Олег Николаев Хӗрлӗ Чутайӗнче футбол уйне уҫнӑ
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе килĕшӳллĕн, халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстермелли хушма мерӑсем ҫинчен тунӑ черетлӗ объекта Хӗрлӗ Чутай районӗнчи "Хастар" ФСКра вырнаҫтарнӑ.
Футбол уйĕ тавра ҫурран чупма спортсменсене валли ятарлă тăватă ҫул сарнă.
Объектăн строительство ĕҫне республика бюджетĕнчен 28 млн тенкĕ ытла уйăрнă.
«Пĕлтĕр эпир футболла выляма ятарлă стадионсем вуннă уҫма плана кĕртнĕ. Ҫитес вăхăтра вĕсем пурте тенĕ пекех ĕҫе кĕрĕҫ», - палăртнă Олег Николаев.
Республика Пуҫлăхĕ Хĕрлĕ Чутайра пурăнакансене стадион уҫăлнă ятпа саламланă, сывлăха ҫирĕплетмелли объект нихăҫан та пушă ан тăтăр тесе чĕнсе каланă. «Чи пахи – ачасем кулленех ҫак стадиона ҫӳрени, хăйсен ăсталăхне туптани. Вĕсем пысăк профессионалсем пулса, республика чысне хӳтĕлеччĕр. Вĕсен камсенчен тĕслĕх илмелли пур. Эпир вара хамăр енчен, мĕн кирлине пĕтĕмпех йĕркелесе пама тăрăшăпăр, муниципалитетсенчи инфратытăма ҫĕнетсе пырăпăр», – тесе каланă вăл.
Футболла выляма ятарлă спорт комплектне парса хавхалантарнă Олег Николаев. «Хастар» физкультурăпа спорт комплексĕнче футбол ăсталăхне ӳстерме пулăшакан футбол тренерне вӗренме сертификатпа чысланă.
Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн «ГТО» уйрӑмлӑхӗн ылтӑн паллине Хӗрлӗ Чутайри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта вӗренекенсем Мария Аливанкина, Дарья Романова тата Александр Вазиков тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне, халӑха патриотла воспитани парас ĕҫе пысăк витĕм кӳнĕшĕн тата Чӑваш Республикин умĕнчи тава тивĕҫлĕ ĕҫсемшĕн спорт ветеранне Александр Крикова Чӑваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртакан медальпе чысланă.
Паллă пулăм ячĕпе Хĕрлĕ Чутайра пурăнакансене ытти официаллă ҫынсем те саламланă.
Ҫамрӑк ентешсене Хӗрлӗ Чутайра ҫуралса ӳснĕ, XXVI ҫулхи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Елена Грузинова саламланă, спортра пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма сĕннĕ. Палăртма кăмăллă, шӑп та лăп 25 ҫул каялла, утă уйăхĕн 29-мӗшӗнче 1996 ҫулта 10 ҫухрăма вăл парăнтарнă пулнă.
Савăнăҫлă лару-тăру хыҫҫăн, ҫĕнĕ футбол уйне «Единая Россия» тата «Справедливая Россия» партийĕсен пайташĕсем ăмăртăва тухса, ăсталăха кăтартнă.