Чăваш Енре Чăваш Республикинчи суйлав комиссийĕсен кунне пӗрремӗш хут палӑртрӗҫ

Чăваш Енре Чăваш Республикинчи суйлав комиссийĕсен кунне пӗрремӗш хут палӑртрӗҫ

Суйлав тытăмĕнче тăрăшакансене, ветерансене Чӑваш Ен территорийӗнче суйлавсене йĕркелес ĕҫе пысăк тӳпе хывнăшăн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура професси уявĕпе саламланă,  наградӑсем парса хавхалантарнă.

Чăваш Республикинче Суйлав кунне ирттересси пирки калакан Указа Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев  кăҫал ака уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Малашне ăна утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче ирттереҫҫĕ.  Кун пек куна ăнсăртран пăхса хăварман.  Шăпах та, Чăваш Енĕн Тĕп суйлав комиссийĕн пирвайхи ларăвĕ 1995 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ. Уява суйлав комиссийĕсен пайташĕсен статусне ҫирĕплетес тĕлĕшпе, суйлавҫӑсен ӗҫ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне лайӑхлатма йышăннă.  

Олег Николаев регионти суйлав тытӑмӗн пайташĕсене пĕр-пĕринпе килĕшсе ӗҫленӗшӗн, суйлав йӗркелес тата ирттерес ӗҫе хастар хутшăннăшăн мухтанă. Суйлав епле иртесси комисси членĕсенчен сахал мар килнине, апла пулсан, кулленех мĕнпур ĕҫсене ҫӳллĕ шайра йĕркелесе пымаллине, мероприятисем уҫăмлă иртмеллине чĕнсе каланă.  

«Ҫак уяв кирлĕ тата вăл ҫитменнине пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп», - палăртнă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.   «Ӑна паян пӗрремӗш хут палӑртса хӑварнипе эпир регионти суйлав процессне йӗркелеме хутшӑнакансене чысласси, граждансене ирӗклӗн пӗлтересси, вӗсен правине пурнӑҫлама, суйлав урлӑ регион тата ҫӗршыв аталанӑвӗн ҫулне ҫирӗплетме пулӑшассине йӑлана кӗретпӗр", - тенĕ вăл.

Чăваш Республикинчи суйлав комиссийĕсен членĕсен йышĕ пин-пин çынпа танлашать.  Вĕсен хушшинче - нумай професси çыннисем.   

Регион Ертӳҫи кăҫал авăн уйăхĕнче ирттерекен суйлав тивĕҫлĕ иртессине асăннă. «Иккĕленместĕп: кăçалхи авăн уйăхĕнче те Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсем ăнăçлă иртĕç. Çапла пултăр тесе участоксенчи суйлав комиссийĕсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтеретпĕр», - тенĕ вăл.

Комисси членĕсем хăйсене шанса панă тивĕҫе кирлĕ пек шайра пурнăҫласа шанса каланă вăл. «Эсир хăвăрăн тивĕçе яваплăха туйса пурнăçланинчен суйлав процесĕн легитимлăхĕ, влаç органĕсене йĕркелесси нумай килеççĕ», - тесе тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.  «Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси. Сире граждансем хăйсен кăмăлне ирĕклĕн пĕлтерессине, Конституцире çирĕплетнĕ суйламалли тата суйланмалли правăна тӳрре кăларассине йĕркелемешкĕн хастар хутшăннăшăн тав тăватăп», - тенĕ регион Ертӳҫи.



27 июля 2021
14:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter