Чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсен йышӗ 900 пинрен иртрӗ

Паянтан пуҫласа «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» 900 пин ытла мӑшӑр! Пӗр миллион таран пухиччен нумаях юлмарӗ — ҫӗр пинрен те сахалрах!

Асаилтеретпӗр, 800 пин чиккинчен эпир ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӑна каҫсаччӗ. Ҫулталӑка вара 652 пин те 732 мӑшӑрпа пуҫласаччӗ. Ҫапла май вара кӑҫал пурӗ 247 пин ытла мӑшӑр тума ӗлкӗртӗмӗр те ӗнтӗ! Кӑрлач уйӑхӗнче 28 пин, нарӑспа пуш уйӑхӗсенче — 37 пиншер, ака уйӑхӗнче — 35 пин, ҫупа ҫӗртме уйӑхӗсенче — 40-шер пин хатӗрлесеччӗ. Ку хӑвӑртлӑхпах пырсан хамӑр тӗллев патне — 1 миллион мӑшӑр таран — юпа уйӑхӗнче ҫитме те пултаратпӑр.

Пӗтӗмешле мӑшӑрсен йышӗ вара пирӗн 1 миллион таран маларах пухӑнсаччӗ те ӗнтӗ. Унта хамӑр корпусри мӑшӑрсем ҫеҫ мар, ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисем те кӗреҫҫӗ.

Ҫак кунсенче эпир Максим Горькийӗн «Ҫынсем патӗнче» повеҫне тата Алексей Толстойӑн «Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем» юмахне мӑшӑрларӑмӑр. Сӑмах май, «Ылтӑн ҫӑраҫҫине» 1941 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ, чӑвашла ӑна Иван Викторов куҫарнӑ пулнӑ. Вӑл сӑвӑсемпе пьесӑсем ҫырнӑ, тӑлмач пек ҫак хайлавпа кӑна палӑрнӑ пулас. Ун пурнӑҫӗ 1944 ҫулта концлагерьте татӑлнӑ.



Чăваш халăх сайчĕ
22 июля 2021
14:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter