Чӑваш Ен вӗренӳ сферинчи плансем пӗтӗм Раҫҫейӗпе сарӑлма пултараҫҫӗ

Чӑваш Ен вӗренӳ сферинчи плансем пӗтӗм Раҫҫейӗпе сарӑлма пултараҫҫӗ

Чăваш Республикинчи «Справедливая Россия - Патриоты - За правду» регионти уйрăмĕн конференцийĕнче кун пирки шăпах та, каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Кăҫал республикăри шкулсемпе ача сачĕсене тĕпрен юсав ĕҫĕсем йĕркелесе ирттерме 2 млрд ытла укҫа-тенкĕ уйăрнине палăртса хăварнă хăйĕн сăмахĕнче регион Пуҫлăхĕ. Пурĕ 53 шкул тата 38 ача сачĕ тĕпрен ҫĕнелсе илемленнĕ.  Пуласлăхри тĕллевсем те пысăк. Пиллĕк ҫул хушшинче кивелнĕ шкулсенчен 50 процентне ытла юсаса ҫĕнетме плана кĕртнĕ.

«Ҫакăн евĕр программăна ҫитес ҫултан пĕтĕм Раҫҫей Федерацийĕпех пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ.  Апла пулсан, пирĕн регионта  пурнăҫа кĕрекен плансем пĕлтерĕшлĕ, вĕсене тепе хурса ҫакăн йышши ĕҫсене федераци шайĕнче те туса ирттерме шутлаҫҫĕ. Эпир тата та анлăрах ĕҫсене йĕркелеме пултарайратпăр.  Укҫа-тенкĕ калăпăшне те ӳстерме майсем уҫăлĕҫ», - тесе сăмаха малалла тăснă республика Пуҫлăхĕ.  

Сахал тупăшлă нумай ачаллă ҫемьесенче ҫитĕнекен ачасене кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕнчен пуҫласа шкулсенче тӳлевсĕр апатлантарма пуҫлĕҫ.  Чăваш Енре вăл категорири ҫынсем 11,8 пине яхăн.  Вĕсене  шкулсенче апатлантарма Чăваш Ен Правительстви  ҫулталăк вĕҫлениччен федераци гранчĕн шучĕпе 75 млн тенкĕ уйăрма плана кĕртнĕ.

Сăмах май, ҫĕршыв Президенчĕ пуҫарăвĕпе килĕшӳллĕн, халăха упраса хăварас тесе, наци проекчĕсене тĕпе хурса чылай укҫа-тенкĕ тăкакланнине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Нумай ыйтăва татса пама тӳр килнине те палăртнă сăмаха ҫавăрса.  Владимир Путин чĕнĕвне тĕпе хурса Чăваш Ен Правительстви малалла та ҫак ҫул-йĕрсемпе ĕҫлесе пыма тĕллев лартнă.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми  вăй хурать.

«Чылай план Чăваш Енре юлашки ҫулта пурнăҫланать.  Халăхăн пурнăҫне лайăхлатас тĕлĕшпе вĕсем пурте йĕркеллĕ тата вăхăтра пулса пыраҫҫĕ.  Депутатсен те халăхпа пĕрле куҫа-куҫăн ĕҫлемелле, пурнăҫа кĕртме палăртнă плансене халăх патне илсе ҫитерме тăрăшмалла.  Объектсене тĕрĕслемелле, вĕсен пахалăх шайне тинкерсе тăмалла, Федерацин влаҫ органĕсемпе, Чăваш Республикин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче тăрăшакансемпе килĕшсе, тухăҫлă ĕҫлесе пыма пĕлмелле», - тенĕ Олег Николаев. «Справедливая Россия - За правду» партийĕн пайташĕсене халăхăн пурнăҫне лайăхлатма пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлеме, республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне пысăк витĕм кӳме чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Яваплăха туйса, саккунсене пăхăнса ĕҫлесе пымалла. Мĕнпур ĕҫсен ҫирĕп йĕрке пулмалла.  Суйлава хутшăнма кăмăл тунă кандидатсен уҫăмлăн ĕҫлемелле. Халăхăн интересĕсене хӳтĕлессишĕн ырми-канми тăрăшмалла», - тенĕ вăл.

«Чăваш Республикинче тĕрлĕ партисенче пурĕ 160 депутат ытла вăй хурать. Пысăк арми.  Вĕсен ҫынсене кăсăклантаракан ыйтусене туххăмрах татса парассишĕн ĕҫлемелле.  Кун пирки тăтăшах Раҫҫей Президенчĕ те аса илтерсех тăрать», - хушса каланă регион Пуҫлăхĕ.   



19 июля 2021
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter