Чӑваш Енре кăшăл вирус чирĕ анлă сарăлнине кура, ҫĕнĕ чарусем пулма пултарĕҫ

 Кун пек ҫĕнĕлĕхе эрне кун иртекен кăшăл вируса хирĕҫ кĕрешекен  оперативлă штабăн ларăвĕнче пăхса тухса йышăнса хăварма пултарĕҫ. Паян, утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ, шăпах та, кун пирки пĕлтернĕ те республика Пуҫлăхĕ.

«Чăваш Республикин Экономика министерствине предпринимательлĕх тытăмĕнче тăрăшакансем пирки хыпара тĕплĕн тишкермелле, унта  ĕҫлекенсем вакцинациленнипе вакцинациленменни пирки пĕтĕмлетӳ ĕҫне туса ирттермелле.  Ҫĕршыври пекех, пирĕн тăрăхра та кăшăл вирус амакĕ алхасни сисĕнкелет.  Енчен те лару-тăру ҫаплипех тăрса юлсан, ҫĕнĕ чарусем те йышăнма тивĕ», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче Олег Николаев.

Ҫĕршывра усал амак  COVID-19 чирĕ шала кĕрсе пырать, республикăра ҫынсем вакцинациленменни шухăша ярать, кăтарту чакни пăшăрхантарать пурсăмăра та.

«Иртнĕ икĕ эрне хушшинче халăх кăшăл вирус чирĕнчен асăрханас тесе хастар  вакцинациленнĕ пулсан, юлашки тапхăрта кăштах сӳрĕкленни сисĕнкелет.  Лару-тăрăва ҫирĕп тĕрĕслесех тăмалла, тимлĕхе ҫухатма юрамасть.  Чи кирли, ҫынсене валли вакцинациленме хăтлă условисем ҫителĕклĕ таран йĕркелесси.  Палăртатпăр, вакцина республикăра ҫителĕклĕ.   Прививка тума уйăрнă ятарлă вырăнсенче специалистсем графикпа килĕшӳллĕн ĕҫлеҫҫĕ. Чăрмавсем пачах ҫук теҫҫĕ сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем», - палăртнă Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви палăртнă тăрăх, кăшăл вирусран 240 858  ҫынна вакцинациленĕ, планпа пăхса хăварнинчен вăл 41 процент пулать.  Пурĕ республикăна COVID-19 кăшăл вирусран асăрханмалли 291 774 доза вакцина илсе килнĕ.

Регион Ертӳҫи кӑҫалхи  авăн уйăхĕн 1-мӗшӗ тӗлне коллективлӑ иммунитета пурнӑҫлама Чӑваш Енре вакцинацие кашни кун 6 пин ҫынран кая мар хутшӑнмаллине палӑртнă: "Ҫакӑн пек темп пире кӗркунне-хӗллехи тапхӑра пӗчӗк кăтартупа кĕме витĕм кӳрĕ, чирлекенсен шучĕ ӳсмесен, тен чире парăнтарма меллĕрех», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

 



26 июля 2021
14:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter