Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тинĕс-çар флочĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Хисеплĕ туссем!

Сире Тинĕс-çар флочĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Раççей тинĕспе çыхăннă аслă çĕршыв пулнă, пулĕ те. Унăн летопиçĕ офицерсемпе матроссен паттăрлăхĕпе харсăрлăхĕн, хăйсене хĕрхенменнин, вĕсен пысăк профессионализмĕн тĕслĕхĕсемпе пуян.

Чăваш Еншĕн çак уяв уйрăм пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн республика чаплă ăсчахăн Алексей Крыловăн — пирĕн мухтавлă ентешĕн, Раççейĕн карапсем тăвас ĕçне аталантарассине калама çук пысăк тÿпе хывнăскерĕн, — тăван çĕршывĕ пулса тăрать.

Паян та пирĕн ентешсем тинĕс ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене ăнăçлă алла илеççĕ, карапсем тăвакан отрасльте вăй хураççĕ, карапсем çинче, шыв ай киммисенче служба тивĕçне пурнăçлаççĕ, çĕршывăмăрăн тинĕсри чиккисене хураллаççĕ. Вĕсен паттăрлăхĕ, кăмăл çирĕплĕхĕ, хăюлăхĕ — пирĕн çамрăк ăрушăн Тăван çĕршыв службинчи çутă та ырă тĕслĕхсем.

Сире пурне те çирĕп сывлăх, телей сунатăп, киль айĕнче çичĕ фут пултăр!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                Олег Николаев

 



25 июля 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter