Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Суту-илӳ ĕçченĕн кунĕ ячӗпе саламлани

Суту-илӳ сферипе общество апатланăвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ — Суту-илӳĕçченĕн кунĕ — ячĕпе саламлатăп!

Паян Чăваш Енре суту-илӳпе общество апатланăвĕ шалти пĕтĕмĕшле продукт калăпăшĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнаççĕ, республика Раççей Федерацийĕн бюджетне хывакан налуксен 14% яхăн пайне тивĕçтереççĕ.

35 пин ытла çын е республикăра ĕçлекен çынсен 12,2% çак сферăра вăй хурать. Сирĕн пысăк профессионализм, ĕçченлĕхĕр, ăнăçăва шанни, умри тĕллевсене пурнăçлассишĕн çине тăни çирĕп аталану тата потребитель рынокĕ хăвăрт çĕнелсе улшăнассин никĕсĕ пулса тăраççĕ.

Отрасль цифра технологийĕсен ĕмĕрне ăнăçлă кĕчĕ: онлайн-форматлă çĕнĕ сĕнӳсем çуралаççĕ, черетре — халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçре роботсемпе усă курасси, таварсен ассортиментне йĕркелемешкĕн çĕнĕ аналитика платформисене ĕçе кĕртесси. Çакă та — суту-илӳре çывăх вăхăтра курмалли инновацисен пысăк мар пайĕ кăна-ха.

Эсир республикăри тавар туса кăларакансене тĕревлени çинчен те каламаллах. Çакă юлашки çулсенче хамăрăн продукцин, халăх ыйтаканскерĕн, лавккасенчи ассортиментне пуянлатма, çавăн пекех ăна сутмалли рынока анлăлатма май пачĕ.

Потребитель рынокĕнчи ырă улшăнусем сирĕн ĕçченлĕхĕрпе, эсир тăрăшса тата тӳрĕ кăмăлпа вăй хунипе сăлтавланнă. Сирĕн тимлĕхĕр, клиентсене ырă сунни, пуçарулăхăр, çĕннине çул пама ăнтăлни, компетентлăхпа профессионализм Чăваш Республикин суту-илӳ индустрийĕпе общество апатланăвĕн представителĕсен яланхи визит карточки пулса юлччăр.

Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                  Олег Николаев

 



24 июля 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter