Чӑваш Енри пӗтӗм регион таварĕнчи туризм тӳпи вӑтӑр хут ӳсӗ тата виҫӗ процентпа танлашĕ

2030 ҫулччен Чăваш Республикинче туризма аталантармалли Концепци пирки калакан ĕҫ хутне республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Пĕрремĕш документ палăртнă тытăмăн 10 ҫулхи аталанăвĕн тĕп векторĕсем пирки палăртать.  

«2030 ҫул тĕлне Чăваш Республикине Наци туризмĕн рейтингĕнче пĕрремĕш ҫирĕм чи ăнăҫлă аталанса пыракан регион шутне кĕме палăртатпăр.  Республикăна курма килекен туристсен йышне ӳстересси ыйту та ҫивĕч тăрать.  Ку енĕпе те кăтартăва ӳстерме палăртнă», тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Экспертсен хаклавĕ тăрăх, Чăваш Республикинче 2020 ҫулта туристсем самаях пулнă, кăтарту 289 пинрен 300 пине яхăна ҫитнĕ.  

Хăнасем Чăваш Ен пирки ытларах та ытларах пĕлме тытăнаҫҫĕ. Регионăн имиджĕ, инвестици илĕртӳлĕхĕ ӳсĕ, республика, вырăнти бюджета та укҫа-тенкĕ кĕрĕ, пĕр сăмахпа каласан, инвестици ĕҫ-хĕлĕ улшăнса лайăхланса пырĕ. Шăпах та, ҫаксем пирки палăртса хăварнă та ĕҫ хутĕнче.

Туризм тытăмĕнче вăй хуракан предпринимательсене валли те ятарлă пулăшу майĕсем йĕркеленĕҫ.  Цифра енĕпе ĕҫлесе пыма хăтлă ҫул-йĕрсем уҫăласси те куҫ кĕретех.  Концепципе килӗшӳллӗн, предпринимательсене туризм сферинче пулӑшу памалли тытӑма приоритетлӑ йӗркепе туса хатӗрлӗҫ, ӑна цифра мелĕпе тивӗҫтерӗҫ, ҫав шутра пысӑк  кăтартусемпе тухӑҫлӑ ӗҫлеме  май паракан майсемпе усӑ курӗҫ,  информаци порталне QR-кодсемпе, онлайн-суту-илӳ, кӑсӑклӑ карттӑпа хӑна картти туса хатӗрлӗҫ. Хуласемпе объектсем тӑрӑх навигаци тума Чӑваш Енре аудиогидсем, ятарлă  сервиссем, мобильлӗ приложенисем тума палӑртнӑ.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, хăватлă аталанакан тытăмсем: ача, культурӑпа пӗлӳҫӗ, сиплевпе сывлӑха ҫирӗплетекен, ялти (агротуризм), социаллӑ, спорт, экологи  тата ултӑ ҫӗнӗ ҫул-йĕр пăса хăварнă - ӗҫлӗ, медицина, вӗренӳ, промышленноҫ тытăмĕпе ҫыхăннă майсене аталантарма палӑртнӑ.

Чăваш Республикин Экономика министерстви ҫумĕнчи  "Туризма аталантармалли агентство" автономи учрежденийӗн тӗп ӗҫ тӑвакан директорĕ Мария Гришина каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен наци хӑйне евӗрлӗхне палӑртас тесе – ҫӗр пин тӗрӗ тата ҫӗр пин юрӑ - Чӑваш Республикин турист брендне туса хатӗрлӗҫ. Сайра йышши объектсене аталантарни вара "Космическая Чувашия", "Большая Волжская тропа" бренд маршручӗсене йӗркелеме май парасса асăннă.

"Кирек мӗнле турист та хӑй таврӑнас тенӗ вырӑна тупма пултартӑр тесе Чӑваш Енӗн илемлӗ вырӑнӗсем хӑна ҫурчӗсемпе ытти объектсем уҫăлĕҫ.  Сывлăх енчен хавшакрах ҫынсем валли ятарлӑ сервиссем тума та палӑртса хунӑ", - тесе хыпарланă Мария Гришина. Ҫавӑн пекех вӑл юхан шыв маршручĕсем пулассине, Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программипе "Валдай 45Р"шыв ҫийĕн ҫӳремелли виҫӗ карап туяннине те асăнса хăварнă.

Чăваш Республики пирки ытларах та ытларах пĕлччĕр тесе, Концепцине хушма патшалăх программине йышăнма хатĕрленнĕ.  Вăл вара, шăпах та туризма аталантарассипе йышăннă наци программипе тӳр килĕ.  

Регионти программăри мероприятисемпе федераци шайĕнчи программăн мероприятийĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе пымалла. Енчен те палăртса хунă ĕҫсем туллин пурнăҫа кĕрсен, хушма инвестици пулĕ, унăн калăпăшĕ 45,3 млрд тенкĕ ытларах та пулассине шанаҫҫĕ.  Пуҫтарăнакан укҫа-тенкĕне туризмпа ҫыхăннă инфратытăма вăй илтерме тăкакланасси те планра пур.  Объектсен строительство ĕҫне тĕреве куҫарма палăртса хунă.   

Туризм пирки калакан саккунсен базине ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе пырасси ыйту кун йĕркинчех тăрать имĕш.

«Тараватлăхпа туризм кашни ҫыншăн ҫак ăнлавсем ҫывăх.  Транспорта, строительствăна, ял хуҫалăхне, промышленноҫа, республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне витĕм кӳрĕҫ», - тесе палăртса каланă Олег Николаев.   Туризма аталантарас ĕҫе тĕрев пани уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тепĕр хут палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Палăртнă тытăма вăй илтерсе пыни – республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă вăл. «Раҫҫейшĕн наци фестивалĕсем, уявсем, ҫут ҫанталăк ырлăхĕсем, тĕрлĕ музейсем, культура еткерлĕхĕпе ҫыхăннă объектсем паха», - вĕсем  туристсене регионпа тĕплĕрех паллашма витĕм кӳреҫҫĕ, республикăна тата та лайăхрах аталанса пыма ҫул-йĕрсем уҫаҫҫĕ.   



26 июля 2021
10:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter