«Кулленхи тӗрӗслев строительство ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑх кӑтартса парать», - тенĕ Олег Николаев

«Кулленхи тӗрӗслев строительство ӗҫӗсен пахалӑхне лайӑх кӑтартса парать», - тенĕ Олег Николаев

«Пирĕн наци проекчĕсемпе ҫыхăннă объектсемпе кăлтăксем кăларса тăратма юрамасть. Ӗҫе хӑвӑрт тата пахалӑхлӑн пурнӑҫламалли инструментсенчен пӗри эпӗ строительство тӗрӗслевне вӑйлатнинче куратӑп. Кун пек чухне объектсене вăхăтра тата графикпа килĕшӳллĕн пурнăҫа кĕртсе пырĕҫ.  Эсир лару-тӑрӑва оперативлӑ режимра тӗрӗслесе тӑратӑр, йӑнӑшсене тӳрлететӗр, ӗҫ докуменчӗсене хатӗрлетӗр пулсан, вӗҫленнӗ объектсене пӗр вӑхӑтра тавӑрса панӑ чухне йывӑрлӑхсем те сахалтарах пулӗҫ. Объектсен строительство ĕҫне куҫран вĕҫерме юрамасть, пахалăх шайĕ те ун пек пысăк пулĕ.   Ҫул-йĕр строительствипе ҫыхăннă ĕҫсене тимлĕхрен кăларма юрамасть, вĕсене кирлĕ пек специалистсен кулленех тĕрĕслесе тăмалла», - тенĕ Олег Николаев.   Ҫӳлерех палăртнă ыйтăва  Правительство ҫуртĕнче  утă уйăхĕн 28 - мӗшӗнче стратегилле аталану тата проект ӗҫ-хӗлӗ енӗпе ĕҫлекен канаш ларӑвӗнче пăхса тухнă.  «Енчен те мĕнпур палăртнă службăсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесен, централизациленĕ майпа процесса йĕркелесе пырсан, палăртнă тĕллевсем патне ҫитме ансатрах пуласси пĕрре те иккĕлентермĕ» - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

Чăваш Республикинче 2021ҫулта регион пĕлтерĕшлĕ 11 проект ĕҫе кĕрсе пырать, вĕсем пĕтĕмпех наци проекчĕсемпе тӳр килеҫҫĕ.  Объектсене пурнăҫа кĕртсе пыма 16,4 млрд тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Ҫурт-йĕр тата хула хутлăхĕ наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, кăҫал пĕр миллиард ҫурă ытла укҫа-тенкĕ уйăрма плана кĕртнĕ.

Чăваш Республикин Строительство министерстви палăртнă тăрăх, авариллĕ ҫурт-йĕрсенчен халăха куҫарса хăтлă хваттерсемпе тивĕҫтересси ыйту та кун йĕркинчех.  2021 ҫулта пурăнма юрăхсăра тухнă ҫуртсенчен 70 граждана куҫарма плана кĕртнĕ.  Ҫак ĕҫсене пурнăҫа кĕртме 40,8 млн тенкĕ уйăрнă.  Ҫĕмĕрлере нумай хваттерлĕ ҫурт тума тытăннă, строительство ĕҫне пуш уйăхĕнче кӳлĕннĕ. Графикпа килĕшӳллĕн ĕҫсем пулса пыраҫҫĕ, раштав уйăхĕн 10-мĕшĕнче ҫурта хута ярасси те планра пур.  Енчен те вăл ҫуртра хваттерсем илес теҫҫĕ пулсан, ҫурла уйăхĕнче контрактсене алă пусса ҫирĕплетме пуҫлĕҫ.

Хулан хутлăхне хăтлăлатас регион проектне тĕпе хурса обществăлла вырăнсене хулара тирпей-илем кĕртеҫҫĕ.  Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Улатăрсем, Канашсем, Сĕнтĕрвăррисем мала тухнă, халĕ вăл муниципалитетсенче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе хĕрӳ ĕҫсем пыраҫҫĕ.  Кун пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов тарăн доклад туса панă.

Ҫул-йĕрсене тирпейлес ĕҫ те регионта лайăх пурнăҫланса пырать. Наци проекчĕпе тӳр килекен регионти  мероприятисене пурнăҫа кĕртсе пыма 2021 ҫул валли 2,5 млрд тенкĕ уйăрса хăварнă.   Укҫа-тенкĕ сахал мар, вăл пулăшупа 98 ҫухрăм тăсăлса выртакан автомашина ҫулĕсене тĕпрен юсама, кĕперсене ҫĕнетме палăртса хунă.  Тепĕр ҫивĕч ыйтусенчен пĕри – автомашина ҫулĕсем ҫывăхĕнче тавралăха ҫутăпа тивĕҫтересси.  Ку енĕпе те ĕҫсем пур-ха, 8 ҫухрăмри территорине тĕпрен ҫутăпа тивĕҫтерме плана кĕртсе хăварнă.  Кун пирки ыйтăва Чăваш Республикин ҫул-йĕр хуҫалăхĕпе транспорт министрĕ Владимир Осипов уҫăмлатнă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă ведомство ертӳҫи.  Кун йĕркинчи мĕнпур ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.



29 июля 2021
14:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter