"Пирӗн тӗллев – наци культура автономийĕсене тĕрев парасси", - тенĕ Олег Николаев

"Пирӗн тӗллев –  наци культура автономийĕсене  тĕрев парасси", - тенĕ Олег Николаев

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Тутарстан Республикин Чăваш наци культура автономийĕн председателĕпе, «Казанский маслоэкстракционный завод» АО директорсен Канашĕн председателĕпе Дмитрий Самаренкинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.    

Ертӳҫĕсем уҫă калаҫу вăхăтĕнче культурăна аталантарас, экономикăна вăй илтерессипе ҫыхăннă ыйтусем тавра канашланă, икĕ еншĕн усăллă проектсене пурнăҫа кĕртесси пирки  сӳтсе явнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикипе Тутарсан Республики хушшинче культура ҫыхăнăвĕсене сарассинче тата ĕҫлĕ ҫыхăнусене тытса пырассинче пысăк тӳпе хывнăшăн Дмитрий Самаренкина тав сăмахĕсем каланă, чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упрама тата ăна ламран-лама куҫарса пыма тăрăшнăшăн мухтанă. "Уяв" пек мероприятисем пире хунавланма пулӑшасса шанас килет.

«Тутарстан Республикинчи Аксу районĕнче «Уяв» чăвашсен мероприятийĕ пысăк шайра иртнĕ. Паллă пулăма  Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов хутшăннă. Халăха сума сунни куҫ кĕретех», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  «Наци культурисен автономийĕсене тĕрев парасси – пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать. Эпир Чăваш Енре ку тĕлĕшпе пысăк ĕҫсем туса пыратпăр.  Чăваш Республикине чĕлхене упрас тата  аталантарас тесе ятарлă программа йышăнса хăварнă.  Чăваш чĕлхипе сахал мар кĕнеке пичетленсе тухать. Массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕҫлекенсене валли чăвашла хыпарсене калăплама условисем те ҫук мар. Интернет ҫыхăнăвĕнче те чăваш чĕлхипе усă курма тĕрлĕ майсем уҫăлнă», – тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.      

Ҫитес вăхăтсенче Шупашкартан Хусана ҫӳреме ятарлă рейс шыв ҫийĕн уҫăлассине те ырă хыпара пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Валдай» шыв тăрăх ҫӳремелли транспорт халăха икĕ регионти халăха пĕр-пĕрин патне ҫӳреме май парĕ.  

«Причала килсе те ҫитнĕ пĕрремĕш «Валдай». Халĕ вăл ятарлă тĕрĕслев витĕр тухать. Халăха юхан шыв тăрăх илсе ҫӳретме ҫирĕпленет», - тесе хушса каланă вăл.  Икĕ ен хушшинче  епле рейспа ҫӳретмелли ыйту пирки те калаҫса килĕшнĕ»,  тесе каланă Регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.    

«Ҫав тери паха проект пулса тухрĕ. Икĕ республикăна тата та туслăрах пурăнма хистет. Кӳршĕллĕ республикăсем культура, экономика пайĕнче те пĕр-пĕринпе ҫыхăнса ӳлĕмрен те ĕҫлесси пĕрре те иккĕлентермĕ. Ҫул ҫӳреве тухас текенсен те йышĕ пысăк пулассине ĕненетпĕр»,  сăмаха пĕтĕмлетнĕ сумлă хăна Дмитрий Самаренкин.     

  



15 июля 2021
16:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter