Республикӑра цифра хутлӑхӗнчи преступленисемпе кӗрешме ҫӗнӗ майсем тупаҫҫӗ

Республикӑра цифра хутлӑхӗнчи преступленисемпе кӗрешме ҫӗнӗ майсем тупаҫҫӗ

Чăваш Республикин  Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствин анлă ларăвне хутшăннă.  Ĕҫе пухăннисем палăртнă ведомствăн  2021  çулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра республикăра право йĕркине тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ,  пуласлăхри тĕллевсене палăртнă.

Цифра  мелĕпе усă курса йĕрке пăсакансене ҫивĕч тĕрĕслесе тăрас текен пуҫаруллă шухăша ырланă ертӳҫĕсем. Кун пек ĕҫе ведомство ертӳлĕхĕ пуҫарма ыйтнă. Интернет ҫыхăнăвĕнче ҫынсем усал ĕҫ патне туртăнни сисĕнкелет тесе пĕлтернĕ ведомство пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министрĕ Виктор Шметков хăйĕн сăмахĕнче ултавҫăсем мобильлĕ ҫыхăнăва тĕпе хурса сахал мар пăтăрмахсем кăларса тăратнине, час-часах халăха суйса шар кăтартнине пĕлтернĕ.  Тĕп докладпа сăмах илнĕ май шалти ĕçсен министрĕ Виктор Шметков республикăра телефонпа шăнкăравласа, интернет урлă çынсене улталанă тĕслĕхсем питĕ нумаййине каланă.

 «Цифра витĕмлĕхĕпе усă курса йĕрке пăсакансен шучĕ ҫулран-ҫул ӳссех пырать.  Пĕлтĕртенпе Чăваш Республики ҫакăн евĕр ыйтăва ҫивĕч тĕрĕслесе тăрас тĕлĕшпе ятарласа ҫĕнĕ ĕҫ пуҫарса янă, халăха финанс тĕлĕшĕнчен лайăхрах вĕрентес тесе специалистсене уҫă калаҫусемпе методика вĕрентĕвĕсене йĕркелеме сĕннĕ.   Килĕшĕве  тăватă енлĕн алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Чăваш Республики, Раҫҫей Федерацийĕн Финанс министерстви, Раҫҫей Федерацийĕн Тĕп банкĕ тата Раҫҫей банкĕсен Ассоциацийĕ ĕҫ хутĕнче алă пуснă.    Проект ҫĕнĕ.  Эпир пуҫласа ҫак ĕҫе йĕркелесе янă ытти субъектсем хушшинче.  Вăл шăпах та, право йĕркине пăсассинчен сыхă тăма май парĕ, усал ҫынсенчен, ултавҫăсенчен пăрăнма пулăшĕ», тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

Кунсăр пуҫне республикăра цифра технолгийĕсене вĕрентме те кулленех ятарлă ĕҫ пурнăҫласа пыраҫҫĕ.  Компьютера вĕренессипе те халăх хастар хутшăнни куҫ кĕретех.  Культура ҫурчĕсенче, вулавăшсенче ҫынсене специалистсем хăйсем патне явăҫтарса уҫă вĕренӳ урокĕсене йĕркелесе пыраҫҫĕ.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ытларах ҫамрăксем пирки сăмах пуҫарнă. Вĕсемпе тĕрлĕ мероприиятисем ирттерме, вăхăта усăллăрах йĕркелеме чĕнсе каланă.   Ҫитĕнекен яш-кĕрĕмпе тăшăшах профилактика мероприятийĕсем йĕркелени усăллă, йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ чакни те ҫакнах ҫирĕплетет (маларахри тапхăрта  йĕрке пăснă 190 тĕслĕхе шута илнĕ пулсассăн, халĕ кăтарту чакнă -103 танлашать).  

Сăмах май, Олег Николаев республикăра ҫамрăксен пуҫаруллă центрĕ хастар ĕҫленине, чылай проект пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳнине каланă. «Тата та маларахри тапхăрсенче ҫамрăксен пуҫаруллă проекчĕсене шутлă кăна пурнăҫа кĕртсе пынă пулсан, халĕ вара кăтарту самай хăпарнă.   Укҫа енчен те тĕрев пĕчĕк пулнă, малтанхи вăхăтра пурĕ те ĕҫсене йĕркелесе ирттерме 10 млн тенкĕ уйăрнă пулсассăн, халĕ 60 млн ытла тăкаклама палăртнă», - тенĕ сăмаха ҫавăрса республика Пуҫлăхĕ.

 Йĕрке пăсни – пурсăмăра та сиен кӳрет. Йĕркелĕхе тивĕçтерни республикăра пурăнакансен хăрушсăрлăхне, экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне тӳррĕнех витĕм кӳнине кура ку енĕпе влаçăн мĕн пур тытăмĕн тачă çыхăну тытса малашне те ҫапла  ĕçлемелли çинчен каланă, палăртнă мерăсен тухăçлăхне ӳстермелли пирки асăннă ертӳҫĕсем. 

Палăртма кăмăллă, федераци шайĕнче те республикăри право хуралĕнче тăрăшакансен ĕҫне пысăк хурса хакланă. 



16 июля 2021
18:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter