Чӑваш Енре туянусен 90 проценчӗ конкурентлӑ майпа пурнӑҫланать

Чӑваш Енре туянусен 90 проценчӗ конкурентлӑ майпа пурнӑҫланать

Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев кашни эрнере пулакан планеркăра каланă. «2021 ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра мĕнпур  патшалăх туянăвĕсен 89 процентне яхăн конкурентлă майпа пулса иртнĕ.  Апла пулсан, вĕсем пирки уҫăмлăх куҫ кĕретех пулнă.  Вăтамран хаксем 7,8 процента ҫити чакнă», - тесе каланă вăл. Апла пулсан, ку сферăра йĕрке пулни сисĕнет.   

Бюджет енĕпе ҫыхăннă мĕнпур ĕҫсене ҫирĕп тĕрĕслеве илме шантарнă республика Пуҫлăхĕ.  «Ҫитес  нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа тăкаксем пирки тĕплĕн ҫырса кăтартаймасан, укҫа-тенкĕ каялла Чăваш Республикин резерв фондне куҫĕ.  Кайран чăрмавсем те пулма пултарасси часах. Сирĕн проект пирки тĕплĕн ăнлантару ĕҫĕсем тăратма тивет, енчен те укҫа-тенкĕне каялла илес тетĕр пулсан.  Тата ҫитменнине хушма аргументсем тумалла, проектсемпе ĕҫлеме хатĕррине ҫирĕплетмелле», - тесе каланă Олег Николаев.  «Ыйтăва куҫран вĕҫертме юрамасть, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕнче тăрăшакансемпе вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче вăй хуракансен пĕр-пĕрнпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыни паха.  Туянусем централизациленĕ майпа пулса пымалла. Конкуренци пулмалла, уҫăмлăх тени малти вырăна тухмалла», - тесе асăрхаттарнă тепĕр хут Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

Кирек-епле палăртса хунă ĕҫе те вăхăтра туса пымалла.

"Раштав уйăхĕнче  малашнехи тапхӑр валли туяну графикӗн планӗсем пулмалла, ҫулталӑк вӗҫнелле, кӑрлач уйӑхӗн варринче - нормативлӑ база хатĕр тăмалла, туяну енӗпе конкурс процедурисем пуҫланмалла, тухăҫлăх малти вырăна тухмалла. Хĕллене ĕҫсене хăварма юрамасть пĕтĕмпех вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑракан япаласем", - тесе хушса хунă вăл.

Специалистсен пĕлӳ шайне те ӳстерсех пымалла.  Патшалăх туянăвĕсем пирки вĕренӳ  пайне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Конкуренци политикипе тарифсен Патшалăх служби тата Финанс министерстви йĕркелĕҫ.  2022 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа туянусем пирки саккунсене ҫĕнĕлĕхсем кĕрĕҫ.   «Вӗсене кирлӗ хатӗрсемпе май килнӗ таран маларах тивӗҫтермелле. Эпир сирӗнпе укҫа-тенкӗ палӑртса хунӑ чухне вӗсене вӑл е ку енне куҫарма палăртатпăр. Хӑш-пӗр специалистсем вырӑнсенче ӗҫлемен пирки пӗтӗм системӑпа асапланаҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне те потребительсем, ҫулталăкĕ ҫулталăкĕпе кӗтекенскерсем, кайран тӗрӗс асӑрхаҫҫӗ: мӗншӗн укҫа пур, анчах ӗҫ тумасть? Ун пек тума юрамасть", - палӑртнӑ Олег Николаев.

Тарифсен патшалăх служби пĕлтернĕ тăрăх, 2021 ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра патшалăх туянăвĕсенче бюджет укҫине 33 процента ҫити перекетленнĕ, тухăҫлăх курăннă, пĕлтĕрхи ҫак тапхăрпа танлаштарсан 0,8 млрд тенкĕ пулать.  Республикӑн патшалӑх нушисене тивӗҫтермелли туянусен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2021 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта 11 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, ҫакӑ пӗлтӗрхинчен 21 процент ҫӳлерех. Ҫав хушӑрах вак предпринимательлӗх тата социаллӑ ориентациленӗ коммерциллӗ мар организацисен субъекчӗсем хушшинче пӗтӗмӗшле калӑпӑшран 3,1 миллиард тенкӗ чухлӗ заказсем вырнаҫтарнӑ, ҫакӑ вара туяну калӑпӑшӗн 31,3 проценчӗ шутланать.



02 августа 2021
15:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter