Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ утӑ уйӑхӗнче 38 пин ытла мӑшӑр хатӗрленӗ

Акӑ ӗнтӗ утӑ уйӑхӗ те вӗҫленчӗ, Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн хӑйӗн иртнӗ уйӑхри ӗҫне пӗтӗмлетме те вӑхӑт ҫитрӗ. Статистика кӑтартӑвӗпе пурӗ 38 пин те 632 мӑшӑр туни паллӑ. Ку ӗнтӗ ҫӗртме уйӑхӗнче тунӑ ӗҫрен сахалрах-ха, ҫапах иртнӗ уйӑхра эпир икӗ пысӑк ҫитӗнӳ тума пултартӑмӑр-пултартӑмӑрах. Пӗри вӑл — мӑшӑрсен йышӗн 900 пинлӗ чикки урлӑ каҫни, тепри — корпусри сӑмахсен йышӗ 10 миллиона ҫитни.

Иртнӗ уйӑхра эпир Джек Лондонӑн калавӗсене, Алексей Толстойӑн «Аэлита» тата «Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем» хайлавӗсене, Максим Горкийӗн повеҫне тата ыттисене мӑшӑрларӑмӑр. Малалла ӗҫлеме палӑртнӑ кӗнекесен йышӗ те ӳссе пырать: Виктор Баныкинӑн Чапаев ҫинчен ҫырнӑ калавӗсем, Евгений Шварцӑн «Пӗрремӗш класра» хайлавӗ, Николай Гоголӗн «Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни ҫинчен» повеҫӗ тата ыттисем. Совет саманинче паллӑ ҫынсем пирки ҫырнӑ хайлавсене нумай куҫарнӑ. Вӗсем те пирӗн списокра пур: Феликс Дзержинский пирки, Иван Кожедуб ҫинчен, Олег Кошевой пирки. Ку кӗнекесем черетре тӑраҫҫӗ.

Хыпара вӗҫленӗ май иртнӗ уйӑхри ытти кӑтартусемпе паллаштарӑпӑр: текстсен йышӗ 2 340 ҫитрӗ (+38); пуплевӗшсен йышӗ 983 930 ҫитрӗ (+43 934); сӑмахсен йышӗ — 10 033 415 (+452 468).



Чăваш халăх сайчĕ
02 августа 2021
16:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter