«Чӑваш Ен ҫӗршыва микроэлектроника валли хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан материалсемпе тивӗҫтерме хатӗр», – тенĕ Олег Николаев
Ҫакнашкал материалсене тĕнчере Европăпа Китайран кăна илсе килнине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере ирттерекен ĕҫлĕ планеркăра. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕ Денис Мантуров ĕҫлĕ визитпа регионта пулни пирки пĕтĕмлетӳ тунă, хăш-пĕр ыйтусем ҫинче тĕплĕн чарăнса тăнă.
«Паллă, пандеми вăхăтĕнче пирĕн промышленноҫ тытăмĕ йывăрлăха лекрĕ. Енчен те ҫитес вăхăтсенче хăш-пĕр ҫĕнĕлĕхсем пăхса хăварсан, Раҫҫей Федерацийĕнчи нумай предприятисен лару-тăрăвне ырă енне куҫарма та пултарайрăпăр. Таварсен пахалăх шайĕ пысăк, апла пулсан вĕсен калăпăшне ӳстерни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулĕ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ Министрĕн ĕҫлĕ ҫул ҫӳревне пĕтĕмлетнĕ май, Олег Николаев Ҫĕнĕ Шупашкарти «Хевел» группа компанийĕн территорийĕнче ҫĕнĕ производство хута ярасси ыйту ҫивĕч тăнине, микроэлектронника валли хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан таварсем тирпейлесе кăларас ыйту та пĕлтерĕшлине, ҫĕршыври промышленноҫ тытăмне хăватлă материалсемпе тивĕҫтересси те куҫ кĕретех пулнине каланă. «Питĕ лайăх ҫул-йĕр тесе шухăшлатпăр, пуласлăхĕ те унăн пысăк», - палăртнă республика Пуҫлăхĕ. Сăмах май, Чăваш Республикин Промышленноҫ министерствипе Экономика министерствине «ҫулсен карттине» хатĕрлеме пуҫлама каланă, ҫĕнĕ проекта пурнăҫа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшма кирлине асăннă. Палăртнă тăрăх, авăн уйăхĕн вĕҫĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствине ĕҫ документне хатĕрлесе тăратассине те хыпарланă вăл. Ăна федераци шайĕнче пăхса тухассине, йышăнусем тăвассине асăннă Ертӳҫĕ.
Аса илтеретпĕр, Раҫҫей Федерацийĕн промышленноҫпа суту-илӳ министрĕ Денис Мантуров Чăваш Республикинче ĕҫлĕ визитпа пулнă, тĕнчипе паллă «Хевел» заводăн ĕҫĕпе тĕплĕн паллашнă. "Эпир паян хӗвел батарейисем валли "Хевел" проекта тивӗҫтерес енӗпе тепӗр производствӑна туса хурассипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тӗплӗн сӳтсе яврӑмӑр. Эпӗ ҫак производствӑна Чӑваш Республикинче йӗркелесси питӗ тӗрӗс пулӗ тесе шутлатӑп", - тесе каланă ун чухне сумлă хăна предприятинче пулнă май.
Ун чухне шăпах та, Чăваш Республикине хушма ҫĕнĕ троллейбуссем туянасси пирки калаҫса килĕшнине тепĕр хут палăртса хăварнă регион Ертӳҫи. «Пулма пултарать, кăҫалах Чăваш Республики тата темиҫе ҫĕнĕ троллейбус илесси. Кун пек хушăва Денис Валентинович панă та, вăл ĕҫе кĕме пуҫланă. Ҫакнашкал ĕҫе Чăваш Республикин Транспорт министерствин те тытăнмалла, хăш-пĕр ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсене те явăҫтармалла», – тесе хушса хунă вăл. Ҫитес икӗ эрне хушшинче асӑннӑ йышӑнӑвӑн тӗп ыйтăвĕсене – финансированийӗн калӑпӑшӗпе тата техника туянакан шучӗпе палӑртӗҫ.
2021 ҫулта республикăна ҫĕнĕ 68 троллейбус килсе ҫитнĕ. Палăртмалла, вĕсенчен 60-шĕ Шупашкар хулине юлнă, саккăрăшĕ – Ҫĕнĕ Шупашкара ăсатăннă. Транспортсене туянма 1,2 млрд тенкĕ Федерацин резерв фондĕнчен куҫарнă, укҫа-тенкĕ ыйтăвне татса пама РФ Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин хушу панă.
Пĕчĕк тата вăтам калăпăшлă тракторсем калăплакан проекта пурнăҫа кĕртесси пирки СПИК2.0 мероприятинче Олег Николаев пĕлтернĕ.