Чӑваш Енре "PRофи-21 "обществӑпа ҫыхӑннӑ специалистсем хушшинче пӗрремӗш хут конкурс ирттерӗҫ

Чӑваш Енре "PRофи-21 "обществӑпа ҫыхӑннӑ специалистсем хушшинче пӗрремӗш хут конкурс ирттерӗҫ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев " PRофи-21" професси ӑсталӑхӗн республика конкурсӗ ҫинчен Указ алӑ пуснӑ.

Кун пирки вӑл «Идейӑсен республики» стратегилле сессийӗнче,  утă уйăхĕн 28-мӗшĕнче PR-специалистсен кунне халалласа ирттернĕ мероприятинче пĕлтернĕ.

Олег Николаев конкурс общественноҫпа ҫыхӑну енӗпе професси компетенцийӗсен тата практика ӑсталӑхӗсен шайне кӑтартса паракан специалистсене тупса палӑртас тата хавхалантарас тӗллевпе, ҫӗнӗ меди инструменчӗсене йӗркелес, имиджпа брендсене малалла тӑсас енӗпе хастарлӑ ӗҫ-хӗле хавхалантарас шутпа ирттернине палӑртнă. Конкурса Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче общественноҫпа ҫыхăнса  ӗҫлекен специалистсем, ҫавӑн пекех предприятисемпе организацисенче тăрăшакан  специалистсем  хутшӑнĕҫ.

«Конкурса кашни ҫул ирттерме палăртатпăр.  Шанатпăр, унта хутшăнас текенсен йышĕ ҫултан ҫул ӳссе пырассине», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Стратеги сессийӗ  ҫавра сĕтел форматра иртнӗ, унта "Креативлӑ экономика", "Чӑваш чӗлхине упрасси", "Туризма аталантарасси" тата ытти хăш-пĕр темӑсене тарăн сӳтсе явнă.

Сӑмахран, регион аталанӑвӗн креативлӑ экономики ҫинчен калакан информацие ӳстерес енӗпе сӗнӳсем тăратнă.

Чӑваш чӗлхине упрас тата аталантарас  ӗҫе хутшӑнакансем чăваш чĕлхипе ытларах калаҫма тăрăшмаллине, халӑхăн историне, йӑли-йӗркисем ҫинчен калакан хыпарсене ҫынсем патне илсе ҫитермеллине палăртнă, чăвашсен апат-ҫимĕҫĕсем те чĕлхе аталанăвне витĕм кӳрессе шанса каланă.   

Ҫавӑн пекех пӗтӗм Раҫҫейри аграри енĕпе вĕрентӳ площадкине туса хума май пурри ҫинчен те шухӑшланӑ, ял хуҫалӑх отрасльне кадрпа тивӗҫтерессине ӳстерме май паракан механизмсене сӳтсе явнӑ.

2022 ҫула медицина ҫулталăкĕ е тата ача ҫулталăкĕ йышăнас текен шухшăша та пăхса тухнă, тĕп тĕллевсем пирки каласа кăтартнă.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ мероприятинче палăртнă тĕп шухăшсене пурнăҫа кĕртме кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварма сĕннĕ. Ҫĕнĕ  пуҫарусем Чăваш Ен ырлăхĕшĕн пысăк витĕмлĕ пуласса шанса каланă.  

"Пирӗн республикӑн вӑй-хӑватне чӑваш халӑхӗн пуян йӑли-йӗркисемпе, чĕлхепе культурăпа пуянлатмалла", – тенĕ вӑл.  «Ҫаксем пурте Чӑваш Ен илӗртӳлӗхне, креативлӑ технологисене аталантарма, туризм технологийӗсене вăй илтерме, ҫавӑн пекех ытти ҫул-йӗрсене ҫӗклеме пулӑшӗҫ», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.

Паллă пулăмра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ специалистсене пысăк хисепе тивĕҫнисене Тав ҫырăвне парса хавхалантарнă, уяв ячĕпе ăшшăн саламланă.   

 



29 июля 2021
11:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter