Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкарти пушар пирки оперативлӑ канашлу ирттернӗ

 Ҫĕнĕ Шупашкарти пурăнмалли ҫурт-йĕрте  вут-ҫулăм алхаснă пирки,  ҫийĕнчех ыйтăва уҫăмлатас тесе  оперативлă майпа ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Яваплă ведомствăсене ҫынсене пулăшассипе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех туса пама, пушарта ҫунса кĕлленнĕ пурлăха хаклав туса ирттерессипе ҫивĕчрех ĕҫлеме хушнă.  

«Тĕп тĕллев – ҫынсене пулăшасси.  Вĕсене  валли  вăхăтлăха кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратасси.  Ятарлă ведомствăсен пушар тухнă объектра инкекĕн сăлтавне тупса палăртма хушатăп.  Ҫурта ҫĕнетессипе вырăнти администрацийĕн план хатĕрлемелле, вăхăта вăраха тăсмасăр мĕнпур ĕҫсене йĕркелесе тăратмалла.  Паллă, сахал мар процедура витĕр тухмалла, ҫурта экспертиза тумалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Пушар пирки хыпара ятарлă службăна ĕнер каҫхине 17 сехет те 47 минутра пĕлтернĕ.  Пушар хуралĕнче тăрăшакансем ҫунакан объекта 10 минут хушшинче килсе ҫитнĕ.  Каҫхине 19 сехет те 30 минутра уҫă ҫулăма тухма чарнă, ҫĕрле 23 сехет те 50 минутра мĕнпур ĕҫсене туллин туса ирттернĕ, лару-тăрăва уҫăмлатнă, специалистсем усал инкеке сирсе янă.

Вут-ҫулăма Ҫĕнĕ Шупашкарти пушар хуралĕн специалисчĕсемпе Чăваш Республикин РСЧС специалисчĕсем сӳнтернĕ, пĕтĕмпе ҫак ĕҫсене туса ирттерме 75 ҫынна явăҫтарнă, 31 техникăна ҫула кăларнă.   

Ҫуртăн ҫивĕтти тĕпрен ҫунса кĕлленнĕ.  Пушарта сусăрланнисем тата вилнисем пулман.   Вут-ҫулăмран 56 ҫынна, вĕсенчен 12 ачана хăтарнă.  Вĕсене пурне те ятарлă вырăнсене вырнаҫтарнă.  Хăшĕ-пĕрисем вара хăйсен тăванĕсем патне вăхăтлăха пурăнма куҫнă. Ҫĕнĕ Шупашкар администрацийĕ «хĕрӳ лини» йĕркеленĕ, унта 73-74-54 номерлĕ телефон ҫине  шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.   Вырăнти администраци 2021 ҫулта утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче каҫхине 22 сехетрен пуҫласа  муниципалитет пĕлтерĕшлĕ чрезвычайлă лару-тăру режимне йышăнса хăварнă.  

 



15 июля 2021
10:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter