«Сире суйлав ĕҫ-хĕлне идейăсен тупăшлăхне тĕпе хурса йĕркелеме чĕнсе калатăп», – тенĕ Олег Николаев

«Сире суйлав ĕҫ-хĕлне идейăсен тупăшлăхне тĕпе хурса йĕркелеме  чĕнсе калатăп»,  – тенĕ Олег Николаев

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» Пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн XXXI-мĕш конференцине хутшăннă.

Мероприятине пухăннисем Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ҫиччĕмĕш созыври  суйлавне тăратнă кандидатсен списокне ҫирĕплетнĕ.

Депутатсем пулма хăйсен кандидатурисене тăратнă  ҫынсемпе тĕл пулса калаҫнă республика Ертӳҫи, суйлав ĕҫĕ епле пулса пыни пирки ыйтса пĕлнĕ. Сăмах май, республикăра кашни кандидата хăйсен пуҫаруллă шухăшĕсем пирки ырă хыпарсене халăх патне илсе ҫитерме пĕр тан условисем йĕркеленине асăннă вăл. Паллă, хăрушсăрлăх мерисене те пăхăнмалла, профилактика ĕҫне ҫирĕп тытса пымалла, йĕрке пăсма никамăн та ирĕк ҫук. «Эпĕ сире пурсăра та суйлавра патшалăх программисене кĕртсе хăварнă тĕп ҫул-йĕрсене тĕпе хурса йĕркелесе пыма чĕнсе калатăп», – тенĕ Олег Николаев.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе пĕрле тăрăшса ĕҫлеме кирлине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.  «20 ҫул хушшинче ҫӳлерех асăннă парти хăйне кирлĕ пек шайра кăтартса пама пултарчĕ, вăл партири ҫынсем нимĕнле йывăрлăхсенчен те хăрамаҫҫĕ, хăйсене шанса панă ĕҫсене яваплăха туйса, таса чунпа пурнăҫласа пыни те куҫ кĕретех», - палăртнă республика Ертӳҫи.    Вĕсем кулленех чылай ыйтăва татса парассипе тĕрĕс йышăнусем тума витĕм кӳни те паллă.  

Ҫĕршыв Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Ҫырăвĕнче палăртнă тĕллевсем пĕтĕмпех наци проекчĕсемпе ҫыхăннă.  Апла пулсан, регионта асăннă ыйтусене туллин пурнăҫлас тесе пурсăмăрăн та пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесе пымаллине каланă вăл.  

«Ҫулталăк ҫурă иртрĕ вăл тапхăртанпа.  Палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырас тесе сахал мар ĕҫ тунă.  2025 ҫулччен республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕ пирки  калакан Комплекслă программа йышăннă.  Унта эпир халăхшăн чи кирлĕ мероприятисене кĕртнĕ.  Проектсем чылай, вĕсен пĕлтерĕшĕ те пысăк.  Тепĕр ик-виҫĕ ҫултан республикăри районсемпе хуласен сăн-сăпачĕ, пурнăҫ условийĕн шайĕ епле улшăнса пырассине те курсах тăрăпăр.  Палăртнă программăна тĕпе хурса, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем  2035 ҫулччен Чăваш Республикин аталанăвĕ пирки калакан Стратеги ҫинчен саккун йышăнса хăварнă», - тесе уйрăммăн асăнса хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.   

«Суйлав хыҫҫăн, тĕрлĕ шайри влаҫ органĕсемпе пĕрле пĕр чăмăра пухăнса анлă канашлусем ирттерме палăртнă.  Кун пек форматпа ĕҫлесен, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те туххăмрах татса пама меллĕрех пуласси пĕрре те никама та иккĕлентермĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Депутатсемпе влаҫ органĕсенче тăрăшакансен кулленех пĕр-пĕри пулăшса, яваплăха туйса, халăхшăн вăй хумалла.

«Тепĕр тесен, федераци центрĕнчен тĕрев илме те ҫăмăлтарах пулма пултарĕ ҫапла ĕҫлесен. Пирĕн йывăрлăхсене федераци шайĕнче сӳтсе явсан, пулăшу куҫасси те часах. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем муниципалитетсенчи йывăрлăхсене пĕлтере тăрĕҫ.  Ҫапла ĕҫсене йĕркелесе пырсан, пуриншĕн те лайăх пулĕ», - тесе каланă сăмаха ҫавăрса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   

«Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей»  политика партийĕ ятарлă волонтерсен штабне йĕркеленĕ.   Вĕсем кăшăл вирус амакĕ алхаснă тапхăрта ҫынсене тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтереҫҫĕ. Ватăсем патне эмельсем, апат-ҫимĕҫсем тата ытти условисем йĕркелесе пама витĕм кӳнĕ. Хальхи вăхăтра волонтерсем хăш-пĕр категорири уйрăм ҫынсене вакцинациленме пулăшса пыраҫҫĕ.     

Калаҫăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсем пулма тăратнă кандидатсене таса тупăшура суйлавра ҫĕнтерсе, Чăваш Ен ырлăхĕшĕн ӳлĕмрен те ĕҫлеме чĕнсе каланă. Аса илтеретпĕр, кăҫал суйлав авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче иртет.  



15 июля 2021
13:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter