Чăваш Енре социаллă предпринимательсене грантсем парса пулăшĕҫ

Чăваш Енре социаллă предпринимательсене грантсем парса пулăшĕҫ

 Грант виҫи 100 пинрен пуҫласа ҫур миллион таранах.  Унăн йĕрки пирки паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сӳтсе явнă.  Яланхиллех черетлĕ канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.

Регионта патшалӑх пулӑшӑвӗн ҫак мерине пӗрремӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Ӑна социаллӑ предпринимательлӗх институтне аталантарма тата социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсен спектрне анлӑлатма  пăхса хăварнă. Ҫавӑн пекех грантсем хӳтлӗхсӗр граждансене ӗҫе вырнаҫма пулӑшӗҫ.

Конкурс суйлавӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх социаллӑ предпринимательлӗх сферинче тăрăшакансем гранта тивĕҫĕҫ. Тата вĕсене енчен те утă уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуҫласа раштав уйăхĕн 10-мĕшĕччен реестра кĕртнĕ пулсассăн. 2021 ҫулта республика хыснинче вĕсене валли патшалăх тĕревне пама  3,7 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  Гранта тивĕҫнĕ предпринимательсен виҫĕ ҫул хушшинче хăйсем пирки «социаллă» статус пурри ҫинчен пĕлтерсех тăмалла.  Проекта пурнăҫа кĕртме мĕнпур виҫерен 50 процентран кая мар вара хăйсен, предпринимательсен тăкакланмалла.

Чăваш Республикин Экономика министерстви палăртнă тăрăх, паянхи куна социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсемпе пурĕ 28 предприяти тăрăшать.  Вĕсенчен ытларах пайĕ медицина, вĕренӳ, халăхăн сывлăхне упрассипе ҫыхăннă пулăшусемпе тивĕҫтерет.



28 июля 2021
14:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter