Муниципалитетӑн ӑшӑпа тивӗҫтерекен предприятисен тӑкакӗсен пӗр пайне республика бюджечӗн шучӗпе саплаштараҫҫӗ

Муниципалитетӑн ӑшӑпа тивӗҫтерекен предприятисен тӑкакӗсен пӗр пайне республика бюджечӗн шучӗпе саплаштараҫҫӗ

 Паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ларăва пухăннисем республика бюджетĕнчен муниципаллă районсемпе хула округĕсен бюджечĕсене субсидипе тивĕҫтермелли  ĕҫ хутне йышăнса хăварнă.   Документ топливăпа энергетика ресурсĕсемпе усă куракан муниципаллă предприятисене витĕм кӳрĕ,  тăкаксен пĕр пайне саплаштарма май парĕ.

«Кун пек йышăну тăвас тесе ыйтăва тарăн тишкертĕмĕр.  Муниципаллă предприятисен чăнласах та ҫулран ҫул халăха ăшăпа тивĕҫтернĕшĕн парăм виҫи хăпарсах пынине асăрхарăмăр.   Йышăну туса хăварни пире тата та ытларах яваплăха туйма хистет.  Ӳлĕмрен граждансене хĕллехи тапхăрта ăшăпа тивĕҫтернĕшĕн, тен парăм виҫи чакĕ», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Пур-пĕрех хутса ăшăтмалли тытăмсене тĕпрен ҫĕнетсе улăштарас ыйту кун йĕркинчех тăнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Ăшăпа тивĕҫтерекен организацисен ĕҫ-хĕлне тишкерӳ туса тăма чĕнсе каланă вăл, пăтăрмахсем малашне пуласран кулленех сыхă тăмаллине асăрхаттарнă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов хăйĕн сăмахĕнче 2021 ҫулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районсенче ăшăпа тивĕҫтерекен организацисен пĕтĕмĕшле парăмĕ топливăпа энергетика предприятийĕсен умĕнче 611 млн тенкĕ пухăнса кайнине хыпарланă.

«Тĕп сăлтавсенчен пĕри –  тăкаксем  пурри. Топливăпа энергетика ресурсĕсемпе палăртса хăварнă нормативран ытларах тухса усă курни те сисĕнет», – тесе пĕлтернĕ вице-премьер.   

Субсидине муниципалитетсенчи организацисене тивĕҫтереҫҫĕ, енчен те вĕсен газшăн тата электроэнергишĕн парăм пухăннă пулсан. Паллă, тепре чухне хутса ăшăтмалли система кивелсе ҫитни те сиен кӳрет.

Юрăхсăра тухнă объектсем сахал мар, вĕсем улттă регионта: Улатăрта, Шупашкарта, Ҫĕмĕрлере икĕ предприяти, Етĕрнере, Красноармейскийĕнче.

Ҫӳлерех палăртса хăварнă йышăну Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнчен хушма 112,7 млн тенкĕ уйăрма хистет.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче регионти халăхăн сывлăхĕ пирки те тарăн доклад итленĕ.  2020 ҫулхи пĕтĕмлетӳпе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов паллаштарнă. Ҫĕршыври пекех, пирĕн тăрăхра та усал кăшăл вирус амакĕ алхасать. Пур-пĕрех йывăрлăхсене парăнтарса сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă. Пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсем республикăра ҫителĕклĕ, ҫынсене вăхăтра пулăшупа специалистсем кулленех тивĕҫтереҫҫĕ. Кун пирки халăх хăй те пĕрре мар ҫирĕплетсе калать.

«Онкологи чирĕпе аптракансен йышне чакарнă.  Пĕчĕк пепкесем пурнăҫран вăхăтсăр уйрăлса кайнă тĕслĕхсем ҫукпа пĕрех.  РФ субъекчĕсем хушшинче асăннă кăтартупа лайăххисен ретĕнче. Условисем республикăра лайăх, усал чирсемпе вăраха кайса чирлекенсене туллин медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтереҫҫĕ», – тесе хыпарланă министр паянхи ларура.

Пĕлтĕрхи ҫул сывлăх сыхлавĕн пайне 26 млрд тенкĕ ытла тăкакланă. Маларахри ҫулпа танлаштарсан 21 процент пысăк пулни сисĕнет.  Палăртса хăвармалла, укҫа-тенкĕн ытларах пайĕ кăшăл вирус чирне хирĕҫ кĕрешме тăкакланнă.  Тепĕр тесен, медицина пайĕнчи пурлăхпа-техника базине те ҫĕнетсе пыни куҫ кĕретех.

«Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакан мĕнпур ĕҫчене пысăк тав сăмахĕсем калатпăр.  Вĕсем кăшăл вирус чирне хирĕҫ кĕрешеҫҫĕ, хăйсене шеллемесĕр ырми-канми вăй хураҫҫĕ.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ ытти субъектсенчи медицина пайĕнчен лайăхрах та пултăр тесе хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫласа пыраҫҫĕ. Республикăри сиплев учрежденийĕсем тĕслĕхре, специалистсем тарăн пĕлӳллĕ, ҫавăнпа та ҫитĕнӳсем те ҫук мар.  Условисем лайăх, ҫынсем медицина пулăшăвĕпе кăмăллă пулни сисĕнет», тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Олег Николаев.   

Нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнакансем, ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсем тунăшăн  укҫа пухаҫҫĕ. Хăш-пĕр категорисенчи ҫынсене патшалăх енчен уйрăм ҫăмăллăхсемпе тивĕҫтермелли ĕҫ хутне те тишкернĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн  паянхи черетлĕ ларăвĕнче.  

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова хăйĕн сăмахĕнче федераци саккунĕпе килĕшӳллĕн, 70-80 ҫултан иртнĕ граждансемшĕн капремонтшăн взнос тӳлеме ҫăмăллăх пуррине каланă, енчен те вĕсен ЖКУ-шăн парăм ҫук пулсан.      

Утă уйăхĕн пуҫламăшĕ тĕлне капремонтшăн ҫӳлерех асăннă категорири граждансем (вĕсем 10 пине яхăн ҫын) патшалăх тĕревне 6,9 млн тенкĕ илнĕ.    

 



14 июля 2021
12:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter