Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗ Денис Мантуров Чӑваш Республикинче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă

Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗ Денис Мантуров Чӑваш Республикинче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă

Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров тата Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Ҫĕнĕ Шупашкарта пулнă, «Хевел» Группа компанийĕн ĕҫĕпе паллашнă. Сумлă хăнасем Шупашкарти троллейбус управленийĕнче, Юхан шыв портĕнче, Шуршăл салинчи космонавтсен музейĕнче пулнă.    «Хевел» ГК  предприяти ҫĕршывра анлă сарăлнă, вĕсен  пысăк технологиллĕ хатĕрĕсемпе нумайăшĕ усă кураҫҫĕ.  «Хевел» ГК генеральнăй директорĕ Игорь Шахрай тата зводăн директорĕ Александр Дубровский республика тата федерацин  ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисене производствăн ĕҫĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Хăнасем таварсен пахалăхне курса хакланă.  

"Хевел" ГК площадкисенче иртнӗ ӗҫлĕ тӗлпулӑвӗнче Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗ Денис Мантуров тата Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2020-2024 ҫулсенче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программине пурнӑҫланине сӳтсе явнă.

Республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика кӑтартӑвӗсене лайӑхлатма уйӑракан программӑра 19 мероприяти пур. Федераци бюджетӗнчен 2020 ҫултан пуҫласа 2024 ҫулччен программӑна укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 5 миллиард тенкӗ шутланать.

«2020 ҫулта республикӑна федераци бюджетӗнчен вак тата вӑтам предпринимательлӗх субъекчӗсем кредит ресурсӗсем ҫумне ҫӑмӑллатма пӗр миллиард тенкӗ чухлӗ укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗтӗм укҫа-тенкӗпе туллин усă курнă. Ҫавна пула пӗчӗк тата вӑтам бизнесра 555,6 млн тенкӗ калӑпӑшпа инвестици 126 проектне пурнӑҫлама тата 353 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркелеме пулăшу панӑ. Ҫакӑ 514,7 млн инвестици хушма явӑҫтарма услови йĕркеленĕ. МСП 96 субъектне 474,1 млн тенкӗ чухлӗ гаранти пулӑшӑвӗ панӑ, ҫакӑ кредит организацийӗсене 2,1 миллиард тенкӗ чухлӗ укҫа - тенкӗ уйӑрма май туса панă, инвестици 105 проектне пурнӑҫланӑ, 2,5 миллиард тенкӗ чухлӗ инвестицисем явӑҫтарнӑ, 68 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ", - пӗлтернĕ Олег Николаев.

Республика ертӳҫи 2021 ҫулта федераци бюджетӗнчен ҫавӑн пекех пӗр миллиард тенкӗ уйӑрнине палӑртнă,  вĕсем пурӑнмалли ҫурт-йӗр кредичӗсене субсидилеме тата илнӗ кредитсене рефинанслама   ытти ĕҫсене те тума тăкакланассине асăннă.

Программăпа килĕшӳллĕн, 2022 ҫултан пуҫласа Ҫĕрпӳ Патăрьел  районĕсенче агропромышленноҫ паркĕсене хута яма палăртнă.  Проышленноҫ паркне Ҫĕнĕ Шупашкарта уҫма тĕллев лартнă.  Кунсăр пуҫне ытти объектсем технопарксем уҫасси планра пур-ха.  

"Кӑҫал эпир Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑм экономика зонине тума заявка пама палӑртса хуратпӑр. Ӗҫе тытăннă. Хатӗрленӳ ӗҫӗсене вӗҫлетпӗр тата тивӗҫлӗ йышӑнусем тума Правительствӑна заявка ярса пама палӑртса хуратпӑр", – палӑртнă Олег Николаев.

Раҫҫей Промышленноҫ министерстви анлӑ инвестици проекчӗсене пурнӑҫлас енӗпе республикӑна малалла та пулӑшса пырассине палӑртнă Денис Мантуров. "Пирӗн сирӗнпе социаллӑ сферӑсенче тата инфратытӑма аталантармалли ҫитӗнӳсем ҫинче чарӑнса тӑмалла мар, эпир   тепĕр проект производствӑна туса хурассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе яврӑмӑр. Эпӗ ку производствӑна Чӑваш Республикинче кунтах йӗркелеме питӗ тӗрӗс пулӗ тесе шутлатӑп", - палӑртнă вӑл.

Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствин ертӳлĕхне республикăри ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма хăватлăн пулăшнăшăн тав сăмахĕсем каланă регион Ертӳҫи.  Сывлăх сыхлавĕнчи ыйтусене татса пама та региона чылай тĕрев панине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Кăшăл вирус чирĕ таврара алхаснине шута илсе, пирĕн республикăна сахал мар пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсем килсе ҫитнине, вĕсем ҫынсен сывлăхне упрама витĕм кӳнине те палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май. 2020 ҫулта медицинăра усă курма 77 автомашина регион тивĕҫнĕ, вĕсене валли 226,8 млн тенкĕ тăкакланă. Чи пахи ялта пурăнакансем медицина пулăшăвĕсемпе кăмăллă.   Сăмах май, Олег Николаев Денис Мантурова регионта троллейбус паркне ҫĕнетме пулăшу паншăн та ырланă.  Ҫирĕплетнĕ  килĕшĕве тĕпе хурса республика 1,174 млрд тенĕлĕх субсиди илнĕ, вĕсемпе 68 троллейбус туяннă.

«Паллă, ҫĕнĕ транспорт хулан сăн-сăпатне илемлетрĕ.  Шупашкарта ҫула ҫĕнĕ 60 троллейбус ҫула тухнă,  Ҫĕнĕ Шупашкарта – 8 .   Вĕсем пурте паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килеҫҫĕ. Сусăр ҫынсене валли те транспорта кĕме условисем хатĕр», – тесе сăмаха хушса каланă Олег Николаев.  

Ҫавӑн пекех  ĕҫлĕ тĕлпулура Денис Мантуров Олег Николаева спорт оборудованийӗ, музыка инструменчӗсем туянма ирĕк паракан сертификата парса чысланă.

Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗ Денис Мантуров тата Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шуршăл салинче пулнӑ, Андриян Николаев космонавт тӑпри ҫине чечек хунӑ, музей ĕҫĕпе паллашнă.

Хăнасем Шупашкарти троллейбус управленийӗпе юханшыв портне ҫитсе килнĕ,  "Валдай" шыв ҫийĕн хӑвӑрт ҫӳрекен карап ĕҫĕ-хĕлĕпе кăсăкланнă. 



28 июля 2021
18:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter