Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ял хуҫалăх ярмăрккисене кулленех йĕркелеме сĕннĕ

 Паян,  тунтикунсерен ирттерекен канашлура  кун ҫинчен пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

«Эпĕ Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкар  хула администрацийĕсене эрне хушшинче ял хуҫалăх ярмăрккисене валли ятарлă вырăнсем хатĕрлеме сĕнетĕп.  Айтăр-ха кăштах ĕҫе маларах пуҫлатпăр,  мĕнле йĕркелемелли пирки те ĕҫ-пуҫа сӳтсе явăпăр, кану кунĕсенче ял хуҫалăх ярмăрккисене яланах йĕркелесе тăратма условисем хатĕрлеме пикенер»,  тесе чĕнсе каланă Олег Николаев. «Яланхи ярмăрккасем туса хумалла, вĕсем кашни кану кунĕнчех ĕçлеччĕр – «сутаканпа туянакан хушшинчи çула май пур таран кĕскетчĕр», – тенĕ вăл.

Кун евĕр вырăнсем паллах, фермерсемшĕн те халăхшăн та кăсăклă пуласси пĕрре те иккĕлентермĕ.  «Ял хуҫалăх  таварне сутмалли тӳремсенче ҫынсем хăйсене кирлĕ пек таварсене туянаҫҫĕ. Хакĕ те тепĕр тесен, вĕсемшĕн пысăк мар пуласси иккĕлентермĕ.  Апла пулсан, ярмăрккăсемм халăхшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Вăл кунсенче «СВОЁ»  фермерсен фестивальне ирттерме тăрăшмалла.  Палăртнă мероприяти Республика кунĕнче ҫав тери чаплă иртрĕ.   Условисем яланах лайăх пулмалла, туянакансен кăмăлне пăсма юрамасть.  Услови хăтлă йĕркелесе тăратсан, каламасăрах паллă, фермерсем вăл ĕҫе явăҫассине.  Вĕсем хулара пурăнакансене экологи енчен таса, паха таварсемпе тивĕҫтерме тăрăшĕҫ», – тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Олег Николаев.  

Кулленхи ял хуҫалăх таварĕсенчен хатĕрлесе тăратнă ярмаркка хаксене те витĕм кӳресси паллă, пысăк суту-илӳ центрĕсенчи хаксене шайлаштарма та пулăшĕ, тен вĕсен пахча ҫимĕҫ хакĕсем пĕчĕкленĕҫ.   

Чӑваш Ен Экономика  министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2021 ҫулхи  ҫĕртме уйӑхӗнче 2020 ҫулхи раштав уйăхĕ тӗлне республикӑра апат-ҫимӗҫ таварӗсем валли инфляци 3,5% танлашнӑ. Ку вӑл федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче чи пӗчӗк кӑтарту. Танлаштарма, ҫак тапхӑртах Раҫҫейре апат-ҫимӗҫ хакӗ вӑтамран 5,5% ӳснӗ, Атăлҫи тăрăхĕнче – 5,4%.

Мониторинг кăтартăвĕсем тӑрӑх, утă уйăхĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен пахча ҫимӗҫсен уйрӑм тӗсӗсен кишӗр –12,2%, ҫӗр улми –13,9%, сухан – 6,8%  ҫити хаксем чакнă. Ҫавӑн пекех панулми хакӗсем (3,2%), чӑх ҫӑмартисем (9,9%), чӑх (2,2%), шăнтнă пулӑ (5,0%), хӗвел ҫаврӑнӑш ҫӑвӗ (1,7%) чакнӑ.



26 июля 2021
16:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter