Чӑваш Ен аграрийӗсене техникăсем туянма 250 миллион тенкӗ хушма укҫа уйӑрӗҫ

Чӑваш Ен аграрийӗсене техникăсем туянма 250 миллион тенкӗ хушма  укҫа уйӑрӗҫ

 Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Уй кунĕ-2021»  Ҫĕрпӳре  ирттернĕ республикăри курава уҫнă чухне пĕлтернĕ.  Чăваш Ен Правительстви тухăҫлă ĕҫленине кура, 2020 ҫулта илнĕ гранта АПК предприятийĕсене ял хуҫалăх техникисене туянма  тăкакланасси паллă. Ырă хыпара шăпах та, ҫакăн чухне хыпарланă та ĕнтĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.  

«Курса тăратпăр, кăҫал хуҫалăхсем техникăсем туянассипе хастар ĕҫлеҫҫĕ.  Ку ĕҫсене ҫапла тума бюджетра та тĕллевлĕ укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă.  Палăртнă калăпăша тухăҫлă тăкаклани куҫ кĕретех.  Ҫавăнпа та Чăваш Республикин  Министрсен Кабинечĕ 2020 ҫулта тивĕҫнĕ гранта ҫак ҫӳлерех асăннă тытăма уйăрма шутлатпăр. 250 млн тенкĕ ял хуҫалăх пайĕнче ĕҫлекенсем патне куҫĕ.  Эпир хамăр шантарнине пурнăҫлатпăр, каланă сăмаха тытатпăр.  Енчен те субсиди пама тĕллев лартнă пулсан, пурне те тивĕҫтерĕпĕр.  Шутланă тăрăх, укҫа-тенкĕ ҫителĕклĕ.  Апла пулсан, техника туянас текенсемшĕн пысăк тĕрев пуласси иккĕлентермĕ», - тесе хыпарланă Олег Николаев.

«Тĕп пулăшусенчен пĕри – хуҫалăхсене техникăсем туянма патшалăх енчен укҫан тивĕҫтерни. Тăкаксен пĕр пайне саплаштарма самай пулăшу.   Ҫапла тунине кура, республикăра техникăсен паркĕ тĕпрен ҫĕнелсе пынă тесен те йăнăш мар.  Кăҫал ҫанталăк лăпкă тăманнине кура, ҫуркунне ҫĕр ĕҫченĕсем графикпа килĕшӳллĕн хăш-пĕр ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пыраймарĕҫ. Ҫанталăк ҫумăрлă тăнине кура, чăрмавсем сахал мар пулчĕҫ.  Пур-пĕрех йывăрлăхсене парăнтарчĕҫ аграри тытăмĕнче тăрăшакансем, планпа пăхса хăварнине пĕтĕмпех пурнăҫласа пĕтернĕ.  Кун пек тума ҫĕнĕ техникăсем туянни те сахал мар витĕм кӳчĕ», - тесе сăмаха малалла тăснă  Олег Николаев.   

«Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2021 ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра республикăри хуҫалăхсем ҫĕнĕ 637 техника туяннă.  Пĕлтĕрхи ҫак тапхăрпа танлаштарсан 62 процент пысăк пулни куҫ кĕретех.  178 трактор, тырă пухса кĕртмелли 37 комбайн тата ытти  техника ҫĕр ĕҫченĕсене ҫитĕнӳсемпе палăрма хавхалантарнă.  Икĕ ҫул хушшинче патшалăх тĕревĕпе  1271 единица туянма май килнĕ, вĕсене валли пурĕ 2,5 млрд тенкĕ тăкакланă», - тесе хыпарланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

Кун йĕркинчи тепĕр ыйтусенчен пĕри – ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлесе пуҫтарасси. «Шăпах та, туяннă ҫĕнĕ техникăсем ял хуҫалăх таварĕсене тирпейлеме витĕм кӳрĕҫ, пысăк технологине тĕпе хурса ĕҫлени вара ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма пулăшĕҫ», - тесе уйрăммăн палăртнă вăл.  

Канашлăва малалла тăснă май, ертӳҫĕсем кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусем тавра та калаҫнă. Олег Николаев Чăваш Республикинче агропромышленноҫ тытăмĕ хăватлă аталанса пынине, кăтартусем те ҫав тери пысăк тесе каланă.  Промышленноҫ комплексĕ чăнласах та, тĕслĕхре.  Паянхи пурнăҫ таппинче ял хуҫалăх ҫимĕҫне тарăнрах тирпейлесси пĕлтерĕшлĕ.   Ку ыйту ҫине те тимлĕх уйăрмаллине чĕнсе каланă регион Ертӳҫи.

Чăваш Республикинчи ял хуҫалăх тытăмĕнчи кăҫалхи ҫур ҫулăн кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов паллаштарнă ĕҫлĕ тĕлпулăва пухăннисене.  

«Паян тĕп ыйту – тухăҫа туллин пухса кĕртесси.  Пĕтĕмпе 550 пин ытла га ҫинчен тыр-пула пуҫтармалла.  Вĕсенчен пĕрчĕллĕ йышши культурăсем 294,5 пин га йышăнаҫҫĕ, кăтарту пĕчĕк мар, пĕлтĕрхинчен 3,5 пин га ытларах.   Кăҫал вырма ĕҫĕсем пĕлтĕрхинчен вунă кун маларах пуҫланнă.  Палăртма кăмăллă, юлашки икĕ ҫулта тухăҫа пухса илессипе ҫав тери пысăк кăтартупа палăрнă ҫĕр ĕҫченĕсем, рекорд тунă  тесен те йăнăш мар.  Халĕ вара кăтартусем кăштах чакма пултараҫҫĕ, кун пирки специалистсем калаҫҫĕ. Ҫанталăк типĕ тăни сахал мар сиен кӳнĕ, нӳрĕк пулманнипе тыр-пул туллин вăй илсе ҫитерейменни те сисĕнкелет. Кун пек кăтартусем Раҫҫейĕпех пулма пултараҫҫĕ.  Тухăҫа ҫухатма юрамасть, вăхăтра кĕлетсене тирпейлесе пуҫтарса хумалла. Комбайнсемпе те туллин усă курма тăрăшмалла», - тесе каланă ведомство ертӳҫи Сергей Артамонов.  

Пандеми ҫĕршывра алхасать пулин те, республикăри АПК предприятийĕсенче тăрăшакансем ĕҫе чарса лартман. Хăйсем умне лартнă ыйтусене пурнăҫласа пыни паллă.  Инвестици хывакансем те ҫук мар, предприятисем тĕпрен модернизациленсе пыраҫҫĕ, производствăсене аталантарасишĕн ертӳҫĕсем ырми-канми вăй хураҫҫĕ.  «Район администрацийĕсем пĕлтернĕ тăрăх, 2021 ҫулта аграри енĕпе 1,5 хут ытла проектсене пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă, кăтарту 2020 ҫулхипе пăхас пулсан аванах пысăк.   341 проекта пурнăҫа кĕртме 7,2 млрд тенкĕ уйăрнă.  Объектсене хута яма тата модернизацилеме 5,6 млрд тенкĕ уйăрма план тунă», - тенĕ вăл.

Яланхиллех йăлана кĕнĕ тăрăх,  ҫитĕнӳсемпе палăрнă ҫĕр ĕҫченĕсене патшалăх наградисем парса хавхалантарнă.   

«Уй кунĕ-2021» курава уҫнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев мероприятине йĕркелесе ирттерме палăртнă территори питĕ аван пулнине асăннă. Кунта условисем те лайăх тесе хакланă вăл сăмаха малалла тăснă май.   «Пирĕн мăнаҫланма май та пур, сăлтавĕ те пысăк.  Пуласлăхри тĕллевсем пысăк.  Ҫулран-ҫул ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ҫул-йĕрсем шыратпăр, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăҫлама тăрăшатпăр.  Ку вара чи пахи.  Кун пек ĕҫлесе пырассине яланах тĕпе хумалла, пĕр-пĕрне пулăшса, ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕпе малалла ăнтăлма тăрăшмалла» , - тесе каланă сăмаха ҫавăрса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.     

Мероприятийĕн торжествăлла пайĕ вĕҫленнĕ хыҫҫăн, республика Ертӳҫи Олег Николаев ял хуҫалăх техникисенчен хатĕрлесе тăратнă куравпа тĕплĕн паллашнă, ҫĕнĕлĕхсене курса ĕненнĕ.

Палăртнă кун, Ҫĕрпӳ тăрăхĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  «ВДС» ТМЯО ҫитсе килнĕ, унти вырма ĕҫĕсемпе кăсăкланнă.  



15 июля 2021
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter