Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чукун çул ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлани
Чукун çул транспорчĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем,
Чăваш Енре пурăнакансем!
Сире професси уявĕпе — Чукун çул ĕçченĕн кунĕпе — саламлатăп!
Раççей чукун çулĕсем хальхи вăхăтра çĕршыв экономикине çыхăнтаракан тĕп сыпăк шутланаççĕ, хуçалăх тата социаллă пурнăç ыйтăвĕсене татса пама пулăшаççĕ.
Çак отраслĕн пĕлтерĕшĕ Чăваш Республикин аталанăвĕнче те пысăк, вăл Европăпа Ази хушшинчи пассажирсене илсе çÿрекен тата груз турттаракан çулсене çыхăнтарать.
Чăваш Енри «ТехПромМаш», «Динамика» НПП», «Улатăрти механика завочĕ» тата ыттисем чукун çул отраслĕ валли çĕр-çĕр миллион тенкĕлĕх продукци туса кăлараççĕ. Çак туртăм çулран çул вăйлансах пырать.
Чукун çулăн хисеплĕ ĕçченĕсем! Сире профессие парăннăшăн, тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тав тăватăп! Сирĕн пархатарлă ĕçĕр çынсене çĕршывăн чукун çулĕсемпе хăтлă çÿреме, республика экономикине вăй илсе çĕкленме пулăшать!
Сире çирĕп сывлăх, телей тата ырлăх сунатăп!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев