«ПЦР-тестне халăха хастар тăваҫҫĕ, кăтартупа Чăваш Ен ҫӳллĕ шайра», - тенĕ Олег Николаев

«ПЦР-тестне халăха хастар тăваҫҫĕ, кăтартупа Чăваш Ен ҫӳллĕ шайра», - тенĕ Олег Николаев

Коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫейри Роспотребнадзор ертӳҫи Анна Попова кăшăл вируса хирĕҫ кĕрешекен Координаци канашлăвĕнче президиумра каланă ҫĕнĕлĕх пирки  хыпарланă.

 «Эрне пуҫламăшĕнче Роспотребнадзор Ертӳҫи Анна Юрьевна Чăваш Енре ПЦР- тест тăвакансен йышĕ пĕчĕк пулнине каланă.  Темиҫе кун каярах 310 теста та ҫиткелерĕ активлăх ӳссех пырать. Юлашки уйӑхсенче вара 270-300 тест 100 пин ҫын хушшинче тытӑнса тӑрать.  Ҫынсем хастар тест туса ирттерни куҫ кĕретех», - тесе палăртнă Олег Николаев.   ПЦР-тестсем тăвакансен йышĕ Чăваш ЕНре сахал пулнă пирки федераци центрне хамăрăн регионти Роспотребнадзор ĕҫченĕсем пĕлтернĕ.  Хыпарсем тĕрĕсех марри куҫ кĕретех.  «Надежда Феофановна (Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ), сирĕн ĕҫтешĕрсем тĕрĕс мар хыпар илсе ҫитернĕ ятарлă службăна.    Эпĕ пĕлместĕп, ăҫтан вĕсем хыпарсене илнине.  Эпир кунсерен тĕплĕ тишкерӳ тăватпăр.  Федераци шайне  ҫапла  тĕрĕсмарлăх кăларни питĕ килĕшӳллех мар», - тесе асăнса хăварнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ тӗрӗс мар хыпарсене халăх патне илсе ҫитерни ҫынсене официаллӑ информацие шанни ҫине япӑх витӗм кӳнине палӑртнӑ. "Ҫынсен иккӗленӳ ҫуралать.  Кун пек ан пултăр тесессĕн, тӗрӗс информаци памалла. Паян пирĕн таврара пулса иртекен пулăмсем шăпах та, кашниншĕн пĕлтерĕшлĕ. Кăшăл вирус амакĕ пирки ҫынсен мĕнпур хыпарсене туллин тата вăхăтра пĕлсе тăрас килет», - тенӗ Олег Николаев.

Ҫĕнĕ кăшăл вирусран асăрханас тĕлĕшпе вакцинацине халăх епле туни пирки оперативлă штабăн ларăвĕнче ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă. Паллă, ыйту ытларах халăхпа тачă ҫыхăнса ĕҫлекен предприятисене пырса тивет.  Вĕсем шăпах та, халăха пĕр ҫĕре йышлăн пухаҫҫĕ.  Ăнсăртран, пăтăрмахсем сиксе тухма пултараҫҫĕ. Пурин те сыхă пулмалла, йĕркене пăхăнмалла, ҫирĕп мерăсене тĕпе хурса ĕҫ йĕркине йĕркелесе пыма тăрăшмалла.   «Вăтам кăтартăва илес пулсан, республикăра потребитель рынокӗнче вакцинациленӗ ӗҫченсен шучӗ 30 процентпа танлашать. Кун пирки специалистсем хыпарсене пĕлтернĕ.  Ҫав вăхăтрах, Улатăр хулинче халăхпа ĕҫлекен предпринимательсем сахал вакцина туни сисĕнет, кăтарту пурĕ те 11 процентпа танлашать.  Ҫĕрпӳре, Етĕрнере кăтарту кăштах пысăкрах 17 процентпа танлашать.  Куславкка тăрăхĕнче вара пурĕ те 12 процент ҫеҫ.  Пире пачах та ăнланмалла мар, мĕншĕн-ха район администрацийĕсенче тăрăшакансем ыйтăва тимлĕх уйăрмаҫҫĕ, вĕсен те халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси приоритет пулмалла. Ҫынсем чирлесрен пурин те сыхă тăмалла, асăрхануллă пулмалла, профилактика мерисене пăхăнма тăрăшмалла. Чир-чĕр никама та шеллемест. Пĕр ҫаклансан, сывлăха самай хавшатать», - тенĕ вăл.  Улатăрта ыйту ҫивĕч тăрать. Вăрмар тăрăхĕнче те ĕҫ-пуҫ аванах марри сисĕнкелет.  Вакцинаци ыйтăвĕ ҫине пысăк тимлĕх уйăрманни халăха анчах мар, ытти тытăма та пăшăрхантарать. Ҫынсем йышпа чирлеме пуҫласан, предприятисем чарăнса ларма пултараҫҫĕ, ĕҫ хăвăртлăхĕ чакать, производствăсен калăпăшĕ те пĕчĕкленсе пырасси вара часах. Кун пек пулассинчен вара асăрханса вакцина туни шăпах та, тен витĕм кӳрĕ, чир-чĕр алхасасран пăрĕ. «Аса илтеретӗп, лару-тӑрӑва малалла та сӑнаса тӑрӑпӑр, кирлӗ пулсан, чир-чӗр малалла ан сарӑлтӑр тесе уйрӑм территорисенче  ятарлă мерăсем те йышăнма пултаратпăр», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

Короновирусăн штамĕсем вăй илнĕ май чирлесе ирттернисене те, антитела пуррисене те ерме пултарать. Инфекцирен вакцинаци хӳтĕлĕ.

Республика Пуҫлăхĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакан пуҫлăхсене халăхпа кулленех тĕл пулса канашлама, тĕрĕс хыпарсене вăхăтра илсе ҫитерме тăрăшмаллине чĕнсе каланă. Енчен те вакцинациленмесен, кайран нушаланасси те часах пулма пултарассине, чир-чĕре лăплантарма та май пулмасса каламаллине  тепĕр хут асăрхаттарса хăварнă. «Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерстви час-часах вырăна тухса специалистсене халăха вакцинацилеме сĕнет. Нимĕнле йывăрлăхсем те ҫук, условисене мĕнпур районсемпе хуласенче, предприятисемпе организацисенче хатĕрлесе тăратнă тесен те йăнăш мар.  Медицинăра вăй хуракансем туххăмрах халăх патне ҫитме тăрăшаҫҫĕ.  Пулкалать тепре чухне,  медицина ĕҫченĕсем ятарлă вырăнсене ҫитсе тăраҫҫĕ, анчах та  ҫынсем сӳрĕкрех унта вакцинациленме пыни сисĕнкелет», - тесе хыарлаҫҫĕ медицинăра вăй хуракансем.  «Тепĕр хут сире аса илтеретпĕр, енчен те эсир хăвăрăн тăрăха тухтăрсене пыма ыйтатăр пулсан вĕсене те ăнланма тăрăшмалла. Енчен те пĕр-икĕ ҫын кăна пырсан, вĕсен сирĕн патне ҫитсе килни пачах та усăллă пулмĕ. Вăхăта перекетлемелле пурин те. Пĕрне-пĕри ăнланса килĕшсе ĕҫлесен тухăҫлăх та ӳсĕ.  Пирĕн шутпа ҫакăн пек тумалла пек: чи малтан халăха пĕр вырăна пухма тăрăшмалла, кайран вара палăртнă вăхăта тухтăрсене чĕнсе илмелле», - тесе сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионта пурĕ 24336 ҫынна вакцинациленĕ, палăртнă кăтартуран вăл 41,8 процентпа танлашать.  Ку хутĕнче те ларăва пухăннисем 60 ҫултан иртнисем пирки сăмах пуҫарнă. Уйрăмах вĕсем патне пысăк тимлĕх уйăрмаллине чĕнсе каланă тепĕр хут Чăваш Республикинчи ведомство пайĕнче тăрăшакансем. «Енчен те вĕсене пирĕн сыхласа хăварас  тесен, чи малтан вĕсене пысăк тимлĕх уйăрмалла.  Планпа килĕшӳллĕн 240 пин ҫынна вакцина тумалла.  Паянхи куна илес пулсан вара, пурĕ те 88 пин  ҫеҫ вăл категорири ҫынна вакцина туса ирттернĕ», - тесе пĕтĕмлетнĕ калаҫăва паянхи ларура.    

 

 



30 июля 2021
15:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter