Олег Николаев Чӑваш Ен спортсменӗсене çуллахи Олимпиада вăййисенче ӑнӑҫу тата ҫӗнтерӳ тума суннă

Олег Николаев Чӑваш Ен спортсменӗсене çуллахи Олимпиада вăййисенче ӑнӑҫу тата ҫӗнтерӳ  тума суннă

 Токиора XXXII-мĕш çуллахи Олимпиада  вăййисем пуҫланиччен Чăваш Ен спортсменĕсемпе Олег Николаев видео ҫыхăну мелĕпе калаҫнă. Ҫĕршыв ушкăнне Чăваш Ен спортсменĕсем кĕнĕ.  Вĕсем: Владислав Поляшов, Елена Герасимова, Сергей Козырев тата Анжелика Сидорова.

«Сирĕншĕн эпир савăнатпăр. Пурсăра та ăнăҫу, ҫирĕп сывлăх, ҫитĕнӳсем тума вăй-хал сунатпăр.  Эсир Олимпиядăна хутшăнни – хăйех пысăк хисепе тивĕҫлĕ. Эсир хăвăр çитĕнĕвĕрсемпе тĕнчери чи пысăк ăмăртăва хутшăнма тивĕçнĕ. Сиртен çĕнтерӳсем кĕтетпĕр. Эсир лайăх результатсемпе палăрасса шанатпăр. Кашниншĕн эпир мăнаҫланăпăр», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Пирĕн республикăн спортсменĕсем пуҫласа гимнастикăпа тата ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе спорт ăмăртăвĕнче тупăшĕҫ.  Кун пирки палăртса каланă республика Пуҫлăхĕ. «Эпир спортсменсемшĕн мухтанатпăр.  Боксра, ҫăмăл атлетикăра, хăвăрт утассипе вĕсем яланах тĕслĕхре пулнă.  Гимнастикăра, ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе ирттерекен ăмăртусенче Олимп чемпионĕ ятне ҫĕнсе илнисем пулман-ха. Эпир пурсăмăр та шанатпăр, ентешсем пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрасса»,  – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Пысăк спортсенче ҫитĕнӳсемпе палăрччĕр тесе, пирĕн республикăра спортăн пур енĕпе те ăсталăха аталантарма хăватлă условисем пуррине тепĕр хут асăнса хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Палăртса хăваратпăр, 2021 ҫулта Чăваш Енре Олег Николаев хушăвĕпе килĕшӳллĕн спортсменсене патшалăх енчен куҫарса паракан тĕрев виҫи самаях ӳснĕ. Уйрăмах Олимп, Паралимп тата Сурдлимп вăййисене хутшăнакансем патне пысăк тимлĕх уйăрни куҫ кĕретех.

Ылттăн медаль ҫĕнсе илнисене преми 1 млн 3 млн таран,  кĕмĕл медаль илнисем 400 пинрен 1 млн 200 пин тенкĕ, пăхăр медальшĕн 300 пинрен 900 пине ҫитнĕ. Вĕсен ăсталăхне туптама пулăшакансене 1,5 млн, 600, 450 пин тенкĕ парса тивĕҫтерме йышăннă.  

Олимпиецсем спортсменсене пулăшса пынăшăн республика ертӳлĕхне мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Пĕлтерĕшлĕ ăмăртусене хутшăнакансене старт умĕн ҫапла хавхалантарни – пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳнине асăннă спортсменсем.  

«Олимп вăййисене ăнăҫлă хатĕрлентĕмĕр.  Халĕ ĕнтĕ тупăшасси кăна тăрса юлать.  Хамăрăн ăсталăха кăтартмалла, ҫитĕнӳсем тумалла.  Чăваш Республикин хăватлăхне кăтартса пама тăрăшăпăр» , – тесе каланă Владислав Поляшов.  Вăл ĕнтĕ кăҫалхипе иккĕмĕш хут ҫакăн евĕр Олимп вăййисене хутшăнать. 2016 ҫулта Бразилинче пулнă  ăмăртусене хутшăннă, ун чухне вăл резервра тăнă.

«Старта тухма хатĕр. Хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех кăтартса пама тăрăшăпăр» , – тесе шантарнă ирĕклĕ мелпе кĕрешекен Сергей Козырев тата Елена Герасимова гимнастка.  Паллă, вĕсемшĕн ҫак ăмăртусем пуҫласа пулаҫҫĕ, дебюд вырăнĕнче.

Олимп вăййисем вĕҫленсен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев спортсменсемпе курнăҫма шантарнă.  «Ун чухне куҫа-куҫăн тĕл пулса калаҫăпăр. Халĕ вара сире ăнăҫусем сунатпăр, каялла кĕтетпĕр, ҫĕнтерӳпе таврăнма сĕнетпĕр», – тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.

Малтанласа палăртса хунă тăрăх, Токиора 2020 ҫулта ҫулла Олимп вăййисем иртмелле пулнă.  Анчах та, ҫĕршывра кăшăл вирус алхаснине шута илсе, пĕр ҫулталăк каярах ирттерме тĕллев лартнă.  Кăҫал вара ăмăртусем утă уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуҫласа ҫурла уйăхĕн 8-мĕшĕччен пулаҫҫĕ.



14 июля 2021
16:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter