Чӑваш Республикинче виҫӗ ҫул хушшинче нумай хваттерлӗ 606 ҫурт тӗпрен юсама палӑртнӑ

Чӑваш Республикинче виҫӗ ҫул хушшинче  нумай хваттерлӗ 606 ҫурт тӗпрен юсама палӑртнӑ

2021–2023  ҫулсенче нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсассипе йышăннă республика программи епле пурнăҫа кĕрсе пыни ҫинчен тарăн сӳтсе явнă паян, Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра.

Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене ирттерессипе тăрăшакан республика фончĕн генеральнăй директорĕ Вячеслав Долгов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин территорийĕнче виҫĕ ҫул хушшинче пурĕ нумай хваттерлĕ 606 ҫурта тĕпрен юсав ĕҫĕ туса ирттерме плана кĕртнине хыпарланă.  Ҫак кĕске вăхăт хушшинче йĕркелемелли ĕҫ калăпăшĕ   2124,12 пин тăваткал метр чухлĕ йышăнать, вĕсенче пурĕ 93 пине яхăн ҫын пурăнать. Объектсене тирпейлеме пĕтĕмпе 3,5 млрд тенкĕ пăхса хăварнине те  пĕлтернĕ вăл.  

2021 ҫулта нумай хваттерлĕ 210 ҫурта тĕпрен юсав ĕҫне тума тĕллев лартнă.  Вĕсенчен 84-шĕпе договор алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Объектсенче ĕҫсем ҫурла уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕҫленесси те планра пур.  Кунсăр пуҫне плана кĕртсе хăварнă виҫĕ ҫуртра тĕпрен юсав ĕҫĕсене пурнăҫланă та.

Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр ыйту – ҫуллахи тапхăрта юхан шывсенче, пĕвесенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси.  Ҫанталăк шăрăх тăнине кура, ҫынсем пĕвене шыва кĕме ҫӳреҫҫĕ. Тепре чухне пулкалать, хăрушсăрлăх мерисене вĕсем пăхăнманни. Апла пулсан, халăхпа кулленех профилактика мероприятийĕсене йĕркелесе ирттермелли пирки асăрхаттарса каланă ведомство ертӳҫи.   Кун йĕркинчи ыйтупа тĕплĕнрех Чăваш ЕНри ГКиЧС председателĕ Олег Яковлев тарăн доклад тунă. Утă уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне кăҫал пурĕ шывпа ҫыхăннă 26 инкеке шута илнĕ.  Пĕлтĕр ҫак тапхăрта пурĕ 21 ҫын шар курнă.  Шывра 25 ҫын путса, хăйсен пурнăҫне вăхăтсăр татнă, вĕсенчен 3-шĕ ача пулнă.    Специалистсем, ҫăлавҫăсем тăтăшах шыва кĕнĕ чухне тимлĕхе ҫухатма юраманни пирки пĕлтереҫҫĕ, пур-пĕрех халăх ӳсĕрле шыва кĕме пикенет, инкексен сăлтавĕ те вавра ҫавăнпах ҫыхăннă теҫҫĕ ведомство ĕҫченĕсем. Калăпăр, шывра путнисенчен 22-шĕ ӳсĕр пулнă. Ку вара пурсăмăра та шухăша ярать. Эрех-сăрапа алхасма юрамасть, йĕркесĕрлĕх пысăк инкек патне илсе тухма пултарать.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Михаил Ноздряков ҫӳлерех палăртнă ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрмаллине, республикăри районсемпе хула администрацийĕсен ертӳҫисен вырăнта халăхпа тăтăшах профилактика ĕҫĕсене йĕркелемеллине чĕнсе каланă. «Уйрăмах, ҫуллахи тапхăрта инкек пулнă тĕслĕхсем ӳссе каяҫҫĕ, апла пулсан пурин те асăрхануллă пулмалла, шыв йĕркесĕрлĕхе каҫарманнине пурин те асра тытмалла», – тенĕ вăл.      



19 июля 2021
14:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter