ тĕплĕн ҫĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Ял хуҫалăхĕ, тавралăха тирпей-илем кĕртесси ыйтусем те кун йĕркинчех тăнă. Йывăр чирлисене, нумай ачаллă ҫемьесене патшалăх енчен пулăшасси, ҫĕнĕ шкулсем, ача сачĕсем хута ярасси, ҫул-йĕрсем тăвасси ыйтусем те чылай килсе тăнă. Сăмах май каласан, ҫĕршывра кăшăл вирус чирĕ алхаснă тапхăрта, пирĕн тăрăхри ҫынсем те вакцинаци ыйтăвне хускатмасăр пултарайман. Ку тĕлĕшпе те сахал мар ыйтусем пулнă.
Халăха хумхантаракан тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – таса шывпа тивĕҫтересси.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче ҫапларах хурав панă: «Шывпа ҫыхăннă объектсене пурнăҫа кĕртме кăҫал пĕр миллиард ытла укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă республика хыснинче. Пĕлтĕр 18 млн кăна пулнă. Чи малтан палăртнă тăрăх, пурĕ те 800 млн тенкĕ кăна уйăрма йышăннă пулнă. Халĕ вара 9 проекта пурнăҫлама 190 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Республикăри 5 муниципалитетра: Шупашкар, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Ҫĕмĕрле районĕсенче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем уҫăмланĕҫ. Ку районсенче тахҫантанпах халăх нушаланса пурăннă имĕш. Шыв тивĕҫлĕ пулманнишĕн пĕрре те мар ҫăхавсем ҫырнă вĕсем. Кăҫал вара, ҫанталăк типĕ тăнине кура, тата та лару-тăру ҫивĕчленсе кайнă. Каласа хăвармалла, ҫӳлерех асăннă 9 проекта халăх та укҫан пулăшу панă хăй ирĕкĕпе. Ҫавăнпа та вĕсене чи малтан пурнăҫа кĕртме шутларăмăр», - тесе хыпарланă Пуҫлăх.
Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем республикăра чылай пурнăҫа кĕреҫҫĕ. Кăҫал калăпăр мĕнпур палăртса хунă ĕҫсенен 87 проект шывпа ҫыхăннă объектсем. «Вĕсем ҫав тери пĕлтерĕшлĕ халăхшăн. Тен ҫавăнпа пулĕ халăх хăй ирĕкĕпе укҫа пухма кăмăл тунă. Хушма укҫа республика хыснинчен тăкакланĕ, ăна валли 27 миллион уйăрнă. Кунсăр пуҫне палăртса хăвармалла, ял тăрăхĕсенче шыв башнисем кивелсе ҫитнĕ. Вĕсене вăрах вăхăт хушши тирпейлесе тăманни те куҫ кĕретех. Апла пулсан, объектсене тĕпрен юсаса ҫĕнетес ыйту та кун йĕркинчех тăрать», - тенĕ Пуҫлăх.
Ҫынсем ку хутĕнче газификаци пирки те чылай ыйту ҫĕкленĕ. Ыйтăва ҫийĕнчех татса памаллине каланă вăл. «Тӳрĕ лини» эфирне тухнă ҫынсен ыйтăвĕсем кăна уҫăмланмĕҫ, ыттисен те ҫак ыйтусем пур пулсан, пурне те газпа тивĕҫтерме плана кĕртнĕ. «Кăтартăва пăхас пулсан, пĕтĕм республикипе газпа усă курайман ҫемьесем 63 пин ытла. Ялта пурăнакансен хăтлă условисем пулмалла, ҫутă, газ ыйтăвĕсем пĕтĕмпех татăлмалла», - тенĕ Олег Николаев.
Чăваш Ен Ертӳҫи вак тата вăтам предпринимательсене патшалăх енчен тĕрев памалли мелсем пирки те тĕплĕн каласа кăтартнă. «Налуксем пирки калас пулсан, пирĕн республикăра бизнесра вăй хуракансем тĕрлĕ ҫăмăллăхсемпе усă кураҫҫĕ. Условисем вĕсене аталанса пыма хатĕрлесе тăратнă. Йывăрлăхсем ҫукпа пĕрех. Ытти регионсемпе танлаштарас пулсан, уйрăмах паллă. Кун пирки вĕсем хăйсем те пĕрре мар ҫирĕплетсе калаҫҫĕ. Эпир хамăр енчен яланах тĕрев пама тăрăшатпăр вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕҫлекенсене. Чăваш Енре кашни инвестициллĕ проект анлă та вăхăтра пурнăҫа кĕрсе пырать. Ҫапла тума хăтлă условисем ҫителĕклĕ», - палăртнă Олег Николаев.
Казахстанра пурăнакан журналист Кирилл Павлов хăйĕн ыйтăвĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхне тĕл пулма ыйтать. Чăваш наци пирки тĕплĕ хыпарсене ҫырса кăтартма шантарать. «Казахстанра чăвашсем ҫав тери нумай мар. Эпир пур-пĕрех пĕр-пĕринпе питĕ туслă пурăнатпăр. Пĕр-пĕрин йывăрлăхне туйса пулăшу пама тăрăшатпăр. Енчен те май пулсан, Сирĕнпе пĕрле репортаж тума кăмăл пур, - тесе пĕлтернĕ вăл хăйĕн ҫырăвĕнче. Журналист ĕҫне пысăка хурса хакланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Чăваш йăли-йĕркипе культурине, чĕлхине аталантарма нумай ĕҫ тăваҫҫĕ иккен республика тулашĕнче пурăнакансем. Кун пирки час-часах вуласа пĕлме пулать.
Халăхăн мĕнпур ыйтăвĕсене ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ, вĕсенчен нумайăшне тĕплĕ хурав панă эфир вăхăчĕпе усă курса. Тĕрĕслеве те сахал мар илнĕ, пĕр сăмахпа каласан, кашни ыйту хăйĕн хуравне тупĕ. Кун пирки никамăн та пăшăрханма кирлĕ мар.