"Хăш-пĕр ĕҫ йĕркисем йышӑну хӑвӑртлӑхӗ ҫине япӑх витӗм кӳреҫҫĕ – ҫаксем пăрахăҫлансан вырăнлă пулмалла, вĕсене хыҫа хăвармалла", – тенĕ Олег Николаев

 Ҫакна 2021-2022 ҫулсенче Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тата вӗсене пӑхӑнса тӑракан учрежденисенче Раҫҫей Федерацийӗн «Тухӑҫлӑ регионӗ» проект шайӗнче ӗҫе кӗртесси тата пурнӑҫласси. Вӗсем управлени йышӑнӑвӗсене хӑвӑртрах йышӑнма тата пулӑшу пама пулӑшаҫҫӗ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн  хушăвĕпе килĕшӳллĕн, ятарласа 53 проекта пăхса хăварнă. Вĕсем патшалăх управленийĕнчи тухăҫлăха ӳстерме, ĕҫсене оптимизацилеме тата тĕрлĕ сферăсенче ĕҫе лайăхлатма та май парĕҫ. 

Проектсемпе республикăри тĕрлĕ министерствăсем ĕҫлеҫҫĕ: Сывлăх сыхлавĕн министерстви, Культура министерстви, Вĕренӳ министерстви, Ҫут ҫанталăкпа пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви, Промышленноҫпа энергетика министерстви,  Ял хуҫалăх министерстви, Строительство министерстви, Транспорт министерстви, Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерстви,   Спорт министерстви, Финанс министерстви, Информаци политикин министерстви, Экономика министерстви тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕ.  Мĕнпур проектсен ытларах пайĕ Чăваш Республикин Экономика министерствин (12 проект), ултшар проект Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн тата Чăваш Республикин Финанс министерствин тата тепĕр пиллĕк проекта Чăваш  Республикин Строительство министерстви пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.

«Мĕнпур рессурсемпе тĕллевлĕн усă курма витĕм кӳрет проект. Вăй хураслăха усăсăр ирттерме май памĕ.  Ăна пула, ытлашши звеносене пăрахăҫлама та май килĕ.  Кирлĕ пек паха йышăнусем тума чăрмав кӳрсе пыракан ятарлă процессене те сирсе пырăпăр.  Маларахри тапхăрсенче ĕҫлесе пынă пек паян та тума май килмĕ. Тухăҫлăха ӳстерсе пымалла, усăсăр вăхăта сая ямалла мар», тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев

Вӑл регионта паракан пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне ӳстерес, тӑкаксене чакарас тата ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе ӗҫлекен чи лайӑх практикӑсене аккумуляцилес енӗпе кӑсӑклӑ пулнине палӑртнă. "Тема лайӑх. Кӑсӑкланакансене пурне те явӑҫтарса ӗҫлӗпӗр", – терӗ Олег Николаев, ҫакӑн пек меслет Чӑваш Енре патшалӑх управленийӗн пӗтӗм тытӑмне пахалӑхлӑ ҫӗнӗ, сервис шайне илсе тухма май панине палӑртса.

«Чăваш Республикинче «Тухăҫлă регион» проекта анлăн пурнăҫа кĕрсе пыма тытăннă.  Тӳрремĕнех вĕсемпе ĕҫ тăвакан 14 влаҫ органĕсенче тăрăшаҫҫĕ.  Проектсемпе ĕҫлекен ушкăнсем йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тупса палăртаҫҫĕ, туххăмрах вĕсене татса пама кирлĕ пек йышăнусем туса пыраҫҫĕ.  Пĕр вăхăтрах тухăҫлă производствăн медотикине те тишкереҫҫĕ,  Чăваш Республикинче пилот проектсене оптимизацилеме те пулăшаҫҫĕ», - тесе каланă хăйĕн калаҫăвĕнче Сергей Думчев  «Производственная система «ПСР» акционерсен обществин проекчĕн ертӳҫи.

Чӑваш Ен Экономика министерствинче ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫирӗплетнӗ 53 проектран 29 проект стартланӑ, вӗсене ӗҫе кӗртнӗ. Паха ĕҫсен практикисемпе усă курма тăрăшаҫҫĕ.  Вĕсене пурнăҫа кĕртсе пынă тапхăрта ҫакăн евĕр ҫĕнĕ ĕҫсем йĕркеленме тытăннă:

-строительство ĕҫне пуҫарнă тапхăрта ирĕк иле ятарлă тăратмалли ĕҫ хутсен хатĕрленӳ процесĕн вăхăтне чакарă.  Енчен те маларахри тапхăрта ĕҫ хучĕсене йĕркелесе ҫитерме 30 уйăх кирлĕ пулнă пулсан,  халĕ вăл тапхăр 18  уйăхпа танлашать. 

- «Манăн бизнес» центр ĕҫĕпе клиентсем кăмăллă, тĕрĕслевпе хаклав ĕҫĕ пулса пыни те питĕ пĕлтерĕшлĕ пулни куҫ кĕретех. 

Педагогика ĕҫченĕсене аттестаци кăлармалли йĕркене маларахри тапхăрта хут ҫине ҫырса ҫирĕплетес ĕҫе электронлă майпа йĕркелесе пыма тăрăшаҫҫĕ (30 кунран 10 кун таран), истори пĕлтерĕшлĕ культура палăкĕсене Раҫҫей Федерацийĕн халăхĕсен культура еткерлĕх объекчĕсене упрассипе ĕҫлекен объектне сыхлас ӗҫ валли заданисем пани тата ирӗк пани) ӗҫсен оптимизацийӗ – 30 кунран пуҫласа 21 куна ҫитиччен куҫарма май панă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн шухӑшӗпе, проект мероприятийӗсен пӗтӗмлетӗвӗ, шанӑҫ атмосферине йӗркелеме, пулӑшу ӗҫӗсене тӑтӑшах лайӑхлатма тата граждансен тивӗҫтерӗвӗн шайне ӳстерме пултармалли тӗп, хальхи тата тухӑҫлӑ правительство пулмалла. Олег Николаев Чӑваш Ен ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен "Тухӑҫлӑ регион" проекта пурнӑҫламалли опыта шута илсе малашне ӑна республикӑри муниципалитет пӗрлӗхӗсенче пурнӑҫлассине шаннине палӑртнă.

Таварсен туянăвне тĕрĕслессин тытăмĕнче те тухăҫлăх 3,5 хут ӳсĕ, 77 кунран 22 куна ҫитĕ. Чăваш Енри промышленноҫа аталантарма пулăшакан фонд  кивҫен укҫа-тенкĕ памалли ĕҫсен йĕрки ансатланĕ,  малтанхи вăхăтра вăл тапхăр 331 кун пулнă пулсан, халĕ 106 кун хушшинче кирлĕ пек йышăну туса хăварайраҫҫĕ. Пĕтĕм Раҫҫейри тĕрĕслев ĕҫĕсене 3 сехетрен 1 сехете ҫити куҫарнă.  «Ĕҫ ветеранĕ» ята илес текенсене валли те хăш-пĕр ҫĕнĕлĕхсем кĕтеҫҫĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн стипендийĕсене илессинче те ҫĕнĕлĕхсем пур. Енчен те малтанхи тапхăрта ҫак вăхăт 25 кун пулнă пулсан, халĕ 14 кунпа танлашать

Ҫынсем кирек-ăҫта та пропискăра тăма пултараҫҫĕ. Вăл кăтартăва пăхмасăрах, Нумай функциллĕ центрсенче социаллă пулăшусене  илессипе ҫыхăннă ĕҫ хучĕсене 2 сехет те 15 минут хушшинче йĕркелесе ҫитерме май пулĕ.  Хальхи вăхăтра кун пек ĕҫсене пурнăҫлама ятарласа пурăнакан вырăна шута илсе йĕркелеҫҫĕ тата ҫитменнипе апла тума 48 сехет те 15 минут иртет.  Пĕр сăмахпа каласан, МФЦ-сенче ҫĕнĕлĕхсем пуласса халăх та чăтăмсăррăн кĕтет. 

Мĕнпур проекта пурнăҫа кĕртни, тухăҫлă Правительство ĕҫне йĕркелесе яма пулăшасса шанса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ.  Енчен те ҫӳлерех асăннă «Тухăҫлă регион» проекта республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче лайăх пурнăҫа кĕрсе пырсан, тен ӳлĕмрен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче те ҫаплах пулĕ тесе сăмаха тавăрнă вăл.

Проекта пурнăҫа кĕртесси пирки маларах Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Росатом» Патшалăх корпорацийĕн представителĕсемпе, пĕрлештернĕ проектсен офисĕн ертӳҫипе Алексей  Мещеряковпа тата «Производственная система «ПСР»  АО проекчĕн ертӳҫипе Сергей Думчевпа тарăн сӳтсе явнă. 

 «Тухăҫлă регион» «Росатом» Патшалăх корпорацийĕн  проекчĕ. Тĕрлĕ сферăсенче ĕҫсен тухăҫлăхне ӳстерессипе йышăннă ĕҫ хучĕ.  «Росатом» Производство тытăмĕн перекетлĕ производствин  тата патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕҫтермелин  инструменчĕсем пулса тăраҫҫĕ.  2021 ҫултан пуҫласа «Росатом» Патшалăх горпорацийĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ алă пусса ҫирĕплетнĕ килĕшӳ пурнăҫа кĕрсе пырать. Кун пек йышăну ҫĕнĕ вăй-хăватпа ĕҫлеме витĕм кӳрет, ҫакнашкал проект тата 27 регионта пурнăҫа кĕрет.



22 июля 2021
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter