Пӑрачкавра тасатакан сооруженисем тӑвассине кӑҫал вӗҫлӗҫ
Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Пăрачкав районĕнче ĕҫлĕ ҫӳревпе пулнă чухне каланă.
«Асăннă объекта юлса пурнăҫа кĕртни куҫ кĕретех. Ăна Чăваш Республикинче наци проектне тĕпе хурса пурнăҫлаҫҫĕ. Графикран юлса пыни питех паллă мар теме те юрать, кая кăштах юлнине хуса ҫитме май пур. Тĕп тĕллев – Пăрачкав тăрăхĕнче кăҫал комплекслă сооруженийĕн строительство ĕҫне вĕҫне-хĕрне тухасси. Объект палăртнă территоринче пурăнакансемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тепĕр тесен экологи ыйтăвне те уҫăмлатма витĕм кӳрет», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.
Юлса пыракан строительство ĕҫĕн хăвăртлăхне ӳстерес тесен, чи малтанах палăртса хунисене пĕтĕмпех вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕртме тăрăшмалла. «Строительство ĕҫĕнче тăрăшакансенсенчен кашнин, хăйне шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫламалла, «ҫулсен карттинчен» пачах та пăрăнма юрамасть. Енчен те пăтăрмахсем пулсан, вĕсем тӳрех ытти ĕҫсене те япăх витĕм кӳме пуҫлĕҫ. Чи малтанах, пурнăҫланă ĕҫсемшĕн подрядчике укҫа-тенкĕне вăхăтра куҫарса пама тăрăшмалла. Строительствăпа монтаж ĕҫĕсене вăраха тăсса пурнăҫлама юрамасть. Пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыма пĕлмелле», - тесе каланă вăл.
Пăрачкавра ҫӳлерех асăннă сооружени ĕҫне федераци тата республика бюджетĕнчен уйăрнă укҫа-тенкĕпе пурнăҫа кĕртеҫҫĕ. Пĕтĕмĕшле строительство ĕҫне 221 млн тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. Объектăн генеральнăй подрядчикĕ «ПМК №8» АО шутланать. Паянхи куна илес пулсан, кивĕ объекта тĕпрен салатса пуҫтарса тирпейленĕ. Графикпа килĕшӳллĕн, объекта кăҫал раштав уйăхĕнче пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă.
Республика ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче объект валли ятарлă хатĕрсем пирки сăмах пуҫарнă, пĕр-икĕ кун хушшинче ыйтăва уҫăмлатма тăрăшмаллине асăннă.
«Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусенчен пĕри – строительство ĕҫне пурнăҫламалли материалсем хакланса кайни. Нумай чухне, шăпах та вĕсем пысăк йывăрлăх кăларса тăратаҫҫĕ имĕш. Ҫакӑнпа ӗнтӗ куҫа-куҫăн ӗҫлемелли режимра сӳтсе явма тивет хăш-пĕр ыйтусене. Кирлӗ пулсан, эпир, паллах, федераци Правительствинчи ӗҫтешсене пулӑшма чӗнетпӗр. Анчах та, Пӑрачкавра тасатакан сооруженисене тӑвас тӗлӗшпе эпир хамӑр вӑйпа, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесе татса пама пултарнине курсах тăратпăр», – тенĕ Олег Николаев.
Графикран юлса ĕҫленин сăлтавĕ те паллă тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Проектпа смета ĕҫ хутне тĕплĕн тишкерсе йышăнса хăварманни те сисĕнет. Пĕрлехи йышăнăва тĕпе хурса, республикăри сооруженисен ĕҫне юсаса ҫĕнетсен аван. Ун пек чухне пĕр пек материалсем тăкакланаҫҫĕ, тухăҫлăх тени те малти вырăна тухĕ. Пĕрпеклĕхе тĕпе хума тăрăшмалла. Паха ĕҫ опычĕпе мĕнпур муниципалитетсенче объектсене пурнăҫа кĕртсе пымалла.