Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ муниципалитетсен пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмне модернизацилемелли концепци хатӗрленессине хыпарланă

«Пирĕн кашни муниципалитетăн ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх сферине модернизацилесси пирки концепци туса хатĕрлемелле.  Паян мĕнле лару-тăру пулни пирки пурсăмăрăн та лайăх ăнланмалла.  Хăш ĕҫсене тĕпрен  тумаллине палăртса хумалла.  Тухăҫлăха ӳстермелле, халăха вăл е ку пулăшу ĕҫĕпе вăхăтра тата туллин тивĕҫтерме тăрăшмалла.  ЖКХ тытăмне тĕпрен ҫĕнĕлле пăхса тухса, ҫĕнетсе пыма пĕлмелле.  Ҫитес ҫулта проект ĕҫĕсене туса ирттермелле.  Проектпа смета пурин те тивĕҫлĕ шайра пулмалла.  Ыйтăва вăраха тăсса яма юрамасть, туххăмрах татса парассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле» - тесе каланă паян Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере ирттерекен планеркăра  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри - шăпах та, 2021/22 ҫулсенче кĕркуннепе хĕллехи тапхăра хатĕрленсе кирлĕ пек ĕҫсене туса ирттересси. Объектсене хутса ăшăтмалли тапхăра тивĕҫлĕ шайра хатĕрлесе тăратасси ыйтăва ҫивĕч пăхса тухнă паянхи канашлăва пухăннă ертӳҫĕсем.

Пĕтĕмĕшле калас пулсан, республикăра коммуналлă хуҫалăх пайĕнчи объектсене хĕллехи тапхăра валли 52 процента ҫити хатĕрлесе ҫитернĕ.  Регионта  çурт-йĕре централизациленĕ майпа ăшăпа тивĕçтерекен 996 котельнăй ĕçлет, вĕсенчен 612-шне хĕллехи тапхăра хатĕрлесе ҫитернĕ, вăл 61 процентпа танлашать.  Хутса ăшăтмалли тытăмсен объекчĕсене тĕпрен юсав ĕҫне туса ирттернĕ, 43 объектран 14-шне тĕпрен улăштарма та ĕлкĕрнĕ.  

ЖКХ объекчĕсене хĕллехи тапхăра хатĕрлессипе хастар ĕҫлекен муниципалитетсем те пур. Шăмăршăра, Ҫĕрпӳре, Тăвайĕнче, Патăрьелĕнче, Красноармейски  тăрăхĕнче специалистсем лайăх ĕҫлени куҫ кĕретех, вăл районсенче объектсене 80 процента ҫити хатĕрлесе ҫитернĕ.  Сӳрĕкрех ĕҫлесе пыракан районсем те пур-ха: Вăрнарсем (25%), Етĕрнесем (29,3%), Вăрмарсем (30,3 %),  Канашсем (35,5 %), Куславккасем (37 %) тата Ҫĕмĕрле хули (37 %).  

«Юлса ĕҫлекен районсем  те палăртса хунă мĕнпур мероприятисене пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ.  Эпир ыйтусене маларах пăхса тухма тытăнтăмăр.  Республикăра хутса ăшăтмалли тапхăра епле хатĕрленсе пынине тишкеретпĕр. Кăлтăксем сиксе тухсан, вĕсене туххăмрах татса пама тĕрлĕ майсем шырăпăр», - тенĕ Олег Николаев.

Котельнăйсене, ăшă сечĕсене хĕле хатĕрлес енĕпе тумалли ĕçсен çурринчен ытларах пайне пурнăçланă. Ку енĕпе пысăк чăрмавсем тухса тăмалла мар. Топливо резервĕ те - нормăпа пăхнинчен ытлашшипех.  

Чăваш Республикин Строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕпе тимлекен предприятисем топлива таврашне 25,3 пин тонна запас хатĕрлесе тăратнă, планпа пăхса хăварнинчен  103, 2 % пулать, хутса ăшăтмалли уголь таврашне 405 тонна чухлĕ запас хатĕрленĕ.

Нумай хваттерлĕ ҫуртсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлес ĕҫ те хĕрӳ пырать.  Паянхи куна илес пулсан, 3956 ҫурта хутса ăшăтмалли тытăма централизациленнĕ, вĕсенче хутса ăшăтмалли хатĕрсене  2729-че тĕпрен ҫуса тасатнă, пурĕ республикăра 439 ҫуртăн паспорчĕсем хатĕр.     

«Муниципалитетсен 2021/2022 ҫулхи кӗрхи-хӗллехи ӑшӑ тапхӑрне хатӗрленмелли пӗтӗм мероприятие ҫӗршыв Правительстви палӑртнӑ сроксенче вӗҫлемелле", - тесе пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумĕ -строительство, архитектура тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Павел Данилов.



26 июля 2021
15:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter