Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикинчи суйлав комиссийĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Суйлав комиссийĕсен хисеплĕ членĕсем!

Сире професси уявĕ — Чăваш Республикинчи суйлав комиссийĕсен кунĕ — ячĕпе саламлатăп!

Паян эсир хăвăрăн професси уявне, Чăваш Енĕн Тĕп суйлав комиссийĕн пирвайхи ларăвĕ 1995 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ ятпа туса хунăскере, паллă тăватăр.

Паян Чăваш Республикинчи суйлав комиссийĕсен членĕсен йышĕ пин-пин çынпа танлашать. Сирĕн хушăра — нумай професси çыннисем: врачсем, педагогсем, юристсем, предпринимательсем, служащисем, пушарнăйсем, спортсменсем, аграрисем. Эсир хăвăрăн тивĕçе яваплăха туйса пурнăçланинчен суйлав процесĕн легитимлăхĕ, влаç органĕсене йĕркелесси нумай килеççĕ.

Эсир тăрăшса ĕçленипе Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн Конституцине улшăнусем кĕртессине ырлас ыйтупа йĕркеленĕ сасăлав çÿллĕ шайра иртрĕ, 2020 çулхи кĕркуннехи суйлав кăтартăвĕсем тăрăх вара Чăваш Ен халăх суйлав кăтартăвĕсене шанассин шайĕпе лидер регионсен шутне кĕчĕ.

Иккĕленместĕп: кăçалхи авăн уйăхĕнче те Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕсем ăнăçлă иртĕç. Çапла пултăр тесе участоксенчи суйлав комиссийĕсене кирлĕ оборудованипе тивĕçтеретпĕр, виçĕ кунлăх сасăлав вăхăтĕнче видеосăнав йĕркелĕпĕр.

Сире граждансем хăйсен кăмăлне ирĕклĕн пĕлтерессине, Конституцире çирĕплетнĕ суйламалли тата суйланмалли правăна тÿрре кăларассине йĕркелемешкĕн хастар хутшăннăшăн тав тăватăп.

Пурне те ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                             Олег Николаев



27 июля 2021
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter